Комментари хушас

4 Нарăс, 2015

Мĕн акан – çавна выран

Çулсерен пĕр ÿкерчĕке сăнатăп: çуркунне пахча хыçĕнчи лаптăка сухаласа акаççĕ, кĕркунне йĕркеллĕ вырса илейменнипе тырпул юр айне юлать. Уйра калчаран маларах çумкурăкĕ ашкăрма тытăнать. Çу каçипе пуссах илет ăна. Çавăнпах вырса та тăкакланмаççĕ-и, тен? «Тăмлă çĕр çинче тырă çитĕнесшĕн мар çав», - пăшăрханатăп ашкăрса ларакан мăянсене курсан. «Çĕрĕ айăплă мар. Эпир акнă вăрлăхран хытхурасăр пуçне мĕн шăтса тухтăр?» - куçа уçма пулăшрĕç мана хуçалăхра вăй хуракансем.

Мăян та хытхура çĕкленет уйра

Ака-сухара пахалăхсăр вăрлăхпа усă курасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Чаплине туянма укçа çитменнипе, сортласа кондицие лартма вăхăт çуккипе складра мĕн пуррипех çырлахаççĕ. Кун пеккине ытларах аслă çулран аяккарах, куç тĕлне лекмен вырăнсене акса хăвараççĕ. Çуркунне пур çĕрте те хура йăрансем тăсăлса выртаççĕ. Кайран мĕн шăтса тухни кама кăсăклантарĕ?

Çураки çывхарнă май çĕр ĕçченĕн пуçĕ халех ыратать: кăçал çĕре «шуратса» хăварма вăй-хал çитĕ-ши? Çĕршыври йывăр лару-тăрăва пула хаксем ÿссех пыраççĕ. Çав шутра ГСМ, техника, саппас пайĕсем, вăрлăх, удобрени хакĕсем те. Ака-суха умĕн вĕсем йĕвенрен вĕçертсе янă урхамах пек малалла ыткăнаççĕ. Çакă хуçалăхсене хĕрÿ тапхăрта татах йывăрлăха кĕртсе ÿкерме пултарать. Хăшĕ-пĕри кĕркуннех çураки валли мĕн кирлине туянса укçана самай перекетленĕ. Алă айĕнче мĕн пуррипех усă куракан та сахал мар. Кун пеккине акса хăварни уй-хире çÿпĕ-çапăпа вараланăпа пĕрех.

Хапха умне туй çитсен

Уй-хире тухиччен вăхăт пур темелле. Анчах çакă алă усса лармаллине пĕлтермест. Хапха умне туй килсен сăра çакса ямаççĕ.

Февраль уйăхĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 48,6 пин тонна хывнă, ку палăртнин 102 проценчĕ /2013 çулта 45,8 пин тонна е 96 процент/. Элĕк районĕнче 1918 тонна хывма палăртнă пулсан, хальхи вăхăтра 1870 тонна кăна пур-ха /97 процент/. Çĕмĕрле тăрăхĕнче те 294 тонна çеç е кирлин 75 проценчĕ. Çав хушăрах Патăрьел, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче плана ирттерсе тултарнă. Саппас çăкăр ыйтмасть, кĕтмен пăтăрмахра та пулăшма пултарĕ. Сивĕ хĕл кунĕсем час-часах кĕрхи культурăсен лаптăкне çаратса хăвараççĕ. Вĕсене тепĕр хут акма вăрлăх шыраса çÿриччен саппасра пулнине нимĕн те çитмĕ. Тата çур енне вăл хакланма пултарасси каламасăрах паллă.

Раççей ялхуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 47,6 пин тонна тĕрĕсленĕ. Çав шутран 30,6 пин тонна кондицие ларнă /64 процент/. Иртнĕ çул ку кăтарту 50 процентпа танлашнă. Январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 1-мĕшĕччен республикăра кондициллĕ вăрлăх пурĕ те 3 процент кăна хушăннă. Çак тапхăрта 12 районта кăтартăва лайăхлатнă.

Республикăра акма юрăхсăр çÿпĕллĕ вăрлăх 16,9 пин тонна /тĕрĕсленин 36 проценчĕ/, шăтаслăхĕпе кондицие ларманни - 691 /2 процент/, нÿрĕклĕхĕпе - 1998 /4/, хурт-кăпшанкăпа сиенленни - 1505 тонна /3/.

Хуçалăхсем çуракине хатĕрленсе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен элита вăрлăхне - 408, çĕрулминне 76 тонна туяннă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тасатса типĕтме 98 звено йĕркеленĕ. Патăрьел, Комсомольски, Çĕрпÿ, Вăрнар, Етĕрне, Элĕк, Шупашкар районĕсенче ку енĕпе уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ.

 

Çуркуннене - çара лаптăк

Хĕл сивви шăтăк-çурăк тупать тенĕ. Ĕççи вăхăтра иртесси кĕрхи калча мĕнле хĕл каçнинчен те килет. Сивĕре юр сахаллипе е уйсем пăрпа хупланнипе кĕркунне вăй илнĕ ешĕл калча çур енне пĕтнĕ тĕслĕх сахал мар. Çаралса юлнă лаптăксене ирĕксĕрех тепĕр хут сухаласа акмалла. Хуçалăхшăн хушма тăкак, ĕç.

Акнă уйсене хĕл каçа тĕрĕслесех тăраççĕ. Январьте лару-тăру мĕнлерех пулнă-ха? Чăваш Енре кĕрхи культурăсем 86 810 гектар йышăннă. Улатăр, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Елчĕк районĕсенче кĕрхисен лаптăкĕсем уйрăмах нумай. Раççей ялхуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем кĕрхи тулă, ыраш, тритикале лаптăкĕсене тĕрĕсленĕ. Ÿсентăран симĕс, тĕмленнĕ е тĕмленсе пĕтнĕ тапхăрта пулнине палăртнă. Юр хулăнăшĕ - 13-30 см. Хăш-пĕр вырăнта 40-60 сантиметра çитнĕ. Çил-тăман алхаснă май юр тата хушăнĕ. Хĕлле ăшăтса яни, çумăр çуни юра хытарнă. Çавăнпа вырăн-вырăнпа çĕр сийĕ пăрланни те курăннă. Тăпра шăннипе нÿрĕклĕх çĕре сăрхăнайман. Çанталăк сивĕтсе ярсан лаптăксем пăрланса ларма, калчана сиенлеме пултарасса асăрхаттараççĕ специалистсем. Калча сайра шăтса тухнă вырăнсем акнă лаптăкăн 1-16 проценчĕ чухлĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе - 35-40. Ÿсентăрана кăвакăш, шăшисем сиенленнине асăрхаман. Тымар та ытлашши çĕрĕшни курăнман. Малтанлăха палăртнă тăрăх – Улатăр районĕнче кĕрхисем 998 гектар çинче сиенленнĕ. Муркаш енче лару-тăру уйрăмах çивĕч. Кĕрхи культурăсен 424 гектарĕ сиенленни палăрнă. Çур енне вăй илĕç-ши вĕсем? Вăрмар тăрăхĕнче те 110 гектар çинче калча япăхланнă. Республикипе вара 1584 гектар çинче кĕрхи культурăсем вăйсăрланса юлнă.

 

Усă курман çĕре - пусă çаврăнăшне

Анатолий Прохоров, Элĕк район админстрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:

- Районти хуçалăхсенче вăрлăха тасатса типĕтессипе çичĕ звено ĕçлет. Хальхи вăхăтра кондицие ларнă вăрлăх хисепĕ - 61 процент. Акана тухиччен йăлтах акма юрăхлă пулĕ. Районта вăрлăх çителĕксĕр. 80 тонна элита вăрлăх кÿрсе килнĕ. Ку енĕпе Алексей Григорьев, Владимир Узянов фермерсем ытларах ĕçлеççĕ. Хальлĕхе çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем 48 тонна кăна-ха. Григорьев, Узянов фермерсемпе «Новый путь», «Алмаз», «Авангард» хуçалăхсенче ăна иртнĕ çулах хатĕрлесе хунă. Дизтопливо литрне 24 тенкĕпе туянаççĕ. Удобрени кирлин 48 проценчĕ чухлĕ пур. Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, удобрени, саппас пайĕсем туянма нумайăшĕ кĕске вăхăтлăх кредит илесшĕн. Анчах банксем кредит пама тытăнса тăраççĕ-ха.

Кăçал Элĕк енче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 9700, çĕрулми - 1400, пахчаçимĕçĕ 200 гектар акса-лартса хăвармалла. Çанталăк чăрмантармасан, хамăр тăрăшсан ака-сухана вăхăтрах вĕçлĕпĕр.

Владимир Храмов, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:

- Акана тухма вăрлăх çителĕклĕ, анчах унăн 66 проценчĕ кăна кондицие ларнă. Пирĕн районта пĕчĕк хуçалăх нумай. Вĕсем малтанлăха акмалăх хатĕрленĕ ĕнтĕ. Ыттине ĕççинчех сортласа ĕлкĕреççĕ. Лаптăкĕсем те пысăк мар, 200-300 гектар кăна. Удобрени, ГСМ турттарма хуçалăхсем Чăваш Енри Апат-çимĕç фончĕпе килĕшÿ тунă.

Хальхи çивĕч ыйту - усă курмасăр выртакан çĕрсем. «Асамат», «Путь Ильича» хуçалăхсем арканнă хыççăн уйсене çумкурăкĕ пусса илме тытăнчĕ. Хальхи вăхăтра 5090 гектар ахалех выртать. Кăçал 2500-ĕшне пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Районта фермерсен юхăмĕ вăй илме тытăнни шанăç парать-ха. Пĕлтĕр акă, виçĕ фермер хуçалăхне йĕркелеме грант илчĕç. Кăçал ун пеккисем татах пур. Майĕпен çавсене, инвесторсене валеçсе парасшăн. Паян-ыран татса параймăн çĕр ыйтăвне. Ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.