Вулав синкерĕ иртсе кайĕ-и?
Кăçал Раççейре - Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре - К.В.Иванов çулталăкĕ. Культура çулталăкĕ хыççăн мĕншĕн шăпах çакна суйласа илнĕ? Мĕн хистенĕ çĕршыв ертÿçине шăпах çапла тума?
Нумайăшĕ астăвать пулĕ-ха: Совет Союзĕ чи нумай вулакан çĕршыв шутланнă. Чăннипех çапла пулнă: кĕнеке лавккисен çÿлĕкĕсем паллă классиксен паха произведенийĕсемпе, философсен, ăслайсен кăларăмĕсемпе пуянччĕ. Тĕрĕссипе, лайăх кĕнеке нихăçан та вулакана кĕтсе выртман, типографи сăррин шăрши сĕвĕрĕлсе çитичченех халăхра сарăлнă.