Çухату

24 Авăн, 2015

Виктор халĕ те çарта пек...

Ывăлне пытарнăранпа çур çул иртнĕ пулин те Валерий Михайлов хура кĕпине халĕ те хывман. Ăна ăнланма пулать - хăвăн ачуна çухатнинчен пысăкрах хуйхă çук та пуль. «Викторпа иксĕмĕр хушăра темĕнле çыхăну пурччĕ, иксĕмĕре темĕнле вăй пĕр-пĕрин патне туртатчĕ. Килшĕн тăрăшаканскерччĕ.

16 Утă, 2015

“Утса çÿрекен хĕрĕмĕре сивĕ тăпрапа хупларăмăр”

Каçарăр та, çак йĕркесене куççульсĕр çыраймастăп... Ку çухату ытла та йывăр пулчĕ маншăн. Кĕтмен çĕртен пĕлтернĕ усал хыпар чĕрене çурмаран пайларĕ. Нихăçанхинчен ытла хĕртсе пăхакан çурхи хĕвел те куççульпе уласа йĕнĕ пек туйăнчĕ. 2015 çулхи май уйăхĕн 27-мĕшĕ...

Pages