Комментари хушас

24 Пуш, 2016

Тупăкри шăллĕне тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме шантарнă

  Пушăн 9-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕ çывăхĕнче васкавлă медпулăшу машини çул хĕрринче выртакан çынна асăрханă. Сывламан йĕкĕте Çĕмĕрле больницин реанимаци уйрăмне илсе çитернĕ. Тухтăрсем унăн пуç мими вилнине палăртнă, пурнăçне искусствăллă майпа тытса тăнă. Анчах 30-ти Александр Алех ина çăлса хăварма май килмен: ăна пушăн 13-мĕшĕнче, Аслă типпе кĕрес умĕнхи вырсарникун, пытарнă.

Пĕрре çапнине йышăннă

Çĕмĕрлере юрату виçкĕтеслĕхĕ çинчен илтмен çын юлман-тăр: Саша качча кайнă хĕрарăмпа Таньăпа явăçнине соцсетьри тĕрлĕ ушкăнра сÿтсе яваççĕ. Кĕвĕç упăшки арăмĕн еркĕнне хĕнесе вĕлернĕ имĕш. Айăпланакан Н.-ăн халĕ ирĕк ыйтмасăр килтен тухса çÿреме юрамасть. Арестличчен вăл полицие хăй ирĕкĕпе пынă, Сашăна пĕр хутчен çапнине йышăннă, каччă хăй пуçĕпе çĕре ÿксе пуç мими вилмеллех суранланнă имĕш. РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн пресс-служби: «Лару-тăрăва тĕпчеççĕ, айăпланакан тĕлĕшпе ĕçлеççĕ», — тенисĕр пуçне нимех те пĕлтермерĕ.

Н.-на çăмăл статьяпа айăплани, ăна ирĕкре хăварни Сашăн ашшĕ-амăшĕпе çывăх тăванĕсен пуçĕнче ниепле те шăнăçаймасть. Массăллă информаци хатĕрĕсем пулăшнипе Алехинсем тĕрĕслĕх шыраççĕ. Саша вилĕмĕшĕн айăпланакан арçынна шалти ĕçсен тытăмĕнчи пĕлĕшĕсем хÿтĕлеççĕ-мĕн.

«Эпир Мускава РФ ШĔМне, прокуратурăна, следстви комитетне çыру ятăмăр, мĕншĕн тесен кунтисене шанмастпăр. Пирĕнпе мĕн пулса иртни — хăрушă, кунашкаллине эпĕ ниçта та курман. Пĕчĕк хулара пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, хÿтĕлеççĕ. Кунта тĕрĕслĕх тупма çук», — ăнлантарчĕ Сашăн аппăшĕ Светлана.

«Анне хăйне питĕ япăх туять: çывăраймасть, çиеймест. Чĕри хавшак унăн, эмелпе кăна сывлăхне çирĕплетсе тăрать. Васкавлă медпулăшу темиçе хут та чĕнме тиврĕ, тухтăрсем пулăшнипе кăна аннене лăплантаратпăр. Çитменнине, следователь айван ыйтусемпе чунне пăлхатать. Анне йĕме тапрансан каллех тухтăр кирлĕ...

Эпĕ Норильскра пурăнатăп. Пирĕн патра ун чухне каçхи çичĕ сехет иртнĕччĕ, шăпах ĕçрен таврăннăччĕ. Анне Сашăпа инкек пулнине, ăна реанимацие илсе кайнине шăнкăравласа пĕлтерсен пĕр тăхтамасăр самолета ларса çула тухрăм. Шăллăмăн пуç мими вилни çинчен илтсен тÿрех Мускаври клиникăсемпе çыхăнтăм. Вĕсем Сашăна йышăнма килĕшрĕç, шанăç пачĕç. Темĕнле тĕлĕнтермĕш те пулать-çке: сусăра çаврăнсан та чи пĕлтерĕшли — вăл сывă пулни, анне ăна пăхатчех. Анчах Саша эпĕ çитиччен чăтайман. Аэропортра, вĕçсе килни çинчен пĕлтерме анне патне шăнкăравласан, шăллăм вилнине хыпарларĕç. Эпĕ киле унăн тупăкĕпе çитрĕм...» — хурлăхлă асаилĕвĕсемпе пайланчĕ 34-ри Светлана.

Килтен чĕнсе кăларнă та...

«Пушăн 9-мĕшĕнче ирхине Александр Алехина ачаранпа туслă ÿснĕ юлташĕ Игорь Назаров шăнкăравласа урама чĕнсе кăларнă. «Анне, эпĕ часах кĕретĕп», — амăшне çапла каласа хăварнă Саша. Хăй вара... таврăнайман. Ăна тусĕ çуртран инçех мар ларакан çăмăл машина патнелле ертсе кайнă. Салонта улттăн пулнă, вăл шутра — Сашăн еркĕнĕн упăшки те. «Калаçмалли пур», — тесе йĕкĕте салона вăйпах кĕртсе лартнă та машинăна хускатса Турхан еннелле вĕçтернĕ. Игорь хуларах анса юлнă. Çакăн хыççăн ăна «тус» теме чĕлхе те çаврăнмасть-ха. Вăл Сашăна хурахсен аллине панă, хăрушлăхра пĕччен пăрахса хăварнă», — калаçăва тăсрĕ Светлана.

Çĕмĕрле хулин больницин тĕп тухтăрĕ пĕлтернĕ тăрăх, васкавлă медпулăшу машинине ятарласа никам та чĕнмен. Çул хĕрринче выртакан яша ăнсăртран асăрханă вăл. «Сашăн чĕри икĕ хутчен чарăннă, ăна тухтăрсем пĕрех ĕçлеттернĕ, пушăн 12-мĕшĕнче вăл тапма пăрахнă. Аннене реанимацие ун патне пĕр хутчен кăна кĕртнĕ. Эпĕ следователь патĕнче упранакан сăнÿкерчĕксене куртăм: Сашăн кĕлетки çинче кăвак вырăн нумайччĕ. Тин кăна леш тĕнчене ăсаннă çын çав териех кăвакарма пултараймастех. Тен, Саша маларах вилнĕ, тухтăрсем пире суя шанăçпа хавхалантарнă?

Турхан ялĕ тĕлĕнче Сашăна пăрахса хăварнине кам та пулин курнă тăк пĕлтерме ыйтса инкек хыççăнах анне соцсетьре çырчĕ, анчах никам та шăнкăравламарĕ. Сашăн янах шăмми хуçăлнă, тути çурăк, пуç тÿпинче — мăкăль, хăлхи кăвак. Пĕрре çапнипех çак вырăнсенчен амантма, çынна сывлайми тума пулать-и вара? Н. ăнлантарса çырни чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Н.-на йывăр статьяпа айăплама сăлтав çук тесе суд йышăну кăларчĕ. Саша вилчĕ, Н. ăна хĕненине йышăннă — тата мĕнле сăлтав кирлĕ-ха? Н. хăйĕн юлташĕсене малтан эрех ĕçтерсе ÿсĕртни те паллă. Вĕсем çынна вăрласа кайнă-çке! Анчах ку ĕçе ушкăнпа тунă преступлени пек хакласшăн мар. «Эпир Сашăпа пĕрерĕн калаçнă», — тесе ĕнентереççĕ лешĕсем. Мĕншĕн ăна хула тулашне илсе кайнă-ха? Çĕмĕрлере калаçма вырăн сахал-им? Н. Сашăна вĕлерессипе пĕрре кăна хăратман: ытти чухне атте ăна килтен тухса кайма чарнă, хальхинче вара анне çеç пулнă», — чунне уçрĕ Светлана.

Алехинсем вун-вун ыйтăвăн хуравне тупай­маççĕ. Сăмахран, тухтăрсем хĕнесе пĕтернĕ çынна больницăна илсе килнине полицие пĕлтерсен йĕрке хуралçисем мĕншĕн килсе те курман? Сашăн юнланнă тумтирне экспертизăна парас вырăнне амăшне тыттарнă. Вăл ăна çунă, якатнă. Шухăшлаттаракан тепĕр ыйту та пур: йĕркепе килĕшÿллĕн, пациент вилнине тăванĕсене тухтăрăн пĕлтермелле. Анчах Анисья Абдулхаевна йывăр хыпара йăмăкĕнчен илтнĕ, ăна вара кун пирки больницăра ĕçлекен пĕлĕшĕ каланă... «Следователь уçăмлăн нимĕн те шарламасть. Сашăн телефонĕ çĕнĕ йышши, блокировка çинче пулнă май ăна çутаймарăмăр. Халĕ вăл специалистсенче. Сашăн медицина хучĕсене илсе никама та пăхăнман экспертсене кăтартасшăнччĕ, анчах моргра мана хирĕçлерĕç. Ниçта та уççи-хуппи çук. Анне калашле, пур çĕрте те, çил арманĕ пек, пуш сăмах кăна çавăрттараççĕ. Çынна вĕлерекен те, ăна пулăшаканĕсем те чип-чиперех ирĕкре çÿреççĕ. Халĕ Н. Сашăнах айăпласшăн, вăл хăй ăна хĕненĕ имĕш», — каласа кăтартрĕ Светлана Валерьевна.

«Тĕллевĕ пысăкчĕ»

Алехинсен çемйи Норильскра нумай çул пурăннă, Сашăпа Светлана та унта çуралса ÿснĕ. Амăшĕ вилнĕ хыççăн Анисья Абдулхаевнăпа Валерий Анатольевич тăван тăрăха, Çĕмĕрлене, таврăннă.

Шахтер профессине алла илнĕ Александр юлашки çулсенче Санкт-Петербургра метрора ĕçленĕ, çак хуларах пурăннă. 30 çулти йĕкĕт пĕртте авланман. Саша Чăваша час-часах çÿренĕ. Кăçалхи кăрлач вĕçĕнче вăл ашшĕ-амăшĕ патне пуçĕпех куçса килнĕ, кунта ĕçе вырнаçма ĕмĕтленнĕ.

«Питĕ ырă кăмăллăччĕ, лăпкă каччăччĕ, сăн-питĕнче яланах йăл кулă çиçетчĕ унăн. Вăл — аннен ывăлĕччĕ, эпĕ вара аттене хывнă. Сашăн пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине пĕлсе тăраттăм. Вăл пуçа çухатасла юратнине астумастăп та, салтака кайиччен савни пурччĕ-ха унăн. Малашлăхри тĕллевĕсем пысăкчĕ: аттепе иккĕшĕ çурта пысăклатма палăртнăччĕ. Алли пур ĕç çумне те çыпăçатчĕ. Кăçал çулла отпускра эпир аннепе тата хĕрĕмпе тинĕс хĕррине канма каясшăнччĕ, килти арçынсем çуртра юсав ирттерме калаçса татăлнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ нимĕн те кирлĕ мар... Аннем: «Чĕреме тăпăлтарчĕç, вăл çук манăн», — тесе йĕрет. Кашни кун Сашăн вилтăпри çине каятпăр. Унта 40 кунсăр çÿреме юраманнине пĕлетпĕр-ха, анчах кунта çеç чун канать. Шăллăм йытăсене питĕ юрататчĕ. Çав тери питбуль тытасшăнччĕ вăл. Килте болонка усраççĕ. Шăллăм ăна тăрлавсăрришĕн, ниепле те йĕркелĕхе хăнăхайманшăн ятлатчĕ. Чĕрчун анне патне унччен вуçех пымастчĕ, халĕ вара ун çумĕнчен каймасть. Саша вилнĕшĕн пĕрле хурланаççĕ тейĕн...» — Светлана каланине çÿçенсе итлерĕм.

Мĕншĕн куçа-куçăн мар?

«Эпир пĕчĕк çынсем, пулăшакан «куккасем» çук пирĕн. Ăçта каймаллине, мĕн тумаллине пĕлместпĕр. Пĕрремĕш каналти «Пусть говорят» кăларăм ĕçченĕсем пире хăйсемех шыраса тупрĕç, пулăшма шантарчĕç, федераци тепĕр каналĕпе те çыхăнасшăн. Анне хăйне лайăхрах туйма пуçласса кĕтетпĕр, хальлĕхе калаçма вăйĕ çук унăн. Тен, пирĕн тĕле лайăх ваккат тупăнĕ? Шухăшласан, пире мар, айăпланакана кирлĕ вăл, анчах прокуратура хÿтĕлемесен хамăрăн тăрăшма тивет. Эпир кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сăтăр кÿнĕшĕн укçана хапсăнмастпăр, пирĕншĕн тĕрĕслĕх çеç пĕлтерĕшлĕ.

Куçа-куçăн калаçма Саша нихăçан та хирĕç марччĕ, хăравçă та, вăйсăр та пулман вăл. Иккĕн тытăçса ÿксен те маххă памĕччĕ. Анчах Н. хăйне арçын пек тытман, «хÿрешкисене» пĕр ушкăн пуçтарса килнĕ. Анне халĕ: «Ывăлăма мĕншĕн килтен кăларса ятăм-ши?» — тесе хăйне айăплать, Сашăн çи-пуçне алăран ямасть...» — калаçрĕ те калаçрĕ пысăк çухату тÿснĕ хĕрарăм.

Анисья Алехинăна тăванĕсем пĕр минутлăха та пĕччен хăвармаççĕ, аппăшĕ-йăмăкĕ черетпе пăхать. Света Норильска таврăннă. «Киле çитсенех чун каничченех макăрăп. Аннене хурлантарас мар тесе ун умĕнче йĕмесĕр тÿсрĕм, йăлтах шалта тытрăм... Экспертсен пĕтĕмлетĕвне кĕтетпĕр. Кайран, документсене алла илсен, хамăр тĕпчев пуçлăпăр. Таня пирки нимĕн те калаймăп: эпĕ ăна курман, калаçман, майлă та, хирĕç те пĕр сăмах та шарлаймăп. Тĕрĕссипе, унпа тĕл пулма хатĕр мар-ха хальлĕхе», — Сашăн еркĕнĕпе кăсăклансан çапла хуравларĕ Света.

Сас-хура тăрăх, Таня упăшкинчен уйрăм, хăйĕн ашшĕ-амăшĕ патĕнче, пурăннă. Кăра та кĕвĕç чунлă Н. арăмне те хĕненĕ-мĕн. Саша çемьеллĕ хĕрарăмпа çулталăка яхăн тĕл пулнă. Вĕсен хушшинче чăн-чăн юрату çуралнă-и, çук-и — калама пултараймастпăр. Анчах Таня Сашăна пытарма килмен, унăн вилĕмĕшĕн тăванĕсенчен каçару ыйтман. Вĕсен хутшăнăвĕ пирки Сашăн амăшĕ каласа кăтартĕччĕ тен. Анчах хальлĕхе Анисья Абдулхаевнăна пăлхатма юрамасть.

Светлана тупăк умĕнче Сашăна вилĕмĕшĕн айăплисене явап тыттармашкăн кĕрешме шантарнă. Çирĕп чунлă аппăшĕ лартнă тĕллеве пурнăçламасăр лăпланаймĕ. Тĕрĕслĕх тăрă шыв çине тухасса унпа пĕрле эпир те шанатпăр. Саккуна улталама тÿр килсен те Турă судĕнчен никам та тарса ÿкеймĕ, ун чухне нимĕнле «куккасем» те çăлса хăвараймĕç.

Алина ИЗМАН.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.