Хусанта – чăвашла кĕнеке уявĕ
Хусанта Тутар Республикин Писательсен союзĕн Г.Тукай ячĕллĕ клубĕнче тутарсен паллă поэчĕн, Совет Союзĕн Геройĕн Муса Джалилĕн нумаях пулмасть Шупашкарта чăвашла кун çути курнă "Моабит тетрачĕсем" кĕнекен презентацийĕ иртрĕ.
Поэзи тата икĕ халăхăн туслăх уявне Чăваш халăх поэчĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Порфирий Афанасьев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Раиса Сарпи, "Моабит тетрачĕсен" тулли вариантне /1956 çулта кĕнекене кĕскетсе пичетленĕччĕ/ чăвашла куçарнă Валери Туркай хутшăнчĕç.
Чăваш Ен хăнисене Тутар Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ Рафис Курбанов, Тутарстанри Чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Константин Яковлев, Тутар халăх поэчĕ, Раççей тата Тутарстан Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ренат Харис, Тутартсан Ăслăлăхсен академийĕн вице-президенчĕ Джавдат Сулейманов профессор тата ыттисем кĕтсе илчĕç. Вĕсем Валери Туркай ĕçне пысăк хак пачĕç.
Г.Тукай ячĕллĕ клубра çав каç Муса Джалиль сăввисем чăвашла та, тутарла та янăрарĕç. Чăвашла вĕсене Чăваш Ен хăнисем вуларĕç, Г.Камал ячĕллĕ Тутар академи театрĕн артисчĕ Ришат Ахмедуллин тата Хусанти 155-мĕш гимнази вĕренекенĕ Родион Артемьев - тутарла. Кĕнеке уявне юрă-ташă пуянлатрĕ. Раççей тата Тутар халăх артистки Зиля Сунгатуллина, Тутар патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Айдар Нургаянов тата "Салам" чăваш фольклор ансамблĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
О.ПЕТРОВ