- Чăвашла верси
- Русская версия
Ывăлĕн пурнăçне çеç çăлайман
«Пирĕн ялта питĕ интереслĕ çын — Алексей Иванов — пур. Шкулта уроксем ирттерет, çитĕнекен ăрăва темĕн çинчен те каласа кăтартать», — терĕç Куславкка районĕнчи Елчĕкре пурăнакансем. Пĕр тăхтамасăрах ватăсен çуртне çул тытрăмăр. 82 çулти Алексей Иванович кунта нумаях пулмасть лекнĕ. Пире, корреспондентсене, курсан пичĕ йăл кулăпа çиçрĕ. «Эсир килни лайăх пулчĕ. Атту хам пырса пурнăçăм пирки каласа кăтартасшăнччĕ», — терĕ ватă.
Кăвапине пуртăпа каснă
— Эпĕ Пукрав умĕн çут тĕнчене килнĕ. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче пирĕн килте çĕрулми кăларнă, анне аптăраса ÿкнĕ. Ялта тухтăрсем пулман, Татьяна ятлă хĕрарăм фельдшерта ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнĕ вăл, ун патне кÿршĕ ялсенчен те пулăшу ыйтма килнĕ. Çак хĕрарăм аннене мунчара çураттарнă. Ун чухне хальхи пек кипке таврашĕ пулман. Мана асаннен пир кĕпипе чĕркенĕ. Кăвапана вара пуртăпа каснă. Ĕлĕк медицина лайăх аталанман, мĕнле пĕлнĕ — çапла стерилизаци тунă. Лайăххине ĕненсен, Турра кĕлтусан пуртă та чăн-чăн стериллĕ хатĕр пулаять, — пуçларĕ калаçăвне Çĕрпÿ районĕнчи Паваркассинче çуралса ÿснĕ Алексей Иванович.
Унăн амăшĕ 6 ачана кун çути парнеленĕ. Шел, иккĕшĕ пĕчĕккĕллех куçне хупнă. Алексей çемьере кĕтнĕ ача пулнă. Ашшĕпе амăшĕ ывăл çинчен ĕмĕтленнĕ, анчах умлăн-хыçлăн виçĕ хĕр килнĕ. 1934 çулта тинех ывăл çуралнă. Савăннипе çемье пуçĕ, чылай вăхăт чукун çул станцийĕнче кочегарта ĕçлесе укçа нумай пухнăскер, кÿршĕ ялти пĕр çурта туянса Паваркассине илсе килнĕ. Олешăн /Алексей Ивановича ялта çапла чĕннĕ/ ачалăхĕ лайăх иртнĕ. Анчах вăл ангинăпа час-часах чирленĕ. 7 çулта чухне вара ăна ревматизм аптăратма пуçланă. Ку амак халĕ те канăçсăрлантарать ватăскере: Алексей Иванович — II ушкăн инваличĕ.
— 1941 çулта манăн шкула каймаллаччĕ, анчах вăрçă пуçланчĕ. Эпĕ пĕлÿ çуртне кайма хатĕр марччĕ: сумка, тетрадь çукчĕ. Авăн уйăхĕ пуçлансан шкула пымаллине каларĕç. Ялта ача нумайччĕ. Пирĕн, сăмахран, улттă, кÿршĕсен тăхăр ачаччĕ. Класа вырнаçаймастăмăр, пÿлĕм çитместчĕ. Учитель те çукчĕ. Пире Чурачăкра 10 класс пĕтернĕ Мария ятлă хĕр 2 çула яхăн вĕрентрĕ, — ачалăхне аса илчĕ ватă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен унăн ашшĕ Совет-финн вăрçине хутшăннă. Алексей Иванович ашшĕпе Канаша çÿренине лайăх астăвать. Çывăх çынни ăна хулпуççи çине лартнă та вĕренме утнă. Пĕчĕк Олешкăна тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ илсе панă. Арçын ача ÿкерсе ларнă хушăра иртсе каякан пуйăссене сăнанă.
— Пирĕн ялти пĕр хĕрарăм Канашра ĕçлетчĕ. Вăл мана курмассерен: «Олеш, пуйăссем патне ан кай», — тетчĕ. Эпĕ питĕ шăхăрма юрататтăм. «Шăхăрма юрамасть. Укçа пулмасть тата шăлсем ÿкеççĕ», — асăрхаттаратчĕ вăл. Чăн та, шăлсем пĕтрĕç, халĕ протезпа çÿретĕп, — шÿтлерĕ Алексей Иванович. — Мĕн пытармалли: укçи те çукрах. Халĕ ав телевизор, антенна туянтăм.
1941 çулта ашшĕн фронта кайма ят тухнă. Унăн мăшăрĕ ачисемпе, кĕçĕнни çав çул çуралнă, хунямăшĕпе тăрса юлнă. Олешăн ашшĕ Беломорск хулинчи салтаксен складне лекнĕ. Хутла пĕлнĕскере вăрçă пĕтсен киле тÿрех яман. Вăл 1946 çулта чирлесе таврăннă. Алексей Иванович ялти çынсем лашапа 25 çухрăм парăнтарса ашшĕне илме кайнине аса илчĕ. «Темиçе кутамкка ăпăр-тапăр илсе килчĕ вăл», — çав саманта куç умне кăларчĕ ватă.
7-мĕш класа лайăх паллăсемпе пĕтерсен 14-ри Олеш Канашри фельдшерпа акушер шкулне вĕренме çул тытнă. Ăна унта тÿрех йышăннă. Вĕреннĕ вăхăтра экзаменсем тытнă, сочиненире йăнăш тусан кăларса яма та пултарнă.
— Унта 4 çул ăс пухрăм эпĕ. Пире вырăс чĕлхипе литературине Виктор Рзай вĕрентетчĕ. Вăл писатель пулнине пĕлмен эпĕ. Сăвăсене лайăх вĕренме тăрăшаттăм. Килтисене кансĕрлес мар тесе çырма хĕрринче ларакан мунчана кĕрсе лараттăм. Николай Евдокимов юптаруçă гинекологи предметне вĕрентетчĕ. Пурăна киле вĕсен хайлавĕсене вуласа тухрăм, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Тăван яла — чирлĕ тихапа
Олеш мĕншĕн врач профессине суйланă-ха? «Ку — сумлă ĕç. Тухтăр, Турă пекех, çынсене сиплет», — тенĕ ăна ашшĕ. Алексей Иванович фельдшер-акушер специальноçне алла илсен тÿрех ĕçе вырнаçнă. Пĕр вăхăт — Канаш районĕнчи Чарпуçра, унтан Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри больницăра ĕçленĕ вăл.
— Чурачăкри больницăра практикăра пулнă чухне хĕрарăмсене ача та çураттарнă эпĕ. Тĕп тухтăр мана ырă сăмахсемпе хавхалантаратчĕ, пурнăç пирки калаçатчĕ. «Вăрçă вăхăтĕнче укçа пулмасан та çынсем пурăннă. Пирĕн ялти чиркÿ тăрринчи вилнĕ кайăксене çинĕ тĕслĕхсем те пулнă», — тетчĕ. Хама мăнна хумасăр лайăх ĕçлеме сунатчĕ. Ун хыççăн эпĕ 18 çухрăмри пĕр яла ĕçлеме çÿрерĕм. Фельдшер пунктĕнче тăрăшма çăмăлах марччĕ. Пĕррехинче ялти конюх аптăраса ÿкрĕ. Выльăх пуссан какай нумай çинĕ те вар-хырăмĕ пăсăлнă. Кĕркуннеччĕ, çумăр витререн тăкнă пек çăватчĕ, лачакаччĕ, машина çукчĕ. Тÿрех район больницине шăнкăравларăм. «Диагноз паллă пулсан укол ту, клизма ларт», — терĕç мана. Эпĕ çынсемшĕн тухтăр вырăнĕнчех пулнă. Ман пата 3 ялтан пулăшу ыйтма килетчĕç. Нихăçан та пĕр вырăнта ларман эпĕ, аптечка йăтса килĕрен çÿреттĕм, хирте ĕçлекенсем патне каяттăм, — иртнине куç умне кăларчĕ ĕçе парăннăскер.
Пĕр çамрăк ÿпке чирĕпе аптăрасан фельдшера пушшех йывăр килнĕ. Ăна кашни 4 сехетре укол тума тивнĕ. Алексей Иванович çамрăка сыватас тесе урамра çил-тăман алхаснине пăхмасăр 4 çухрăмри яла ирхине те, çĕрле те утнă. Часах фельдшерăн хĕсмете кайма ят тухнă. Тăван ялне Олеш чирлĕ тиха илсе килнĕ. Ăна хăй ĕçленĕ ялти конюх сутнă. Салтака каяс умĕн Алексей Ивановичăн ашшĕ тихана пусса кăлпасси хатĕрленĕ, ăна ывăлне çул çине парса янă.
Чăваш каччи Ленинградри Кронштадта лекнĕ, çар тивĕçне карап çинче пурнăçланă. Ревматизмпа нушаланнăран ăна киле 1 çул маларах янă. Олеш тăван ялне мар, Хусана, медицина институтне, çул тытнă. Вăл фельдшерта ĕçленине пĕлсен ăна аслă пĕлÿ илме сĕннĕ.
— Тĕрĕссипе, института 1954 çултах, салтака кайиччен, вĕренме кĕресшĕнччĕ. Анчах экзаменра 1 балл çитмерĕ. Кайран ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕмех. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ Юлийăпа çемье çавăртăмăр. Вăл манран 1 курс маларах вĕренетчĕ. Мăшăрăмпа Тутар Республикинчи пĕр ялта практика тухрăмăр. Вăл — шăл тухтăрĕнче, эпĕ — хирурги уйрăмĕнче. Çемьеллĕ çамрăксем тесе пире Шупашкара направленипе ячĕç. Тăван тăрăха мăшăрăмпа, ывăлăмпа тата пĕр чăматанпа çитрĕмĕр, — малалла калаçрĕ 30 çула яхăн тухтăрта тăрăшнăскер.
Шупашкарта ăна 2 должноç — васкавлă медпулăшу тухтăрĕ тата рентгенолог — сĕннĕ. Алексей Иванов пĕрремĕшне суйланă. Машинăсем пулман чухне пациентсем патне лашапа çитни те пулнă. Пĕр çулхине унăн юн нумай çухатнă арçынна пулăшма тивнĕ. Туберкулезпа чирлĕскер Шупашкарта çырма хĕрринчи урамра пурăннă. Алексей Иванович çырма-çатра урлă каçса ăна машина патне илсе çитернĕ. Йывăр чирлĕ арçыннăн арăмĕ /вăл кĕнеке лавккинче ĕçленĕ/ упăшкине çăлнăшăн тав туса пĕтереймен. Çакăншăн тухтăра сутлăха килнĕ çĕнĕ кĕнекесем пирки систерсе тăнă.
«Хамăн алăрах куçне хупрĕ»
Алексей Иванович вун-вун çыннăн пурнăçне çăлнă. Анчах ывăлне çеç пулăшайман вăл. «Инкек ăнсăртран килет», — теççĕ. Вăл вĕсен алăкĕнчен кĕтмен çĕртен шакканă. Пĕр кунхине 6-мĕш класра вĕреннĕ ывăлĕ Володя киле çĕрле кĕнĕ. Хăй чĕп-чĕр юн. Ăна, отличник пулнăскере, те пĕрле вĕренекенсем, те юлташĕсем хĕненĕ.
— Питĕ пултаруллăччĕ вăл, картинăсем хитре ÿкеретчĕ, хулăн кĕнекесем вулама кăмăллатчĕ. Ăна тÿрех больницăна илсе кайрăмăр. Анчах пуçĕнчен хытă çапнăран Владимир кайран вăйлă аптăрама пуçларĕ. 27 çултах çĕре кĕчĕ, авланма, çемье ыррине курма ĕлкĕреймерĕ. Ывăлăм килте вырăнпа выртрĕ, талăкра 2 пачка пирус туртатчĕ. Çавна пула унăн хырăмĕ çĕрме тытăнчĕ. Операци тума тиврĕ. Ун хыççăн реанимацире выртрĕ вăл. Ÿпке шыççи аталанчĕ. Пире ун патне кĕртмерĕç. Хам тухтăр пулсан та врачсемпе калаçса татăлма май килмерĕ. Кайран ывăла киле илсе килтĕмĕр. Васкавлă медпулăшăва темиçе те чĕнме тиврĕ. Арăмпа иксĕмĕр черетпе пăхаттăмăр ăна. Пĕр кунхине Володя манăн алăра ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ, — йывăр вăхăта аса илме çăмăл пулмарĕ Алексей Ивановича. Ивановсен тепĕр икĕ ача — Светланăпа Петр — пулнă.
Алексей Иванович пенсие тухиччен тухтăрта ĕçленĕ. Хăйĕн хыççăн ырă ят хăварассишĕн чылай тăрăшнă вăл. Анчах шăпа ватăсен çуртне илсе çитерессине пĕлмен.
— Эрех ĕçмесен те, пирус туртмасан та çынна юрама çук. Тĕрĕссипе, мана нумай кирлĕ мар. Турăран паян пурăнмалăх çăкăр ыйтатăп та — çитет ку. Ниме те хапсăнмалла мар. Ватăсен çуртне лекнĕшĕн ÿкĕнместĕп. Кунта лайăх пăхаççĕ, кунне 4 хутчен апат çитереççĕ. Эпĕ тăван ялта 9 тăваткал метрлă çурт туяннăччĕ. Тухтăрта чылай çул ĕçлесен те кун пек пĕчĕк çурт çеç туянма пултарни мăшкăл пек туйăнчĕ. Ăна сутса Чурачăка пурăнма куçрăм. Пÿртре шыв, электричество кĕртрĕм. Çырма çывăхĕнче пурăнаттăм. Кÿршĕсем йывăрлăхра пăрахмарĕç. Хытах аптăраса ÿксен 5 витре шыв кÿрсе пачĕç. Ку кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулчĕ. Турă пулăшнăнах туйăнчĕ. Çак шывпа 5 уйăх пурăнтăм. Пĕлтĕр больницăра чылай сиплентĕм. Кайран кунти ватăсен çурчĕ пирки пĕлтĕм. Пенсин чылай пайне пурăннăшăн тÿлеме тивет. Юлнă укçапа халва, çу илсе хама савăнтаратăп, — чунне уçрĕ ырă кăмăллăскер. Алексей Иванович ватлăх кунĕсене мĕншĕн çемьепе, ачасемпе ирттерменнине каласшăн пулмарĕ. Хĕрĕн Светланăн ачи Гриша ун патне час-часах килнине савăнсах каларĕ.
Алексей Иванович телейлĕ-и? Çак ыйту тавра эпĕ чылай пуç ватрăм. Кайран вăл сывпуллашнă май каланă сăмахсене аса илтĕм те хуравне тупрăм. Алексей Иванович пурнăçра 2 япала çеç пĕлтерĕшлине асăнчĕ: юрату тата темĕн те пĕр пĕлме тăрăшни. «Арçынпа хĕрарăм юратăвĕ пирки çеç каламастăп. Çут çанталăка, хĕвеле, çăкăра, кĕнекесене юратмалла. Пурнăçра веçех хамăрăн тумалла. Ку — чи кирли», — терĕ ватăсен çуртĕнче хÿтлĕх тупнă çынсене юрласа-ташласа савăнтаракан Олеш.
Ирина КОШКИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас