Çухату

14 Çĕртме, 2018

Тăнăç пурнăçра виçĕ ывăлне пытарнă

Пĕр эрне каялла ывăлне Игоре пытарнă ашшĕ-амăшне пырса чăрмантарма аван марччĕ пулин те Шупашкар районĕнчи Сархурăнти Поручиковсем патне çитсе килтĕмĕр. Игорь Валерьевич пирĕн ĕçтешчĕ, чылай çул пичетпе телекуравра вăй хучĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн «Ар» хаçачĕн редакторĕ пулнă. Юлашки вăхăтра ЧР Ĕçлев министерствин пĕрлештернĕ профсоюз организацийĕн председателĕнче ĕçлерĕ.

28 Авăн, 2017

«Кăшт савăнсассăн та - йĕрсе кулатăп...»

Чăваш литературинче тепĕр пысăк çухату — авăн уй-ăхĕн пуçламăшĕнче чăваш халăхĕн паллă поэчĕ, прозаикĕ, публицисчĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, СССР Писательсен союзĕн пайташĕ Энтип Ваççи /Антипов Василий Иванович/ пурнăçран уй-рăлса

23 Ака, 2017

Геннадий Большаков артист вилнĕ

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пысăк çухату тÿснĕ - чăваш сценин хальхи вăхăтри çутă çăлтăрĕсенчен пĕри, куракансен юратакан артисчĕ Геннадий Большаков вилнĕ.

20 Юпа, 2016

Нуша куракансене пулăшма Украинăна кайнă

Шăтăк чавнă кĕреçесем кил картишĕнчех тăратчĕç. Ашшĕ-амăшĕн хуйха пула пуçĕ усăннă, калаçма вăйĕ çук. Сĕтел çинче Димăн сăнӳкерчĕкĕ умĕнче лампада çунать. Асламăшĕн аллинче — Турă кĕнеки...

28 Çĕртме, 2016

Пурнăç çулĕпе тан утнă

Ĕнер Демьян Филиппович Семенова юлашки çула ăсатма обществăпа политика деятелĕсем, ентешĕсем, вăл пулăшнипе пурнăç çулĕ çине тухма пултарнă тата малашлăх сукмакне ăнтăлуллăн такăрлакан хаçатçăсем, çывăх тусĕ-юлташĕ хурлăхлă митинга пухăнчĕç.

Pages