"Чĕлхе сăмахĕсем. Вĕрÿ-суру чĕлхи"
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тата Чăваш кĕнеке издательствин пĕрлехи тухăçлă ĕçĕн çимĕçĕ - "Чăваш халăх пултарулăхĕ" ярăмăн вун иккĕмĕш кăларăмĕн пĕрремĕш кĕнеки - кун çути курчĕ. Пухса хатĕрлекенĕ тата ум сăмах авторĕ - филологи наукисен кандидачĕ В.Ендеров.
Асăннă ярăмри кĕнекесем тавра пĕлÿçĕсен, историксен, педагогсен, студентсемпе шкул ачисен хушшинче анлă сарăлнă. "Чĕлхе сăмахĕсем. Вĕрÿ-суру чĕлхи" кĕнекене архив материалĕсем, çĕнĕрен тупнисем те кĕнĕ. Текстсене ушкăнсем çине уйăрса вырнаçтарнă. Кăларăм икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшне чир-чĕре сиплекен вĕрÿ-суру чĕлхин сăмахĕсене кĕртнĕ. Текстсенче анатри, тури чăвашсен калаçăвĕн уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварма тăрăшнă.
Кĕнеке чăваш халăхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен пултарулăхĕпе, наци культурипе, этнографийĕпе тата историйĕпе кăсăкланакансемшĕн усăллă пуласси куç кĕрет.
О.ПЕТРОВ