Кăмпа пухма кайрăм та...

19 Утă, 2014

«Хам та ăнланмастăп, ăçтан, епле майпа сăвă йĕркисем çуралаççĕ.» - чунне уçать Светлана Гордеева поэт. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Карçинккари кăмпасем» сăвă кĕнеки вырăсла тата чăвашла /Валерий Кошкин поэт куçарнă/ пичетленсе тухрĕ.

- Çиме юрăхлă тата наркăмăшлă кăмпа çинчен ачасем валли сăвă çырас шухăш епле çуралчĕ-ха. - кăсăклантăм авторпа тĕл пулсан?

- Иртнĕ кĕркунне вăрманта кăмпа шыраса çÿренĕ чухне сисмесĕрех çуралчĕç пĕрремĕш йĕркесем. Кайрĕ вара... Сăмах хыççăн сăмах, йĕрке хыççăн йĕрке... Çапла вара вăрмантан кăмпа пухса çеç мар, сăвăсемпе пуянланса таврăнтăм.

- Кăмпа пухма питĕ юрататăр пулас. Шлепкеллĕскерсене пурне те паллатăр-и?

- Чи юратнă ĕçсенчен пĕри вăл маншăн. Анчах шел те, юлашки çулсенче вăхăт сахалрах. Кăмпа пухасси - аттен чун киленĕçĕ те. Вăл мана пилĕк çулта чухнех хăйпе пĕрле вăрмана илсе çÿреме пуçланă. Йывăçсен хушшипе вун-вун çухрăм утсан та пĕрре те нăйкăшман, ывăннине, йăлăхнине туйман. Кăмпасене уйăрма та аттех вĕрентрĕ. Вăрманта мана питĕ интереслĕ. Тĕлĕнтермĕш тĕнче пек туйăнать вăл мана, унта йывăç та, чечек те - пурте чĕрĕ.

Пăрмаях пуçа вататăп, ачасене кăмпасене паллама епле вĕрентмелле-ши. Вĕсен ячĕсене пĕлеççĕ-и вĕсем. Манăн шухăшăмпа - ача пĕчĕк чухнех çут çанталăкпа туслашмасан ăна ĕмĕр тăршшĕпех тем çитмен пек туйăнĕ. Шайлашулăх çукки темелле-ши. Çапла вара пĕчĕк вулакан валли кăмпасем пирки кĕнеке хатĕрлес шухăш çуралчĕ.

- Кĕнекене ÿкер­чĕксемпе илемлетекенĕ кам?

- Ўкерчĕксене те хамах турăм. Малтан çут çанталăкри пек, чăн-чăнни евĕр, ÿкертĕм. Ачасем вĕсене вăрманта курсан тÿрех палласа илме пултарччăр. Кĕнеке пĕчĕккисене илĕрттĕр тесе кайран кăмпасене юмахри сăнарсем пек евĕрлерĕм. Акă хурăн кăмпи, сăмахран, мунчара хурăн милĕкĕпе çапăнать, сарă хыр кăмпи хĕвел айĕнче хĕртĕнет. Çамрăк вулакана сăвăсен пуххи килĕшессе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле кĕнекере паллашнă кăмпасене шырама вăрмана каясса шанатăп.

 

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.