Çĕнĕ кĕнеке

19 Утă, 2014

Кăмпа пухма кайрăм та...

«Хам та ăнланмастăп, ăçтан, епле майпа сăвă йĕркисем çуралаççĕ.» - чунне уçать Светлана Гордеева поэт. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Карçинккари кăмпасем» сăвă кĕнеки вырăсла тата чăвашла /Валерий Кошкин поэт куçарнă/ пичетленсе тухрĕ.

17 Çу, 2014

Паллă романсене чăвашла вулар-и?

Аллăмра - капăр хуплашкаллă хитре кĕнеке, «Александр Беляев. «Доуэль профессор пуçĕ», «Амфиби çын». Вăл «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетленсе тухнă. Фантастика романĕсене вырăсларан чăвашла Алексей Леонтьев куçарнă. Çак кĕнекепе куçаруçă çĕнĕ ярăм - «Ачасен ылтăн вулавăшĕ» - пуçланă.

21 Пуш, 2014

Чылай кĕтнĕ парне

Кĕнеке вулама юратакансем, уйрăмах литература анине тин çеç сухалама пуçланисем «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс пирки илтмесĕр юлман-тăр. Ăна Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки 2002 çулта пуçарнă.

27 Чÿк, 2013

Мĕншĕн йăшать хастарлăх?

Юлашки 20 çулта пурнăç çав тери хăвăрт улшăнчĕ. Урăх самана илсе килчĕ вăрăмах та мар çак тапхăр. Ку пур енĕпе те сисĕнет. Илемлĕ литературăра та. Чăваш çыравçисене вара питĕ вирлĕн пырса çапрĕ вăл. Тахçан питĕ хисеплĕ пулнă йыш ăçта кайса кĕчĕ? Сăлтавĕ те пур-ха. Хамăр та айăплă: такама чап, ят кирлĕрен виççе пайланса кайрĕ-çке союз. Илсе тултарчĕç хăйсен йышне такама та, халĕ никам та пĕлмест çыравçăсем мĕн чухлине. Писательсен пĕрлĕхĕ тăватта та пайланма пултарнă - вырăсла çыраканнисенне тата.

Pages