Ачисене каялла тавăрассишĕн эрех ĕçме пăрахнă
Эрех ĕçнине пула вăл чутах ачисемсĕр тăрса юлман. Ашшĕ-амăшĕн правине чакарнă хĕрарăмăн тăватă тĕпренчĕкне килĕнчен тата шкултан илсе тухса кайнă. Çав кунхине Ольга Леонтьева хăйĕн ĕçĕсемпе çÿренĕ. Таврăннă çĕре ачисем çук...
Тăванĕ патне ăсатнă
Ку 2012 çул вĕçĕнче Канаш районĕнчи Атнашра пулнă. Юпа уйăхĕнче Ольга упăшкине пытарнă. Арçынна ÿпке шыççи ураран ÿкернĕ. Больницăна вăхăтра кайнă тăк пневмони чирне сиплетчĕçех. Анчах васкавлă медпулăшăва кая юлса чĕннипе ачасен ашшĕне çăлса хăварма май килмен. Арăмĕ çул çитмен ултă ачипе пĕччен тăрса юлнă. Куляннипе эрех те ĕçнĕ, ачисене те йĕркеллĕ пăхайман, кил-çуртне те тирпейлеймен пулĕ... Мăшăрĕн 40 кунхине асăннă хыççăн нумай та вăхăт иртмен - ăнăçсăр çемьене опекăпа попечительство органĕнчен пырса кĕнĕ. Çав самантра пÿртре сивĕ пулнă Ÿкăмака юрăхсăра тухнă?, пĕр ачи шкула каймасăр теприне пăхнă... Условисем начаррине кура пĕчĕкреххисене Йĕпреç районне, Ольăн йăмăкĕ патне, ăсатнă. Аслисем, Маринăпа Сергей, килтех юлнă. Нумай ачаллă амăшĕ каланă тăрăх, çав кунхине вăл Канаша ĕçпе кайнă. Пÿрт пушанса юлнине ăнлансан амăшĕ ларса макăрнă. Анчах куççульпе инкеке сирейĕн-и? Ачасем кирлĕ тĕк - юсанмалла, тÿрĕ çул çине тăмалла. Юрать-ха, Света, Саша, Коля, Дима ача çуртĕнче мар, тăванĕ патĕнче кун кунланă. Унта вĕсене лайăх пăхнă, амăшĕ те пырса çÿренĕ.
Кодировка тунă
«Ашшĕ ĕçке ерсен - çур пÿрт, амăшĕ ĕçсен пĕтĕм çурт çунать», - тесе ахальтен каламан. Тухтăрсем те хĕрарăм алкоголизмĕ арçыннăнинчен хăрушăраххине çирĕплетеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ усал йăлине пăрахайманнине пула мĕн чухлĕ ача шар курать-ши? Кун-çул кăтартнă çыннисем чĕрĕ çĕртех вĕсем тăлăха çаврăнаççĕ, патшалăх хÿттинче е урăх çемьере çитĕнеççĕ. Оля Леонтьевăн тĕпренчĕкĕсене те çав шăпа кĕтме пултарнă. Анчах 6 ача амăшĕ «симĕс çĕленпе» кĕрешме тĕллев тытнă. «Капла пурăнма çук, йăлтах пĕтетĕп-иç...» - ахрат çырми хĕрринче тăнине ăнланса илнĕ хĕрарăм, Йĕпреçри нарколог патĕнче кодировка тума шухăшланă.
Эрехе парăнтарма çăмăл-и? Манăн шухăшпа, питĕ йывăр, çавăнпах ĕнтĕ хăш-пĕр хĕрарăм ачи-пăчи çинчен мансах «çуттине» кÿпет. Тĕрĕссипе, эрех ĕçнĕ хыççăн тÿрĕ çул çине тăнă амăшĕсене эпĕ пĕлместĕп те. Оля вара хăйне алла илме пултарнă. Акă мĕншĕн ун çинчен çырса кăтартма шухăшларăмăр. Виçĕ çул ытла ĕнтĕ вăл ăша пĕр грамм эрех-сăра ямасть. Кодировка вăхăчĕ иртнĕ пулин те организмĕ эрех ыйтмасть унăн. «Алла ÿлĕмрен черкке тытас марччĕ», - терĕ нумай ачаллă амăшĕ. Тÿрĕ çул çине тăнă хĕрарăма çулталăк çурăран пепкисене тавăрса панă. Çак тапхăрта вăл çур шалăвне ачисемшĕн алимент тÿлесе тăнă, юлнă укçи-тенкипе кил-çуртне хăтлăлатнă, кăмакипе тÿннĕ картисене юсаттарнă. Халĕ те Оля çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать: хуçалăха çĕклемелле, ачисене ура çине тăратмалла... «Эрех ĕçсе çÿреме-и унта? Мĕншĕн унччен те çапла шухăшламан-ши?» - тесе пĕрре мар ÿкĕннĕ вăл.
Ÿссен хуйхă та пысăкланать
Пурнăç урапине пĕччен туртмашкăн ăна пĕртте ансат мар. Хĕрарăм ялти фермăра вăй хурать: доярка та вăл, каçхи хуралçă та. Тепри ун вырăнĕнче ача пособине кĕтсе ларĕччĕ, ĕçлеме те тухмĕччĕ. Тăватă ывăлĕпе икĕ хĕрне ÿстерме укçа сахал мар кирлĕ. Хальлĕхе нихăшĕ те ура çине çирĕп тăрайман-ха. Ача пĕчĕк чухне - пĕчĕк хуйхă, çитĕнсен - пысăкки... Асли, 19-ти Марина, Канашра медколледжра вĕренет, кашни кун киле çÿрет. Тепĕр чухне ăна çул çине парса ямалăх та укçа юлмасть-мĕн. Иккĕмĕшĕ, Сергей, Канашри 16-мĕш училищĕре професси пĕлĕвĕ илнĕ. Анчах 17-ри йĕкĕте тем пулнă - тытнă та вĕренме пăрахнă. Канаш вокзалĕнче тÿлевсĕр вай-фай тет-и? Хулана çитсенех çавăнта кĕнĕ те ларнă - Интернетсăр пурăнайман вăл. Килти çĕмĕрĕлнĕ ноутбука амăшĕ юриех юсаттарасшăн мар. Телевизор пульчĕшĕн те вăрçăнакан ачасен капла пушшех те хирĕçмелли сăлтав тупăнасран хăрать вăл. Сергей халĕ Мускава шапаша кайнă. Çуллахи каникулта та вăл унта тар тăкнă, тумланмалăх укçа ĕçлесе илнĕ. Амăшĕ çамрăк шăм-шака йывăр ĕçпе пĕртте тертлентересшĕн мар. Анчах ывăлĕ унăн пăшăрханăвне шута хуман. Пĕр кунхине апат çитермесĕр ĕçлеттернине, сивĕ çĕрте çĕр каçнине пĕлсен амăшĕн миçе çÿç пĕрчи шуралчĕ-ши? Вĕреннĕ тĕк килтех пурăнĕччĕ, стипенди илĕччĕ, анчах каччă çăмăл çул шырамасть пулас... «Ашшĕ пурăннă тăк пĕрле ларса кулянăттăмăр», - чунне уçрĕ хĕрарăм. Сергейăн кĕçех салтака каймалла. Çарта ăна ăс кĕрессе шанать амăшĕ. Ольга Сергеевнăн тăватă ачи шкулта вĕренет, чи кĕçĕнни - пĕрремĕш класра. Анчах хĕрарăмăн кашни каç вĕсемпе çĕр каçма, килте çемçе вырăн çинче выртса тăма май çук. Хуралçăра ĕçлекенскер каçкÿлĕм фермăна тухса утать...
Хăвăрт шаннă чечек
Оля упăшкипе Николай Евграфовпа 16 çул хут уйăрттармасăрах пурăннă. Арçын амăшне итленипе пĕрлешме килĕшмен. Хунямăшĕ килĕ-çурчĕ кинне юласран шутсăр хăранă. Çапла Ольга туй кĕпи, венчет çĕрри тăхăнса курайман. Юрĕ-ха, ку, мĕнле калас, хырăм выççи мар.
Ольăпа Коля паллашнă чухне тавралăхра çуркунне хуçаланнă, çĕмĕрт çеçкене ларнă... Ял çыннисем çĕрулми лартнă чухне хĕр Атнаша амăшĕн пĕртăванĕ патне хăнана килнĕ. Пахчара халăхпа пĕрле ĕçлекен Николай ăна тÿрех куç хывнă. Хăйĕнчен вунă çул ытла кĕçĕн пикене каччă алăран вĕçертес темен. Ватă хусах хĕрĕн пуçне çавăрмалли сăмах калама пĕлнĕ ахăртнех, вăхăт нумаях та иртмен - мăшăр пĕрле пурăнма тытăннă. Оля çамрăклăхĕпе савăнса та юлайман, клуба та тухса курайман.
Хĕр ĕмĕрне ахальтен мар чечекпе танлаштарнă. Ырă çын патне лексен вăл çеçкине сарса илемĕпе савăнтарать, усаллин аллинче часах типсе хăрать. Ольăн шăпи иккĕмĕш тĕслĕхе çывăх. Кăвак пит-куçпа çÿрени, упăшкинчен хăранипе киле кĕрейменни унăн пурнăçĕнче пайтах пулнă. 6 ачана кун çути парнеленĕ арăмне хаклама пĕлмен арçын. Унран пĕр парне - халат - илнине çеç аса илчĕ Оля. Вилнĕ çын çинчен начаррине каламаççĕ те, куншăн çылăхĕ хамах пултăр...
Эрех-сăрапа туслашасси ăнсăртран пуçланман. Пирĕн килĕшÿллех мар йăла пур: пĕчĕк ĕç пурнăçласан та паллă тумалла, «çумалла»... Сысна çăмартине касни те, утă кĕртни те эрнелĕх ĕçке çаврăнаять сăмахран. Кайран йÿçĕ шĕвексĕр пурăнайманнине сиссе те юлаймастăн. Ольăн та çавăн пекех пулса тухнă. Ĕçкĕçсемпе туслашни те витĕм кÿнĕ. Вĕсем хĕрарăма тĕпсĕр авăра туртнă та туртнă...
Телей курĕ-ши?
Эрех ĕçме пăрахнă та - çын пулнă. Çакнашкал сăмахсене кодировка тунă кашни çыннах илтет-тĕр. Тен, йăнăшатăп та пулĕ, чăваш йĕркеллĕ пурăннăшăн кĕвĕçет пек туйăнать, йывăрлăха лекнĕшĕн вара савăнать. Оля та çакна сисмен мар. Çын сăмахĕ, ватăсем ăна ура айне тума хушсан та, унăн чунне ыраттарать. Халĕ хĕрарăма ăнланни, чăн-чăн туссем кирлĕ. Хăшĕ-пĕри мĕншĕн шута хумасть-ши çакна?
40-рен иртнĕ Оля пĕртте эрех ĕçсе пурăннă хĕрарăм евĕр курăнмасть: сăнран та аптăрамасть, кĕлетки те тăпăл-тăпăл, çыпăçуллă тумланнă... Ырринех курманскере çав тери телейлĕ тăвас килет. Вăл хăй те çурма тăлăх ÿснĕ, çити-çитми пурнăç мĕн тути каланине ачаранах пĕлет. Тен, малашлăхра ăнăçĕ? Ачисем йĕркеллĕ çын пулсан кăна вăл хăйне телейлĕ туйĕ.
Алина ИЗМАН.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.