Юбилей тĕлне - чаплă кăларăм

26 Çурла, 2014

Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Чăваш кĕнеке издательстви юбилей тĕлне пысăк парне хатĕрлерĕ - поэтăн «Çырнисен пуххин» виççĕмĕш томне пичетлесе кăларчĕ. Кĕнекене Е.Н.Лисина тата Н.А.Сельверстрова хатĕрленĕ.

Аса илтерер: пĕрремĕш томра Геннадий Айхин тĕрлĕ çулта чăвашла çырнă произведенийĕсем пичетленнĕччĕ. Иккĕмĕшне çур ĕмĕре яхăн вырăс поэзийĕнче йĕр хăварнă сăвăсем кĕнĕ. Шăпах вырăсла çырнă сăввисене пула /СССРта вĕсене 1991 çулччен пичетлемен, анчах тĕнчери 52 чĕлхепе куçарнă, кĕнекисене 36 çĕр-шывра кун çути кăтартнă/ ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕпе Европăра çеç мар, Кăнтăр Америкăра та, АПШра та, Японире те, Турцире те тата ытти хутлăхра та паллашма май пулнă.

Виççĕмĕш томра куçару ĕçĕсене пухнă. Кунта Франци, Польша, Швеци, Болгари, Австри поэчĕсен хайлавĕсем чăваш кун-çулĕпе пурăнаççĕ. Вĕсем мĕнле лару-тăрура çурални пирки, поэтăн вăл е ку тапхăрти çитĕнĕвĕ е асапланăвĕ, Пĕтĕм тĕнчери поэзи фестивалĕсенче ирттернĕ самантсем çинчен Геннадий Айхин йăмăкĕ Ева Лисина каласа пани пур.

Кĕнекене хатĕрлекенĕсем Геннадий Николаевичăн драматурги куçарăвĕсене те асăрхамасăр иртмен. Кăларăмра - Владимир Маяковский, Пьетро Гринеи, Сандро Джованнини, Уильям Шекспир, Жан Расин, Алексей Островский, Эдмон Ростан, Фридрих Шиллер пьесисем тата вĕсен произведенийĕсен сыпăкĕсем.

Надежда ОСИПОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.