Комментари хушас

17 Авăн, 2015

Икĕ ураллисем те ăна хăваласа çитеймеççĕ

6-ри Коля тирпейлÿçĕре ĕçлекен амăшĕ патне шкула кайма тухнă. Çул урлă каçнă чухне вăл КамАЗ айне лекнĕ. Çак хăрушă авари 1995 çулхи августра пулса иртнĕ. Тепĕр уйăхран 1-мĕш класа кайма ĕмĕтленнĕ арçын ача сылтăм урасăр тăрса юлнă.

расноармейски районĕнчи Кÿлçырмара пурăнакан Николай Данилов халĕ 27-ре. Бетон тиенĕ прицеп айĕнче выртса юлнине, ури пиçсе кайнине Коля халĕ те астăвать. Ăна Красноармейски районĕн тĕп больницине илсе çитернĕ. Кайран вăл тăнне çухатнă. Вăраннă çĕре - ури çук та ĕнтĕ.

Кольăн та урама тухас килнĕ. Ашшĕ ăна вĕçĕмех алă çинче йăтса çÿреймен, çавăнпа ачан хăйĕнех тапаçланма тивнĕ. Вăл костыльпе утма хăнăхнă. Хăрах урапа кăна çÿреме ансат мар, çапах вĕренме пулатех иккен. Костыль унăн сылтăм урине ылмаштарнă. Çавна май вăл хăйне ыттисенчен катăк туйман. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.