Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче республикăри промышленноç производствин индексĕ 108,9% танлашнă. Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕ – 100,5% шайĕнче. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулталăк пуçламăшĕнчи икĕ уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çак тата ытти цифрăна экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин пĕлтерчĕ.
Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков та мероприятисене хутшăнчĕ.