Çивĕч ыйту

17 Юпа, 2014

Шкул ачисем те наркотикпа иртĕхеççĕ

Нумаях пулмасть Раççейри темиçе регионта çĕнĕ йышши наркотикпа наркăмăшланнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Ăна пула çут тĕнчепе сыв пуллашнисем те пур. Шел, çак амак пирĕн республикăран та пăрăнман. Кĕске хушăрах 156 çын регионти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене паллă мар наркотикпа наркăмăшланнăран пынă. Вĕсенчен 25-шĕн диагнозне çирĕплетнĕ. Çивĕч çак ыйту тавра кулленех калаçатпăр пулин те лару-тăру улшăнни курăнмасть. Наркотикпа ашкăнакансен йышĕ пĕрмай ÿсет. Ытларах чухне унăн серепине çул çитмен ачасем тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ.

16 Юпа, 2014

Пĕрлехи хуçалăхра сурăх мĕншĕн усрасшăн мар?

Колхозсен панкрутлăхĕшĕн вăл айăплă имĕш. Республикăра сурăхпа качакана ĕрчетме майсем çителĕклĕ. Юлашки çулсенче мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче унăн йышĕ ÿсет. 2010 çулта - 175822 пуç, 2013 ç. - 179777.

3 Юпа, 2014

Совет тапхăрĕнчен юлнă “палăксем”

Машина чÿречинчен кĕр илемĕпе киленме юрататăп. Чиперленнĕ хĕрсем евĕр курăнакан сарă-хĕрлĕ йывăçсем, хресченĕн ĕçчен алли тирпейленĕ уй-хир мĕлтлетсе юлаççĕ. Шупашкар районĕнчи Ишек тĕлĕнчен иртсен калчапа витĕннĕ ана куç тĕлне пулчĕ. Ку вырăнта чылай вăхăт çум курăк кашларĕ. Малашне уя пушă вырттармĕç.

Pages