Пĕр çын шăпи

16 Нарăс, 2017

Ывăлĕн пурнăçне çеç çăлайман

«Пирĕн ялта питĕ интереслĕ çын — Алексей Иванов — пур. Шкулта уроксем ирттерет, çитĕнекен ăрăва темĕн çинчен те каласа кăтартать», — терĕç Куславкка районĕнчи Елчĕкре пурăнакансем. Пĕр тăхтамасăрах ватăсен çуртне çул тытрăмăр. 82 çулти Алексей Иванович кунта нумаях пулмасть лекнĕ.

9 Нарăс, 2017

«Мĕн пулнине каласан психбольницăран тухаймăн»

«Манран телейсĕр çын çĕр çинче пур-ши? Ыратман вырăн çук. Хаçат çырăнма та хăратăп: вилсе выртăп та çырăнни харама кайĕ», — терĕ Вăрмар районĕнчи Çÿлти Кинчер ялĕнче пурăнакан 77-ри Галина Смирнова. Мăнуксенчен чухăнни те пăшăрхантарать ăна: ара, ачи — 5, вĕсен тĕпренчĕкĕсем 3 çеç. Чи юратнă мăнукне, аслă хĕрĕн ывăлне, пытарма тивни вара унăн чунне ĕмĕрлĕхех амантнă.

8 Раштав, 2016

«Хальхи хĕрарăмсене чухăн арçын кирлĕ мар»

Корреспондентсем килессине пĕлсен Красноармейски районĕнчи Хусакассинчи Леня Григорьев кил хуçалăхĕнчи виçĕ енчи алăка питĕрессипе, никама та кĕртмессипе хăратнă. Анчах качча кайман хĕрсем çитессе систерсен кăмăлĕ çаврăннă: пĕччен пурăнакан арçын хапхине тĕкĕлеменччĕ, пÿрт алăкне питĕрменччĕ.

Арăмĕ тĕрмене хуптарнă

27 Юпа, 2016

Йывăр чухне те Турăран пулăшу ыйтман

Кĕçех иккĕмĕш пепкине çуратма хатĕрленекен Аньăран телейлĕрех хĕрарăм Çĕр çинче çук та пулĕ. Хĕвел пек çутă сăн-пит, кĕлте пек хулăн та вăрăм çӳç... Çак илеме куç ӳкерес мар тесе çепĕç саслă, йăваш чунлă Аня çине тĕсесе пăхма та шиклентĕм. Юратнă упăшка, чун тĕпренчĕкĕ Оксана, пысăк та хăтлă çурт... йăлтах пур унăн халĕ. Кам та кам, анчах 24-ри Аня çак телее курма тивĕçлех. Мĕн чухлĕ хуйхă тӳссе ирттермен-ши вăл? Малалла вулас...

 

29 Авăн, 2016

«Ывăлăм, шăнтнă пулă пек, юр айĕнче 3 эрне выртрĕ»

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте 49-ти Юрий Мешков çухални пирки амăшĕ полицие пĕлтернĕ. Юлташĕсемпе вăрман касма кайнă хыççăн арçын килне таврăнман. Клавдия Васильевнăн чунĕ ырă мара сиснĕ.

Pages