Çĕнĕ кĕнеке

11 Авăн, 2014

Кил илемĕ – килĕшÿ

«Çурта лартнипе çурт лартаймăн», – тенĕ ĕлĕкех хисеплĕ шур сухалсем. Чăнах та, çурт-йĕр çавăрасси нихăçан та çăмăл ĕç шутланман. Хăтлă та илемлĕ пÿрт хуçи пуличчен самаях тар тăкмалла. Юрать-ха, халăхра пĕр-пĕр-не пулăшас йăла пур. Унсăрăн тата та тертлĕ килмелле. Телее, хăш-пĕр тăрăхра ниме йĕркине халĕ те пăрахăçламан. Ку, паллах, савăнтарать. Ырă тĕслĕхе ыттисем те тĕпе хурсассăн, паха йăлана каялла тавăрсассăн тем пекех аванччĕ... Хавхаланса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени йывăрлăхсене парăнтарма, тăрăшуллăрах пулма хистет-çке-ха. Кил илемĕ – килĕшÿ.

11 Авăн, 2014

"Чĕлхе сăмахĕсем. Вĕрÿ-суру чĕлхи"

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тата Чăваш кĕнеке издательствин пĕрлехи тухăçлă ĕçĕн çимĕçĕ - "Чăваш халăх пултарулăхĕ" ярăмăн вун иккĕмĕш кăларăмĕн пĕрремĕш кĕнеки - кун çути курчĕ.

2 Авăн, 2014

«Аэлитăна» чăвашла вулар-и?

Литература ани улăх-çаран пекех. Иккĕмĕшĕ тĕрлĕ чечекпе илемлĕ тĕк - пĕрремĕшĕ хайлавсемпе кăна мар, куçару, критика ĕçĕпе пуян пулмалла. Чăваш литературинче куçарусем пĕр тапхăр сахал пичетленчĕç, халĕ çак туртăм çĕнĕрен вăй илнĕн туйăнать. Акă, сăмахран, юлашки вăхăтра Алексей Леонтьевăн куçарăвĕсем нумай пичетленеççĕ.

26 Çурла, 2014

Юбилей тĕлне - чаплă кăларăм

Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Чăваш кĕнеке издательстви юбилей тĕлне пысăк парне хатĕрлерĕ - поэтăн «Çырнисен пуххин» виççĕмĕш томне пичетлесе кăларчĕ. Кĕнекене Е.Н.Лисина тата Н.А.Сельверстрова хатĕрленĕ.

Pages