Тĕплĕн тăрăшса
Муниципалитетсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çуракине хатĕрленес ĕç мĕнле пынине тишкерме тытăнчĕç. Анчахрах Канаш районĕнче администраци пуçлăхĕ Владимир Степанов ертсе пынипе агроинженери конференцийĕ иртнĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерствин тĕп специалисчĕ Наталия Гаврилова ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен пĕлтĕрхи финанс кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май тухăçа ÿстермеллине тата пахалăха лайăхлатмаллине, çакă продукцие конкуренцие тÿсĕмлĕ хатĕрлеме май панине палăртнă.