Комментари хушас

1 Раштав, 2015

"Патшалăх хваттерне сана мар, асаттене панă..."

Мăнукĕ асламăшне пурăнмалли кĕтессĕр хăварнă

Юнашар пукан çине: "Ларас-и е ларас мар-и?" - тенĕн вырнаçрĕ те мĕн çăмăлпа çÿрени çинчен пĕлтерчĕ. Çав самантра куçĕ шывланчĕ, пит çăмарти тăрăх çутă тумлам шăрçаланса анчĕ. Сакăр теçетке урлă каçнă кинемей пĕчĕк ача пек ĕсĕкленине пăхса лармашкăн чăннипех йывăр пулчĕ. Лăплантарма тăрăшрăм пулин те кÿренĕвне сирмешкĕн хевте çитереймерĕм. Çывăх çыннисем, кинĕпе кĕçĕн мăнукĕн çемйи, улталанă ăна, тăнлавĕсене кĕмĕл тĕс çапнă хунямăшне, асламăшне шăнман пăр çине лартса янă.

Шанни кăлăхах

Шăпа ăна нихăçан та утьăкка сиктермен. Тĕрекленсе çунат саричченех кулак ачи пулса тăнăскер хура-шурне сахал мар тÿссе ирттернĕ. Вăрçă ачи те - вăлах: Çĕнтерĕве çывхартас тесе ир пуçласа сĕм çĕрлеччен колхоз уйĕнче çитĕннисемпе тан тар тăкнă, тырпул çитĕнтернĕ, фронтра пулăшнă. Ахăр самана хыçа юлсан арканнă хуçалăха уралантармалла пулнă. Тăван хуçалăхра дояркăра ĕçленĕ Елизавета. Вăхăт иртнĕ май ят-сум çĕнсе илнĕ, "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль çумне РСФСР ял хуçалăх министерствин "Выльăх-чĕрлĕх пăхакан иккĕмĕш класлă маçтăрĕ" паллă хушăннă. Хисеп хучĕсем те йышлă унăн.

1952 çулта Елизавета Кузьминичнăпа Николай Афанасьевич çемье çавăрнă. Çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ кайăка ашшĕ ятнех панă. Шел, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса салтак тумне 1950 çулхи чÿк уйăхĕнче кăна хывнă мăшăрĕн кун-çулĕ кĕске пулнă, Николай - кĕçĕннине пурнăç çулĕ çине кăларичченех пурнăçран уйрăлнă. Шанчăкĕ, тĕрекĕ тесе шухăшланă ывăлĕ те амăшне хăр-тăлăха хăварнă. Çапах кинĕпе икĕ мăнукĕ хăйĕншĕн çывăх чунсем пуласса шаннă-ха хĕрарăм. Вĕсем хăйне ĕмĕрлĕх амантса хăварасси пирки вара шухăшлама та пултарайман. Лешсем тыл ĕçченне, ĕç ветеранне ураран ÿкермеллех çапса хуçнă. Çук, хĕнесе-сусăрлатса мар, сĕмсĕрле хăтланса, хапсăнса...

Малтан - çăтмах, кайран - тамăк

Фронтовикăн ватлăх кунĕсене пĕччен ирттерекен тăлăх арăмĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн пулăшас тĕллевпе Куславкка район администрацийĕ Елизавета Кузьминичнăна хваттер сертификачĕпе тивĕçтерме йышăннă. Хаклă хутпа ял-йыш умĕнче чыслама палăртнă кун Куснарти хунямăшĕ патне Куславккара пурăнакан кинĕ Зоя Плотникова васкаса çитнĕ. Вырăнти влаç представителĕ чаплă лару-тăрура панă документпа тыл ĕçченĕ паллашма та ĕлкĕреймен - ăна ывăлĕн арăмĕ хăй аллине ярса илнĕ.

Çакăн хыççăн йăпăлтату тапхăрĕ пуçланнă - мăнукĕ Анатолий асламăшне ватлăх кунĕсенче çăтмахри евĕр пăхса пурăнма шантарнă. Нотариус патĕнче унăн ячĕпе хваттер туянмашкăн доверенноç йĕркеленĕ. Куславккара мар, Шупашкарта тата. Ватă çынна улталасси пирки каварлашнине каярахпа çамрăк арçын судра хăех çирĕплетнĕ: «Эпир Шупашкар хулинчи Хусанкай урамĕнчи 40-мĕш çуртри пÿлĕме суйларăмăр, сертификат укçи çитменнипе хам ятпа кредит йĕркелерĕм…»

Асламăшне пропискăна унтах тăратнă-ха. Виçĕ кун пĕрле пурăннă хыççăн вара хăйĕн амăшĕ патне Куславккана ăсатнă. Хунямăшне кинĕ çамрăксене кансĕрленĕшĕн хăтăрса илнĕ, вĕсене тăвăрлатмалла маррине сăмса çине картса хума хушнă.

Мăнукĕ асламăшĕн пенсине илсе тăмашкăн карточка йĕркелеме май тупнă, вăл кинĕн чуралăхĕнче çурма выçă ларнă тапхăрта - ултă уйăхра - ватлăх укçипе хуçаланнă. Çав хушăра ватă çынна Шупашкара тепĕр хут лартса килнĕ, нотариус патне кайса хваттере хăйсене халаллама хистенĕ. Кăшт маларах куçне операци тутарнă хыççăн самайланайман /глаукомăн 2-мĕш стадийĕнчи амака тухтăрсем сирме пултарайман/ Елизавета Кузьминична япăх курнă май юнашарах хăй тĕллĕн ĕçлекен юрист ларнине те, халал килĕшĕ вырăнне парнеленин хутне алă пустарнине те уйăрма пултарайман.

Регистраци службинче хăй мĕнле документа алă пусасси çинчен пĕлтерме ыйтсан халал килĕшĕвĕ иккенне темиçе хут çирĕплетнĕ. Регистратор вара çырмалли вырăна пÿрнипе тĕллесех кăтартнă.

Асламăшĕ патшалăх хăйне панă хваттере саккунлă майпа кĕçĕн мăнукне парнеленĕ пек пулса тухнă. Кун хыççăн никама кирлĕ мар çынна юлнăскере кинĕ Куснара ăсатнă. Анатолий вара «унăн хваттерĕпе» хуçаланма тытăннă: ăна юсамашкăн - чÿречене, урай хăмисене, алăка улăштармашкăн укçа сăптăрса илес тĕллевпе ял çулне пĕрре кăна мар такăрланă. Асламăшне пулăшма, телейлĕ ватлăх туса пама шантарнă çамрăк çын унăн енчĕкне пушаттарнă кăна: нÿхрепĕн анса хăпармалли виткĕч шăтăкне юсанăшăн - 5 пин, пахчара йăран чавнăшăн тата 5 пин тенкĕ ыйтнă.

Çывăх тесе шутланă çынсем хăйне çурăк валашка умĕнче тăратса хăварнине ăнланса илнĕ кинемей право йĕркин сыхлавĕн тата суд органĕсенчен пулăшу ыйтнă. Мăнукĕ илсе тăнă пенси укçине прокурор çине тăнипе тавăрса панă. Хваттерпе çыхăннă килĕшÿ чăнлăхпа пĕр килменнине çирĕплетме ыйтса çырнине пĕрремĕш инстанци сучĕ тивĕçтермен, апелляци çăхавне /жалобине/ пăхса тухнă суд коллегийĕ те парнеленин килĕшĕвĕ вăйра тăнине пăрахăçламан.

«Пирĕн пата пырса пурăнтăр…»

Тавăç тăратнă кинемей представителĕ Анатолий Тимофеев Раççей Федерацийĕн Аслă Судне янă çырури уйрăм пĕтĕмлетĕве илсе кăтартни вырăнлă пулассăн туйăнать.

«90 çула çывхаракан кинемее пулăшайман саккунсемлĕ патшалăх социаллă пулаять-и? Тăван мăнукĕсем улталанипе пурăнмалли кĕтессĕр юлнă ватăсен хÿтсĕрлĕхĕ чуна ыраттарать. 2014 çулта кăна хваттерĕсене, çурчĕсене мăнукĕсене парнеленĕ тăватă çынна пулăшма пикентĕм. Анчах усси çук. Ватăсем хăйсем валли хÿтлĕх шырани малтанах паллă вĕт. Урăхла каласан çакнашкал килĕшÿсене пăхса тăмалли условисене пĕле тăркачах йĕркелеççĕ. Анчах пирĕн судсене кун пирки ăнлантарса пама май çук.

Елизавета Плотниковăпа та çаплах пулса тухрĕ. Тĕрĕссипе, кинемей хваттере паян кунчченех хăйĕн тесе шутлать: унта пропискăра тăрать /ялта ăна пенсие тавăрса парас тĕллевпе кăна вăхăтлăх учета илнĕ/, хăйĕн шучĕпе чÿрече-алăка улăштарнă.

Халĕ пенсионерка ашшĕ-амăшĕ репрессие лекиччен кăшт маларах, 1929 çулта, лартнă йывăç çуртра пурăнать, çĕршĕннĕ пĕренесем туха-туха ÿкеççĕ. Газ кĕртмен, вутă хутса ăшăтмалла, шыв çук. Кравать çине чĕркенсе кĕрсе выртать те витĕр касакан çилтен хÿтĕленме тăрăшать.

Суд залĕнче асламăшĕшĕн «хыпса çунакан» мăнукĕсем лараççĕ. «Пирĕн пата пырса пурăнтăр»,- теенçи тăваççĕ. Тăватă çын хĕвĕшекен пĕр пÿлĕме-и? Суд залĕнчен тухсан вара коридорта ăна сăмах та хушмаççĕ. Кинемей кăмăлсăрланнине палăртсанах: «Ку хваттере сана мар, пирĕн асаттене панă», - тесе йĕкĕлтешеççĕ.

Чăваш Ен Аслă Сучĕн залĕнче малтанхи йышăнăва улăштармасси çинчен пĕлтерсен асламăшĕ тăнне çухатнипе йăванса кайсан çывăх çыннисем ун урлă каçса çĕкленÿллĕ кăмăлпа килĕсене васкарĕç.

Хĕл каçиччен ватă çын ман пата автомашина тара тытса темиçе хут та килсе кайрĕ. «Анатолий Николаевич, пурăнма питĕ кансĕр: тĕрĕслĕхе тупма пулмастех-ши вара?» - канăçсăрланчĕ вăл кашнинчех. Нимĕнпех те лăплантарма пултарайман енне çуртне унтан-кунтан юсаса памашкăн ывăла ятăм. Кĕтессене кăпăклă çилĕмпе сирпĕтсе килчĕ паллах. Анчах мĕн усси? - сертификат парас умĕн çурта пурăнма юрăхсăр тесе ахальтен йышăнман вĕт.

Асламăшĕн ултавпа илнĕ пенсийĕн 70 пин тенкине прокуратура пулăшнипе тавăрса пама май килчĕ паллах. Анчах унăн ĕçченĕсем чееленме пикенчĕç, «Хваттершĕн мăнукна тĕрмене лартасшăн-и эсĕ?» - терĕç. 90 çула çывхаракан кинемей çапла тума пултарать-и вара?

Пĕр çынна хÿтĕлейместпĕр-тĕк, саккунсем, юрист дипломĕсем мĕн тума кирлĕ? Пирĕн «социаллă» патшалăхра тыл ĕçченĕ хăйĕн çитĕнĕвĕсене çирĕплетекен тăватă медале - ватă çын йĕркипе тутăрпа чĕркенĕскерсене - салтса кăтартсан район прокурорĕ: «Кăларса пăрах ку тимĕр татăкĕсене, паян вĕсем никама та кирлĕ мар» - тенине епле хакламалла тата?» - палăртнă Анатолий Тимофеев.

Çапма пĕлмен пушă каялла пырса лекмĕ-и?

Ялта пурăнакан, саккунсене пĕлсех кайман ватă хĕрарăм хваттере 2012 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе парнеленĕ-и, пайта курас тĕллевлĕ çын хистенипе-и - çакă асăннă тĕслĕхре пĕлтерĕшлех те мар, мĕншĕн тесен Елизавета Кузьминичнăн еткерлĕхне йышăнма пултаракан çывăх çынсем иккĕн кăна: унăн пĕртен пĕр ывăлĕн ачисем Александр тата Анатолий.

Çакă çутă тĕнчене пурте хăнана кăна килетпĕр. Шутлă кунсем иртсен автансăр яла куçса ĕмĕрлĕх канăç тупатпăр. Леш тĕнчене каякана хваттер те, мул та кирлĕ мар. Пĕтĕм пуянлăх пурнăçа тăсакансем валли юлать. Çакна ăнланмасть-ши Анататолий Плотников? Ăçта васкать вăл, кĕçĕн мăнукĕн урисем хĕллехи сивĕре шăнасран каçсерен ăшă нуски çыхса куç вăйне пĕтернĕ, пенсин шутлă укçипе ăна валли пасарта çăматă туянса панă ватă асламăшĕн чунне мĕншĕн çунтарать, питне куллен куççульпе çутарать?

Плотников-кĕçĕннин çемйинче икĕ тĕпренчĕк çитĕнет. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен пысăк асламăшне пурăнмалли кĕтессĕр хăварас тĕллевпе тăвакан хăтланкаларăшсене вĕсем те ăша хывса ÿсеççĕ вĕт.

Валентина ИЛЬИНА.

Куславкка районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.