Комментари хушас

17 Нарăс, 2015

Вулав синкерĕ иртсе кайĕ-и?

Кăçал Раççейре - Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре - К.В.Иванов çулталăкĕ. Культура çулталăкĕ хыççăн мĕншĕн шăпах çакна суйласа илнĕ? Мĕн хистенĕ çĕршыв ертÿçине шăпах çапла тума?

Нумайăшĕ астăвать пулĕ-ха: Совет Союзĕ чи нумай вулакан çĕршыв шутланнă. Чăннипех çапла пулнă: кĕнеке лавккисен çÿлĕкĕсем паллă классиксен паха произведенийĕсемпе, философсен, ăслайсен кăларăмĕсемпе пуянччĕ. Тĕрĕссипе, лайăх кĕнеке нихăçан та вулакана кĕтсе выртман, типографи сăррин шăрши сĕвĕрĕлсе çитичченех халăхра сарăлнă.

Паянхи кĕнеке лавккисене кĕрсе тухар-ха. Мĕн куратпăр? Çÿлĕксем çинче ытларах - йăпатмăш, илĕртмĕш кĕнекесем. Паллах, йĕркеллисем те çук мар. Çапах та кĕнеке алла тытас, унпа «çывăрма выртас» текен чылайăн-ши? Акă, Левада-центр ирттернĕ тĕпчев кăтартăвĕсем. Чуна çÿçентерекен пĕтĕмлетÿ! Çур Раççей кĕнеке вуламасть. Халăхăн 60 проценчĕ хаçат-журнал çырăнса илмест. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.