Амăшĕн укçипе
Амăшĕн капиталĕ çинчен калакан федераци саккунĕ ĕçе кĕнĕренпе пирĕн республикăра 750 çын ачисене патшалăх укçипе вĕрентес тĕллевпе заявлени çырнă.
Амăшĕн укçипе çемьери кирек хăш ачана та вĕрентме юрать (аслă шкулта е колледжра вĕренме пуçланă вăхăтра 25-рен аслă пулмалла мар çеç). Вăл укçапа вĕреннĕ тапхăрта общежитире пурăннăшăн тÿлеме те май пур – республикăра унашкал 9 заявление пăхса тухнă.
Вĕрентнĕшĕн тÿлеме амăшĕн пенси фондне капитал сертификачĕ, паспорт, вĕренÿ заведенийĕпе тунă килĕшÿ договорне тăратмалла. Килĕшÿре ача илекен специальноç вĕренÿ программине кĕнине кăтартни пулмалла. Çавăн пекех килĕшÿре тÿлев тапхăрне кăтартмалла.
2007 çултанпа Чăваш Республикинче амăшĕн капиталĕн сертификатне 53,8 пин çемье илнĕ. 2014 çулта амăшĕн укçи 429408 тенкĕпе танлашать.