Пĕр çын шăпи

25 Нарăс, 2016

Ĕçкĕç арăм нуша кăтартать

Мĕн чухлĕ хĕрарăм упăшки эрех-сăрапа айкашнăшăн тарăхса вăхăтсăр ватăлать, чире каять пулĕ? Кăвак пит-куçпа çÿрени, ачи-пăчине çавăтса килтен тухса тарни, хуçалăха хăйĕн хулпуççийĕ çинче сĕтĕрни... пит çинче йĕр хăвармасăр иртмеççĕ. Ĕçкĕçпе çыхланни - пурнăçа сая янипе танах.

11 Нарăс, 2016

«Усал шыççа парăнтаратăпах: сывалатăпах»

Онкологи диспансерне Инна капăр сараппан, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăнса, вăрăм хĕрлĕ çÿçне сапаласа пынă. Сăнĕ-пичĕ унăн йăл кулăпа çиçнĕ. «Эсир кама илсе килтĕр?» - ыйтнă Иннăран черет кĕтекен хĕрарăм. Йывăр диагноз пурнăç сĕткенне туртса илнине пула вăл халтан кайни палăрнă, унпа пĕрле упăшки, пĕртăванĕ ларнă.

28 Кăрлач, 2016

Ачисене каялла тавăрассишĕн эрех ĕçме пăрахнă

Эрех ĕçнине пула вăл чутах ачисемсĕр тăрса юлман. Ашшĕ-амăшĕн правине чакарнă хĕрарăмăн тăватă тĕпренчĕкне килĕнчен тата шкултан илсе тухса кайнă. Çав кунхине Ольга Леонтьева хăйĕн ĕçĕсемпе çÿренĕ. Таврăннă çĕре ачисем çук...

Тăванĕ патне ăсатнă

31 Раштав, 2015

Эрнере пилĕк хутчен мунча кĕрет

22 çул каялла пулса иртни çинчен Совинсен килĕнче калаçма юратмаççĕ. Пуйăсран тĕксе янă хыççăн 9-ти тĕпренчĕкĕ икĕ урасăр, сулахай аллисĕр юлнине никам та куççульсĕр каласа кăтартаймĕ, çавăнпа йывăр аса илÿсене чун тĕпĕнче пытарса упраççĕ вĕсем. Малалла вулас...

17 Раштав, 2015

Хăрах алăпа нуски те çыхать, шыв та йăтать

«Çăм арлаймастăп, чĕнтĕр çыхаймастăп», - терĕ хăнасене тарават кĕтсе илме пĕлекен Валентина Бурмистрова. Кĕнчеле те тытса ларĕччĕ вăл, çекĕлпе чĕнтĕрлĕ салфетка та çыхĕччĕ - ку ĕçсене тума пĕлет Валентина Моисеевна. Анчах… Хăрах алăллă вăл. 52 çул çапла пурăнать. Куншăн нихăçан та ÿпкелешмен. Шăпи çапла килсе тухнă - чăтнă, хăнăхнă та малалла пурăннă. Пĕр алăсăр юлсан чун тĕпренчĕкне юратни каялла чакма паман ăна.

"Ял-йыша култарман…"

Pages