Çивĕч ыйту

3 Нарăс, 2015

Тĕнче касса çÿремесĕрех...

Çу кунĕсенче ял çынни пачах лăш курмасть. «Киле çĕр каçма çеç кĕретĕп», - тет вăл шÿтлесе. Тарпа çитĕнтернĕ çимĕç çемйине тăрантарма çеç мар, сутса пурнăçа сыпăнтармалăх та çитет.

Çанталăк сивĕтсен тин ирĕкленет вăл. Чылайăшĕ, ытларах çамрăксем, хĕл кунĕсенче ĕçсĕр аптраса хăшкăлаççĕ. «Нимĕн тума та пĕлмесен кĕрĕк арки те пулин йăвала», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене вĕсем ĕç пирки шухăшлама сĕнсе каланă.

29 Кăрлач, 2015

Мăшăрсене уйăрать инçе çул

Кивĕ Вăрмар - районта пысăк ялсенчен пĕри, вăл хăй пĕр ял тăрăхĕ. 608 килте 1625 çын пурăнать. Ял райцентрпа пĕрлешнĕпе пĕрех, çул çывăххине кура çынсем çуран та çÿреççĕ. Урамĕсем вара кунта сапаланчăк, пĕр вĕçĕнчен тепĕр енне çитме - 5 çухрăм.

28 Кăрлач, 2015

Хамăра улталаса пахалăха чакаратпăр

Тулли бидонра сĕтех-ши?

Яла ир-ирех çитекен автобуспа хулана ĕçе васкакан ял çыннин пĕр аллинче - çăмăл сумка, тепринче - тулли сĕт бидонĕ. Автобус чарăнăвне çитиччен вăл бидонне пушатма ĕлкĕрет, ирхи тата каçхи сĕте усламçăсене парать. Нумай-и, сахал-и, анчах çемье енчĕкĕнче пус çумне пус хушăнать. Ÿркенмесĕр ĕне тытакан хресченшĕн савăнатăп.

28 Кăрлач, 2015

Сăр - хăрушлăхра!

Илемлĕ юханшыв пулăсăр юлма пултарать

Пулăçсем çуллен январь-март уйăхĕсенче Сăр юпписенче - Ургара, Вылра, Пьянăра, Хура юханшывра - вун-вун тонна пулă тытса çутçанталăк пуянлăхне палăрмаллах катертнине «Хыпарăн» 2013 çул пуçламăшĕнчи номерĕнче çырса кăтартнăччĕ.

16 Кăрлач, 2015

Эрех-сăра - ача туянмалли тавар мар

Ĕçкĕ ырă туманни паллă. Çавăнпах РФ Правительствин хушăвĕпе Раççей Федерацийĕнче 2020 çулччен алкоголь продукцийĕпе иртĕхсе усă курассине чакарас, халăх хушшинче алкоголизмран сыхланса профилактика ĕçне пурнăçлас енĕпе патшалăх политикине тытса пымалли концепцие çирĕплетнĕ. Çак документра 18 çул тултарманнисене алкоголь продукцийĕ сутнăшăн административлă майпа явап тыттарассине çирĕплетмелли мерăсене палăртнă.

Pages