Ял хуçалăхĕн паллă ĕçченĕсене халалланă

22 Юпа, 2014

«Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăм çĕнĕ кăларăмпа пуянланчĕ. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 11-мĕш том - «Работники сельского хозяйства» - кун çути курчĕ.

Кĕнекене ял хуçалăх производствин паллă ĕçченĕсем çинчен çырнă 32 очерк кĕнĕ. Вĕсем уй-хирпе фермăсен ĕçченĕсен пысăк коллективĕсенче вăй хунă, йĕркелÿçĕ пултарулăхĕпе палăрнă, шанса панă ĕçшĕн яваплăха туйнă, çынсемпе тимлĕ пулнă. Çĕр çинче ăна чун-чĕререн юратса, ку ĕç хăйĕн республикипе çĕр-шывĕн халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине ăнланса вăй хунă тата халĕ те тăрăшать - çак çынсене халалланă та çĕнĕ тома.

Вулакансем ку кăларăмра ял хуçалăх производствинче малта пынисем, пыракансем - механизаторсем, уй-хир ăстисем, выльăх ĕрчетекенсем - çинчен çырнисене тупĕç. Вĕсен ĕçне патшалăх пысăка хурса хакланă - Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне панă. Паллă йĕркелÿçĕсен - колхоз председателĕсемпе специалистсен, отрасль министерствин специалисчĕсен - ĕçне çутатнă очерксем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сăнарсем ял хуçалăхне çеç мар, хресчен чунне те лайăх пĕлеççĕ.

Кĕнекери паллă ятсен хушшинче - Вăрнар районĕнчи С.К.Коротков, И.Ф.Кошкин, В.И.Романов, Патăрьел районĕнчи М.Г.Долгов, В.А.Никитин, Шăмăршă районĕнчи В.П.Кошкин, Улатăр районĕнчи С.А.Шлябин, А.В.Лăнин, Муркаш районĕнчи Е.А.Андреев, Етĕрне тăрăхĕнчи А.П.Айдак, Вăрмар районĕнчи С.Л.Лукин, Йĕпреç районĕнчи А.Г.Шордеев, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи А.Д.Смалайкин, Елчĕк хутлăхĕнчи И.Я.Денисов, В.В.Зайцев, Пăрачкав районĕнчи К.А.Волков тата ыттисем. Хĕрарăмсем çинчен уйрăмах ăшшăн çырса кăтартнă - Е.А.Беликова, Е.И.Васильева, В.Д.Дмитриева, М.З.Зиновьева, К.В.Петрова кĕнекери сăнарсем пулса тăнă.

Кĕнекене иллюстрацисемпе илемлетнĕ. Ум сăмах авторĕ тата кăларăмăн ăслăлăх редакторĕ - ял хуçалăх ăслăлăхĕсен докторĕ А.И.Кузнецов профессор. Кĕнекене В.Н.Алексеев редактор пухса хатĕрленĕ. Тираж - 1800 экземпляр.

Палăртса хăваратпăр: «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» кĕнекесен ярăмне 2002 çултанпа Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн указĕпе килĕшÿллĕн кăлараççĕ. Пурĕ 11 кĕнеке кун çути курнă: «Выдающиеся люди Чувашии» /2002/, «Военачальники» /2004/, «Спортсмены» /2006/, «Ученые» /2007/, «Организаторы науки и образования» /2008/, «Писатели» /2008/, «Мастера музыкального искусства» /2009/, «Врачи» /2010/, «Мастера изобразительного искусства» /2011/, «Мастера театрального искусства» /2012/, «Работники сельского хозяйства» /2014/.

 

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.