Комментари хушас

26 Çу, 2017

Улттăмĕш агрокласс уçăлчĕ

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри А.П.Айдак ячĕллĕ вăтам шкулта улттăмĕш агрокласс уçрĕ. Ял хуçалăх профессийĕсене хаклама тата юратма, чун-чĕре ыйтнипе суйласа илме пулăшакан проект малалла пурнăçланать.

9-мĕш класс пĕтерекенсем кĕркунне çут çанталăк ăслăлăхĕсен тата инженери енĕсемпе пуçламăш пĕлĕве ăса хывма тытăнĕç. Савăнăçлă уявра ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Доброхотов, Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пай пуçлăхĕ Вячеслав Бычков, ЧПЯХА проректорĕ Людмила Корнилова, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов, райадминистрацин вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Филимонов пулчĕç. Çитĕнекен ăрăва професси суйлавĕнче ырă сунчĕç, ялта ĕçлесе пурнăçа ăнтарма, ырă ят çĕнсе илме май пуррине палăртрĕç. Людмила Корнилова академи ячĕпе шкула принтер парнелерĕ.

Çĕршывĕпех паллă колхоз председателĕ, ял хуçалăх производствин новаторĕ Аркадий Айдак çуралнăранпа 80 çул çывхарнă кунсенчен пĕринче агрокласс уçăлни — пĕлтерĕшлĕ пулăм. Тĕлпулăва Аркадий Павловичăн мăшăрĕ Людмила Андреевна та килнĕ. Вăл А.Айдакăн кун кĕнекинчи йĕркисене куççуль витĕр вуларĕ, вĕренекенсене: «Нихăçан та ан ÿркенĕр, лайăх вĕренĕр, тĕллевĕр патне çирĕппĕн пырăр, çĕршывшăн усăллă çынсем пулăр», — терĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.