Комментари хушас

24 Авăн, 2014

Çĕрпе тухăçлă хăçан усă курăпăр?

Хăшĕ-пĕри пай лаптăкне харпăрлăха илессине вăраха янă

Хыт хура пуснă çĕр ыйтăвĕ юлашки çулсенче мĕн чухлĕ калаçтармарĕ-ши? Тахçанах татса памалла та ăна, анчах васкавлă йышăну тума çĕр саккунĕн хăйне евĕрлĕхĕ-кăткăслăхĕ ура хурать. Харпăрлăхçă «çухалнă» - шыраса тупмалла, вилнĕ - еткерçĕ йĕрĕ çине ÿкмелле. Çĕрпе усă курма пăрахнă - ăна урăх хуçана парса çирĕплетме виçĕ çултан сахал мар кĕтмелле. Вăхăт вара - шав малалла.

Ачисем тĕнче тăрăх саланнă, хăйсем кĕреçе тытайми пулнă ватăсен пайĕсем хыт хура айне пулаççĕ. Муниципалитетсенче пусă çаврăнăшне кĕмен лаптăк пайтах. Шупашкар районĕнче те вĕсем сахал мар.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 62,1 пин гектар йышăнать. Вăл шутра 27,9 пин га - ял хуçалăх предприятийĕсен, 16,8 пин га - çĕр пайĕсен харпăрлăхçисен, 11,7 пин га - ял тăрăхĕсен. 2 пин га çинче - садсем, 1,3 пин га çинче хресчен-фермер хуçалăхĕсем, ытти категори вырнаçнă.

Пусă çаврăнăшне кĕртмен лаптăксемпе епле усă курнине палăртма кăçалхи çу уйăхĕнче инвентаризаци ирттернĕ. 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă курман çĕре 4019 га шута илнĕ. Çавна май сухалаканни 82% çитнĕ /2013 çулхи чÿк уйăхĕнче - 78,5%, усă курман лаптăк 6162 га пулнă/. Кăçалхи çуркунне пусă çаврăнăшне 1469 га кĕртнĕ. Тăватă хуçалăх уйрăмах лайăх ĕçленĕ: «Чăваш бройлерĕ» АУО - 480, «Атлашевский» ЯХК - 187, «Приволжское» АУО - 175, «Чурачикское» АУО 175 гектар пысăклатнă. Çĕньял, Ишлей ял тăрăхĕсем харпăрлăхçăсен пайĕсене çаврăнăша 500 га хушнă.

- Вырăнта пухусем иртеççĕ. Çынсем пайсене тара параççĕ, анчах пурте хăйсем çине куçарма ĕлкĕреймен. Регистраци палати витĕр тухмалла, çĕре кама та пулин парас тĕллевпе нотариус патĕнче шантару хутне çирĕплетмелле. Ĕçĕ нумай. Ял халăхĕ вара унта та, кунта та каясшăн мар. Хăйсен мăранлăхне пула пай лаптăкĕсене харпăрлăха куçарттарас ĕçе тăсса пыраççĕ. Тивĕçлĕ документсемсĕр пай çĕрĕ çине никам та пырса кĕреймест, ăна тара та илеймест, - тет Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Сергей Ванюшкин.

«Халĕ усă курман тата тухăçсăр усă куракан мĕн пур çĕр лаптăкĕн реестрне тăвассине тивĕçтермелле. Асăннă ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерме «халăх инвентаризацийĕн» мелĕпе усă курма пулать, урăхла каласан - хуçасăр çĕр лаптăкĕсене граждансем пулăшнипе тупса палăртмалли мелпе, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2014 çул валли ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. - Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне тĕллев лартатăп: çывăх икĕ çулта ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене туллин инвентаризацилессине тата вĕсене йĕркелесе çитерессине туса ирттермелле. Ку енĕпе тумалли иккĕмĕш утăм - йĕркелесе çитернĕ çав çĕрсене пулас инвесторсене хăйсен проекчĕсене пурнăçлама аукцион урлă уйăрса парасси».

Усă курман лаптăксенче уйрăм çын пайĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăхăт иртнĕрен вăл хыт хура, вĕтлĕх айне пулать. Тахçан акнă курăк та шĕвелет.

Анана 3 çул сухаламасан, улăх-çаранри утта çулма пăрахсан, ăна та, нумай çул ÿсекен курăклă лаптăка та 15% ытла йывăç-тĕм е 30% ытла çум курăк пуссан усă курман çĕр шутланаççĕ. Тивĕçлĕ органсем штраф ан хуччăр тесен çулленех сухаламалла, ял хуçалăх культурисем туса илмесен те выльăх апачĕлĕх курăк та пулин çитĕнтермелле. Анчах нумайăшĕн техника та, нумай çул ÿсекен курăка çĕнетме вăрлăх та çук. Çавăнпа та: «Пире пай кирлĕ мар», - теççĕ. Шупашкар районĕнчи Ишек, Çĕньял, Шемшер, Чăрăшкасси ял тăрăхĕсенче унашкал çĕр нумай.

Патшалăх çĕрпе тухăçлă усă курман хуçасенчен çирĕп ыйтать. 2014 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курманшăн айăпламалли штрафсене çĕрĕн кадастр хакне /ÇКХ/ граждансемшĕн - 0,3-рен 0,5%, должноçри çынсемшĕн 0,5-рен 1,5%, анчах 3 пин тенкĕрен кая мар, юридици сăпачĕсемшĕн 2-рен 10%, анчах 200 пин тенкĕрен кая мар пысăклатса çирĕплетнĕ.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курманшăн налука çĕрĕн кадастр хакĕнчен 0,3-рен 1,5% çитернĕ /5 хут хаклатнă/. Шемшер ял тăрăхĕнчи 49 çынна çĕр саккунне пăхăнманшăн пысăклатнă ставкăпа налук хунă.

- Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата Росреестр управленийĕ юридици сăпачĕсен тĕлĕшпе 26 тĕрĕслев ирттернĕ, уйрăм çынсен лаптăкĕпе 189 хутчен кăсăкланнă, вĕсене 37,5 пин ытла тенкĕлĕх штраф панă, - терĕ Сергей Алексеевич. - Хушу панă хыççăн Çĕньял ял тăрăхĕнчи «Вăтам Атăл» АУО - 250, Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнчи «Алмаз» ООО - 53,3 га, Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи «Чăвашагромаркет» ЯХПК - 46, Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи «Велес» ООО - 52,8, Атайкасси ял тăрăхĕнчи «Сад» ЯХПК 200 га сухаланă.

- Чылайăшĕ пая харпăрлăха куçарнине çирĕплетекен свидетельство илнĕ, анчах техникăсăр тата вăй çитменрен унпа усă кураймасть. Пĕччен пурăнакан ватăсем ăçтан хал çитерччĕр! - тĕлĕнет Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Максимов. - Уй çу каçипех чăпар курăнчĕ. Пĕрин лаптăкĕ ем-ешĕл, юнашарах - çум курăклă. Усă курма ирĕк парсан та техникăпа лайăх лаптăк урлă каçаймăн. Кун пек чухне кÿршĕсен сĕтел хушшине ларсах калаçса татăлмалла - вăйлин халсăррине пулăшмаллах.

 

Валентин ВАЛЕНТИНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.