Çивĕч ыйту

10 Раштав, 2014

«Ĕçсĕр лартмаççĕ, кĕрештереççĕ»

Тăвай районĕнчи Лачкассине эпĕ клуб ыйтăвĕпе ятарласа çула тухманччĕ. Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăл пĕчĕккисен йышĕнче терĕç те çитсе килме шухăш çуралчĕ. "Халăхĕ клуба çÿрет, малалла та çÿресшĕн. Ăна хуптарасшăн мар та ... пире итлемеççĕ вĕт", - пĕлтерме васкарĕç лавккана пынă çынсем ялти пурнăçпа кăсăклансан.

22 Чÿк, 2014

Старостăсен ĕçне хаклама вăхăт

- Малтанхи вăхăтра иккĕленнĕччĕ, халĕ шанчăклăнах çапла калама пулать: пирĕн тăрăхра пурăнакансем старостăсен пĕлтерĕшĕ мĕнлерех вырăн йышăннине тĕрĕс ăнланса илчĕç, - тет Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров. - Савкка ялĕнче çак тивĕçе пурнăçлакан Сергей Наумов мана кулленхи ĕçре пулăшать. 20 киллĕ ялти пĕр мероприяти те Сергей Петрович хутшăнмасăр иртмест.

19 Чÿк, 2014

Тăватă çул кĕтнĕ хыççăн

Тÿсĕмлĕ çав ял çынни. Хăйĕн вăйĕпе çурт хăпартнă чухне мĕн чухлĕ тертленет пулĕ. Ăна туса пĕтерсен, пурăнма куçас тенĕ вăхăтра та, нуши хыçранах çÿрет. Ĕмĕтленнĕ çурта куçасси темех мар, анчах паянхи ăру çутăсăр пурăнма хăнăхман-çке.

14 Чÿк, 2014

Шкул ачисемпе студентсен сывă пурнăçĕшĕн

Çынсем наркотикпе ашкăнни тавра чылай калаçатпăр пулин те лару-тăру улшăнни сисĕнмест. Вилĕм "сутакансем" çĕнĕрен те çĕнĕ хутăш шухăшласа кăлараççĕ. Çынсене çак хутăшсемпе усă курасран сыхланас тĕллевпе йĕрке хуралĕпе прокуратура ĕçченĕсем тăтăшах профилактика ĕçĕ йĕркелеççĕ.

Pages