Çĕнĕ кĕнеке

9 Юпа, 2014

Туслă çемьере çитĕнни – хăех телей

Çемье – ачалăх сăпки. Кил-йышри хутшăнусен çирĕплĕхĕпе çепĕçлĕхĕнчен ывăл-хĕр еплерех çитĕнесси нумай килет. Тен, тĕппипех тесессĕн те тĕрĕс пуль. Ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ çине пăхса е пархатарлă, е сиенлĕ тĕслĕх илет шăпăрлан.

9 Юпа, 2014

Çулсăр çÿрекен лашине çухатнă

Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. Мĕн-ши вăл? Çук, вĕрен мар. Юрĕ-çке, нумай аптăратмăп сире. Тупсăмĕ – çул. Этем ĕмĕрĕнче унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ахальтен мар-тăр пурнăç çулĕ тетпĕр. Таçта та илсе çитерет вăл пире.

9 Юпа, 2014

Турă пани тапса тухатех...

Тăван халăх кун-çулĕ пурне те шухăшлаттарать. Тарăнрах пĕлес текенсем тĕпчев ĕçнех кÿлĕнеççĕ. Евгений Турхан журналист тата çыравçă - шăпах çавсен шутĕнчен. Чăваш аваллăхне шыраса вăл таçта та çитнĕ. Курни-илтнине хайлавĕсене кĕртсе хăварать.

27 Авăн, 2014

Хусанта – чăвашла кĕнеке уявĕ

Хусанта Тутар Республикин Писательсен союзĕн Г.Тукай ячĕллĕ клубĕнче тутарсен паллă поэчĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Муса Джалилĕн нумаях пулмасть Шупашкарта чăвашла кун çути курнă "Моабит тетрачĕсем" кĕнекен презентацийĕ иртрĕ.

Поэзи тата икĕ халăхăн туслăх уявне Чăваш халăх поэчĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Порфирий Афанасьев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Раиса Сарпи, "Моабит тетрачĕсен" тулли вариантне /1956 çулта кĕнекене кĕскетсе пичетленĕччĕ/ чăвашла куçарнă Валери Туркай хутшăнчĕç.

Pages