Çухату

5 Çу, 2016

Арăмĕпе ывăлне тăлăха хăварнă

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Бор хулинче инкек пулнă. Коммунистсен урамĕнче çĕкленекен 12 хутлă çуртăн иккĕмĕш хутĕнче взрыв кĕрленĕ. Малтанхи версие ĕненес тĕк, дизель компрессорĕ сирпĕннĕ. Унăн çумĕнче икĕ газ баллонĕ пулнă. Инкекре тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тепĕр тăваттăшне, йывăр суранланнăскерсене, больницăна ăсатнă. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче больницăра тепĕр çын вилнĕ. Бригадăра 20-40 çулсенчи арçынсем ĕçлени паллă. Хур курнисен йышĕнче Чăваш Ен çыннисем те пур. Ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ следовательсем ăна тĕпчеççĕ.

7 Ака, 2016

«Кристина амăшĕн вил тăпри çине килесшĕнччĕ»

  Ырă кăмăллăччĕ, кирек кама та яланах пулăшма хатĕрччĕ, кашни куна йăл кулăпа кĕтсе илетчĕ... Кристина Таренко тăванĕсен, юлташĕсен асĕнче çапла çырăнса юлнă. Шел, çакна иртнĕ вăхăтра калама тивет. "Вăл хурлăх мĕнне пĕлместчĕ" , — терĕ унăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Диана. Кашни пулăмра лайăххине шырама хăнăхнă пикен пурнăçĕ, шел, ырăпа вĕçленмен. Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче, çурхи илемлĕ кун, Кристинăн кун-çулĕ ăнсăртран татăлнă.
24 Пуш, 2016

Тупăкри шăллĕне тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме шантарнă

  Пушăн 9-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕ çывăхĕнче васкавлă медпулăшу машини çул хĕрринче выртакан çынна асăрханă. Сывламан йĕкĕте Çĕмĕрле больницин реанимаци уйрăмне илсе çитернĕ. Тухтăрсем унăн пуç мими вилнине палăртнă, пурнăçне искусствăллă майпа тытса тăнă. Анчах 30-ти Александр Алех ина çăлса хăварма май килмен: ăна пушăн 13-мĕшĕнче, Аслă типпе кĕрес умĕнхи вырсарникун, пытарнă.
8 Юпа, 2015

Пысăк çăлтăр янкăр çутатрĕ те сÿнчĕ - ăна пурте курса юлчĕç

Çамрăксен театрĕн репертуарĕнчи чи вăйлă постановкăсенчен пĕринчи - "Тăм тивнĕ чечексем" спектакльти - Олешкăна курма темиçе хут та кайрăм. Арçын ача рольне вылякан Ольга Почалкина сăнара тĕлĕнмелле ĕнентерÿллĕн калăпласа кашнинчех куççульлентеретчĕ мана. Мана кăна-и?

Pages