Пĕр çын шăпи

3 Раштав, 2015

Амăшĕ тупса панă хĕрпе ĕмĕрлеймен

Ашшĕ 6 тата 7 çулсенчи хĕр пĕрчисене пĕчченех ÿстерни çинчен пĕлсен шутсăр хытă пăшăрхантăм. Мĕнле пурăнаççĕ-ши вĕсем? Ачасен çÿçне кам çивĕтлет? Кам çăвăнтарать? Кам пĕрле ларса урок тăвать?.. Нумай-нумай ыйту мана икĕ талăк канăç памарĕ, çĕрле ыйхă татсах тулли мар çемье çинчен шухăшларăм. Иртнĕ шăматкун, кану кунне пăхмасăрах, Шупашкар районĕнчи Явăша çитсе килтĕм.

26 Чÿк, 2015

Пилĕк ачапа юлсан та пуç усман

«Йывăр пурнăç йăвантарĕ, ула пурнăç улаттарĕ», - ваттисем пĕлмесĕр çапла каламан. Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарнине кура Турă ăна йывăрлăх ярса парать теççĕ халăхра. Элĕк районĕнчи Тури Хурасанта пурăнакан Виталий Филипповăн чăтăмлăхне те шăпа тĕрĕсленĕ тейĕн.

12 Чÿк, 2015

“Ачасем юнашар вылянăн туйăнать"

Çын шăпи мĕнрен килет? Пĕрисем пурнăçăн такăр сукмакĕпе утаççĕ, теприсен йывăрлăх хыççăн йывăрлăх тÿсме тивет. Çав самантсене епле чăтса ирттермелле? Пурнăçран чи çывăх та юратнă çынсем уйрăлсан малалла мĕнле утмалла?

17 Авăн, 2015

Икĕ ураллисем те ăна хăваласа çитеймеççĕ

6-ри Коля тирпейлÿçĕре ĕçлекен амăшĕ патне шкула кайма тухнă. Çул урлă каçнă чухне вăл КамАЗ айне лекнĕ. Çак хăрушă авари 1995 çулхи августра пулса иртнĕ. Тепĕр уйăхран 1-мĕш класа кайма ĕмĕтленнĕ арçын ача сылтăм урасăр тăрса юлнă.

3 Авăн, 2015

Пуян чунлă çынна тĕттĕмлĕх хăратаймĕ

45-ре чухне вăл сĕм-суккăр юлнă. "Паянхи кунпа пурăнсан, хамăра упрамасан çапла пулать вăл", - калаçăва пуçларĕ Муркаш районĕнчи Хунтăкасси ялĕнче кун кунлакан Вячеслав Пагеев. Вăл хăй çурнă вутта купалатчĕ. Суккăр çын пуртăпа ĕçлеме пултарать-и вара? Ку ыйту мана канăç памарĕ.

Pages