ЭНЕРГИ ÇИТЕЛĔКЛĔ-И?

25 Чÿк, 2015

Чылай чухне ывăнчăклăхран çăмăллăнах хăтăлма пулать. Çак тĕллевпе энерги çителĕксĕрлĕхĕ аталанасран сыхланмалла, апатланăва углеводсем кĕртмелле. Углеводсем пачах пулмасан вăй-хал чакать, кăмăл пусăрăнать. Çавăн пекех организмри питĕ кирлĕ белоксем арканаççĕ, ăна белоксемпе çусен ылмашăнăвĕн каяшĕсем наркăмăшлантараççĕ.

Сĕлĕ пăтти

Энерги нумай вăхăтлăха кирлĕ пулсан сĕлĕ пăтти çимелле. Вăл - кăткăс углеводсен пуххи. Сĕлĕ пăтти хырăмлăхра ытларах вăхăт ирĕлет, çакăн чухне тухакан энерги организмра ытларах тытăнса тăрать. Энергисĕр пуçне сĕлĕ кĕрпинче усăллă ытти япала та нумай.

Ешĕл çимĕç

Чĕрĕ ешĕл çимĕç те вăй кĕртет. Вăл организма ирĕклĕ радикалсенчен хÿ-тĕлекен, çапла майпа çамрăклăха тăсма, усал шыçăсенчен хÿтĕленме пулăшакан антиоксидантсемпе пуян.

Унсăр пуçне симĕс тĕслĕ апат вăй-хала çирĕплетнипе пĕрлех ăс-хакăла витĕм кÿрет, кăмăла çĕклет, депрессирен, стресран хăтарать.

Пыл çисен

Пыл - глюкозăпа фруктозăран тăракан хăвăрт углеводсен чи лайăх варианчĕ. Фруктозăпа глюкоза апат çулĕсенче хăвăрт ирĕлеççĕ, юна лексе сахăр шайне ÿстереççĕ. Ку организма энергипе тивĕçтерет. Анчах нумай вăхăта мар: юнра сахăр мĕнле хăвăртлăхпа ÿсет, çавăн пекех чакма пуçлать. Çавна май кăштах вăхăт иртсен хырăм тата хытăрах выçать, энерги пыл çиес умĕнхи тапхăртан та ытларах чакса каять.

Йод кирлĕ

Йод çусемпе белоксен ылмашăнăвне хутшăнать, организма энергипе тивĕçтерет. Вăл организмăн тĕртĕмĕсем кислорода йышăнассине лайăхлатать. Унсăр пуçне йод хăш-пĕр витаминсене йышăнма пулăшать, ăс-тăн ĕçне вăйлатать.

Тухăçлă ĕçлес, ывăнас мар тесен рациона час-часах тинĕс пулли /пикша, палтус, сельдь, треска/ кĕртмелле.

Тĕрлĕ мăйăр

Энерги илме кирек хăш мăйăра та çиме юрать. Чи кирли - ăшаланине, мĕн те пулин /сахăр е тăвар/ хушнине мар, типĕтнине кăна. Мăйăрта çуллă йÿçексем, А, Е витаминсем, фосфор пур. Вĕсем нерв тытăмне, çав шутра пуç мимине те, лайăх ĕçлеме кирлĕ. Унсăр пуçне мăйăр питĕ тутлăхлă: 100 грамра - 500 килокалори.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.