Виктор халĕ те çарта пек...
Ывăлне пытарнăранпа çур çул иртнĕ пулин те Валерий Михайлов хура кĕпине халĕ те хывман. Ăна ăнланма пулать - хăвăн ачуна çухатнинчен пысăкрах хуйхă çук та пуль. «Викторпа иксĕмĕр хушăра темĕнле çыхăну пурччĕ, иксĕмĕре темĕнле вăй пĕр-пĕрин патне туртатчĕ. Килшĕн тăрăшаканскерччĕ. Çÿллĕ те яштака, çирĕп те вăйлă, сăпайлă та лăпкă арçынччĕ...» - аслă ывăлне аса илсе калаçрĕ ашшĕ. Контракт мелĕпе çарта тăнă Виктор Михайлов кăçалхи февраль уйăхĕнче тăван тăрăхне, Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассине, цинк тупăкра таврăннă.
Ывăл çуралнине курайман
Лайăх çынсен кун-çулĕ темшĕн кĕскерех пек туйăнать, леш тĕнчене ырă чунлисем ытларах ăсанаççĕ. Çак тĕрĕсмарлăхпа ниепле те килĕшес килмест. Мĕншĕн шăпах вăл? Мĕншĕн ытла та ир? Вилĕм хăçан çитессе пĕлеймесĕр «Турри çапла çырнă пуль» тетпĕр, анчах çурăлса тухасла йĕрекен чунăмăра çакă çырлахтарĕ-и? Викторăн та пурăнмаллаччĕ. Çулла ывăлĕ çут тĕнчене килнине курмаллаччĕ. Арăмĕ ача кĕтнĕ унăн. Виктор вăл çураласса тем пекех ĕмĕтленнĕ. Юратнă хĕрарăм парнеленĕ тĕпренчĕке тытса курасси мĕнешкел телей-çке вăл. Акă çар тивĕçне пурнăçлама тухса кайичченхи сăнÿкерчĕк: Виктор Александрăна хырăмĕнчен чуптуса пепкипе сывпуллашать. Çук, кураймарĕ ашшĕ ывăлĕ çари! çухăрса тĕнчене килнине. 27 çултискер хĕллехи кун çĕр айне кĕрсе выртрĕ, пысăк хырăмлă арăмĕ унăн тупăкĕ çине сивĕ тăпра ывăтрĕ...
Спорт вĕсенчен çын тунă
Виктор пурнăçа юратнă, мĕн ачаранпах хăйĕнче чăн-чăн арçыннăн паха енĕсене туптанă. Шăллĕпе Славăпа вĕсем йĕкĕреш пек ÿснĕ, çипуçне те пĕрешкеллине туянса пама ыйтнă. Ÿсĕм уйрăмлăхĕ те - çулталăк ытла кăна. Раисăпа Валерий Михайловсем ывăлĕсем туслă çитĕннĕшĕн, хуçалăхра пулăшма тытăннăшăн хĕпĕртесе пĕтереймен пулĕ. Теприсен ывăлĕсем харсăрланма, çапăçма тытăнсан чараймаççĕ. Викторпа Слава вара хăр-хар туса курман, ашшĕ-амăшне çур сăмахранах итленĕ. Пушă вăхăт пулманпа пĕрех вĕсен, ĕç тупсах тăнă. Ачаранпа спортпа туслашнăскерсем шкула кайиччен кашни кун - юр çăвать-и, çил-тăман алхасать-и - 3-4 çухрăм уйра чупса çаврăннă, хăнăхтарусем пурнăçланă. Ял çыннисем вĕсене курсан тĕлĕннĕ. Ара, вĕсен ачисем ăшă вырăн çинче хуп турттараççĕ-çке. Амăшĕ Раиса Владиславовна ывăлĕсене иркÿлĕм вăратма шелленĕ те... Анчах пĕр хăнăхнă йăларан пĕрех пистермен. Спорт вĕсен ачисенчен çын тунă-çке. Çапла Викторпа Слава тĕрлĕ шайра иртекен ăмăртусенче ялан тенĕ пекех малти вырăнсене йышăнса таврăннă. Кайран кире пуканĕпе туслашнă, Альфред Пимуллин тренер патне çÿренĕ.
Михайловсен ачисем аслă классенче Тăвай шкулне куçнă, профиль енĕпе класс суйланă. Урока кайиччен хул-çурăма пиçĕхтерес йăлана пĕрех тытса пынă. «Çăвăннă хыççăн ачасене чей ĕçтерсе кăларса яраттăм», - аса илчĕ ашшĕ. Вĕсене вăл йăлтах - чунне, юратăвне - панă-çке, вĕсемшĕн пурăннă, çитĕнĕвĕсемпе хăпартланнă. Валерий Григорьевич ун чухне район администрацийĕнче ĕçленĕ. Вăл хăй те вăрăм дистанцие чупас енĕпе спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Кăсăкланăвне ывăлĕсемпе пайланă вăл. Арçын ачасем ашшĕпе пĕрле сунара çÿреме юратнă.
Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ
Аттестат илнĕ хыççăн каччăсен умĕнче «Ăçта вĕренме каяс?» ыйту тăман. Виктор Хусанти аслă çар училищине çул тытнă. Тепĕр çул шкула медальпе вĕçленĕ шăллĕ çавăнтах пынă. Пиччĕшĕпе шăллĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен профессине суйланă. Ку вĕсемшĕн чун ыйтнине çаврăннă, арçын тивĕçне пурнăçланипе танлашнă. Училищĕре вĕреннĕ хушăрах пиччĕшĕпе шăллĕ Шупашкарти аслă шкулта та куçăн мар майпа пĕлÿ илнĕ, пурнăçра кирлĕ специальноçсене - юрист тата экономист - алла илнĕ.
«Пурăнас тесе тăрăшатчĕ, вилме шухăшламан вăл. Çар çыннисене пулăшакан программăпа усă курса Шупашкарта хваттер те илчĕ. Чаплине, Атăл хĕрринче вырнаçнине...» - палăртрĕ хуйхăпа пусăрăннă ашшĕ.
Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Виктор Ленинград облаçĕнчи Каменкăри çар чаçне лекнĕ. Тепĕр çулхине шăллĕ те кунта килессе шаннă. Мĕн ачаранах вĕсем пĕрле-çке. Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухакан офицерсен службăра хăш вырăнта тăрассине суйлама ирĕк пур-мĕн. Слава училищĕне шĕкĕр «пиллĕкпе» пĕтернĕ пулин те хăй ĕмĕтленнĕ пек пулман, пиччĕшĕпе çулĕсем юпленнĕ. Çапах вĕсем иккĕшĕ те Украинăри Крым кампанине хутшăнса «Крыма тавăрнăшăн» медале тивĕçнĕ. Сăмах май, 26-ри Вячеслав Михайлов 5 çулта РФ Оборона министерствин 8 медальне илнĕ. Халĕ вăл мотопехота командирĕ, Казахстанри çар вĕрентĕвĕсене хутшăнать.
Генерал унпа кăна çÿренĕ
Виктор Михайлов çĕнĕ йышши çар техникине лайăх ăнкарнă, квалификацие ÿстерсех пынă, генерал та ăна хисепленĕ, унăн танкĕнче ларса çÿренĕ.
«Хĕрÿ точкăра» Виктор пĕрремĕш хут пулман ĕнтĕ. Пĕлтĕр вăл Çурçĕр Кавказра çар тивĕçне пурнăçланă.
2015 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче Çĕнĕ Пуянкассине хурлăхлă хыпар çитнĕ, ашшĕ-амăшĕ патне Славик шăнкăравланă, 10 кун каялла Виктор вилнĕ-мĕн, Украинăри Ростов облаçĕнчи «хĕрÿ точкăра» пулнă вăл. Славик пиччĕшне палласа илме Ростоври госпитале тухса кайнă. «Вилмен те пулĕ, тен, вăл мар?» - ывăлĕн çар чаçне кайма тухнă ашшĕ-амăшĕ çул тăршшĕпех иккĕленнĕ.
54096-мĕш çар чаçĕн аслă лейтенанчĕ Виктор Михайлов 2015 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 9-мĕшĕччен ятарлă çар заданине пурнăçланă. 14 сехет те 30 минутра вăл аманнă, йывăр сурансене пула тÿрех вилнĕ. Юлташĕсем каласа панă тăрăх, Виктор тусĕпе Мунир Сунгатуллинпа аманнă юлташне çар машининчен хăтарма тăнă, техникăн башни хĕсĕнсе ларнипе ăна часах илсе тухма май килмен. Çав самантра миномет пĕр самант та шатăртатма чарăнман...
«Чылай нушаланман хăть, тÿрех вилнĕ», - ывăлĕн паттăрлăхне куç умне кăларчĕ ашшĕ. Мунир та Викторпа пĕрлех куçне хупнă. Тутарстан каччипе вĕсем яланах пĕрле пулнă, пĕр экипажра çÿренĕ. Иккĕшĕ Хусанта училищĕре вĕреннĕ чухне туслашнă. Мунир Виктортан 1 çул аслăрах. Ленинград облаçĕнчи Каменкăна та пĕрлех лекнĕ вĕсем. Кайран икĕ туса Чулхула облаçĕнчи Муллино штабне салтаксене çĕнĕ йышши техникăна вĕрентме янă. Икĕ юлташ патне вилĕмĕ те харăсах килнĕ. Михайловсен килĕнче Викторăн тата Мунирăн сăнÿкерчĕкĕсем юнашарах лараççĕ. Кăçал çулла Çĕнĕ Пуянкассине Мунирăн ашшĕпе амăшĕ килсе кайнă, икĕ çемьене пĕрлештернĕ хуйхă çинчен вĕсем чылай калаçнă. Викторпа Мунир çăлнă вырăс офицерĕ патне те çитсе килесшĕн вĕсем. Лешĕ, питĕ йывăр аманнăскер, госпитальте выртать-мĕн.
Орденпа чысланă
Февралĕн 24-мĕшĕнче Викторăн тупăкĕ Хусана çитнĕ. «Район администрацийĕпе Çар комиссариачĕ самаях пулăшрĕç, машина уйăрчĕç. Ял масарĕ инçе, уй тăрăх каймалла. Юр пусăрăнса хытса ларнăччĕ ун чухне. Бульдозерсем икĕ кун юр хырчĕç. Кÿршĕсемпе тăвансем çынсене пăхрĕç... Пурне те тавах çавăншăн», - терĕ Валерий Григорьевич. Кайран та ял-йыш вĕсене хуйхăпа пĕчченлĕхре хăварман.
Ашшĕ-амăшĕ ывăлне цинк тупăкра мар, хĕрлĕ йывăçран тунинче пытарнă. «Йĕркеллĕ, çын шутлах пултăр терĕмĕр. Цинк тупăка çунтарса виле шăтăкне чикрĕмĕр. Çĕре танлаштарсан тин тупăка антартăмăр. Медалĕсене кăкăрĕ çине çакрăмăр...» - йывăр асаилÿсене путнă май куççульне шăлчĕç Раиса Владиславовнăпа Валерий Григорьевич. Çар çыннине пытарма халăх çав тери нумай килнĕ, çынсем кунашкал йышпа виле пытарнине астумаççĕ.
Кăçал Çимĕкре Михайловсем патне Викторпа пĕрле çарта пулнă 4 юлташĕ килнĕ. Парад тумĕпе, орден-медалĕсене çаксах. Валерий Григорьевича вĕсем «батя» тесе чĕннĕ. Офицерсене мунча хутса шашлăкпа хăналаса янă вĕсем. Июнĕн 14-мĕшĕнче çапăçура пĕрле пулнă тусĕсем çитнĕ. Ун чухне вĕсем Викторăн Паттăрлăх орденне пĕрле илсе килнĕ. Çак ятпа Çĕнĕ Пуянкассинчи аллейăра митинг йĕркеленĕ. Кайран Виктор Михайлов ячĕпе ялти ача-пăча командисен хушшинче футбол турнирĕ иртнĕ. Ку ăмăртăва çулсеренех йĕркелесшĕн, республика шайне кăларасшăн. Çĕнĕ Пуянкасси çыннисем хăйсем тăрăшнипе стадионта аллея уçса асăну чулĕ вырнаçтарни çинчен эпир май уйăхĕнче çырнăччĕ. Стадион пĕртте пушă тăмасть-мĕн, унта вĕçĕмех ăмăртусем иртеççĕ, вĕсем çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуç хунă ентешĕсене асăннинчен пуçланаççĕ.
Килĕнче - унăн япалисем
Викторпа пĕрле пулнă япаласене ашшĕ-амăшне парса хăварнă. Акă çÿлĕк çинче - телефонĕ. Унăн экранĕ çĕмĕрĕлнĕ пулин те ĕçлет вăл. Штык-çĕçĕ, генерал хăйĕн аллинчен салтса çыхтарнă сехет, бинокль... Çак япаласем ашшĕ-амăшĕшĕн темрен те хаклăрах.
Июньте Викторăн ывăл çуралнă, Максим ят хунă ăна. Ÿсерехпе ашшĕ çинчен, вăл ăна еплерех кĕтнине, çураличченех юратнине каласа кăтартĕç. Максим унăн ашшĕ паттăр офицер пулнине пĕлсе ÿсĕ. Вăл çынна çăлассишĕн хăйĕн пурнăçне шеллемен.
Çав тери пысăк çухату ку. Çемьешĕн, ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсемшĕн çеç мар, пĕтĕм Раççейшĕн. Пирĕн çĕршыв юнпа, чунпа чăн-чăн патриот пулнă çар çыннине çухатрĕ. Виктор Михайлова капитан званине пама хатĕрленнĕ, взвод командирне куçармалла пулнă ăна. Анчах вилĕм йăлтах урăхла татса панă.
Çывăх çыннисемшĕн Виктор халĕ те чĕрĕ пек туйăнать, çарта пек... Ăна пытарнă пулин те вăл вилнине никамăн та ĕненес килмест. Леш тĕнчере ывăлне çăмăллăх пултăр тесе ашшĕ-амăшĕ темиçе чиркĕве кайса уншăн кĕлĕ вулама ыйтнă. Халĕ çапла çеç ăна пулăшасса шанаççĕ вĕсем.
Алина ИЗМАН.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.