Турă пани тапса тухатех...

9 Юпа, 2014

Тăван халăх кун-çулĕ пурне те шухăшлаттарать. Тарăнрах пĕлес текенсем тĕпчев ĕçнех кÿлĕнеççĕ. Евгений Турхан журналист тата çыравçă - шăпах çавсен шутĕнчен. Чăваш аваллăхне шыраса вăл таçта та çитнĕ. Курни-илтнине хайлавĕсене кĕртсе хăварать. Нумаях пулмасть Евгений Андреевичăн «Каганлăх тĕпренчĕкĕ» истори-приключени романĕ кун çути курчĕ. Унпа вулакансене ЧР Наци библиотекинче паллаштарчĕç.

Евгений Турханăн пĕрремĕш хайлавĕсем «Авангард» хаçатра иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче кун çути курнă. 1989 çулта «Пăла таврашĕнче» кĕнеки пичетленнĕ. «Каганлăх тĕпренчĕкĕ» роман 2001 çулта Хусанта вырăсла тухнă. Халĕ вара чăваш вулаканĕ патне тăван чĕлхепе çитрĕ. Авторшăн истори теми çĕнĕлĕх мар. Вăл хăйĕн чылай хайлавĕнче чăваш халăх кун-çулĕпе, чăваш çĕрĕн шăпипе çыхăннă ыйтусене хускатать. Историри паллă пулăмсене хăй епле хакланине çеç кăтартмасть, вулакана та сÿтсе явма хутшăнтарать.

«Каганлăх тĕпренчĕкĕ» романри ĕç-хĕл канăçсăр XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче пулса иртет. Хусан кĕпĕрнинчи хресченсен пăлхавĕсене, çав вăхăтри кăткăс пурнăçа сăнарсен кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ урлă ĕненмелле кăтартса панă. Хайлав никĕсĕнче автора аслашшĕ, ашшĕ Атăлçи Пăлхар, Турхан йăхĕ çинчен каласа кăтартнă халапсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ача чухне ăса хывса хăварнăскере çулсем иртнĕ май ыттисене те пĕлтерес килни Е.Турхана кĕнеке çырма хистенĕ те ахăртнех. Автор кунпа «пăнчă лартасшăн мар-ха»: малалли пайĕ пулассине те систерчĕ.

Кĕнеке уявне Евгений Андреевичăн пултарулăхне хисеплекенсем, пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ тус-юлташĕ, пĕлĕшĕсем йышлă пухăнчĕç. Вĕсем унăн ĕç-хĕлне пысăк хак пачĕç. Урăхла пулаяс та çук, мĕншĕн тесен Турхан йăхĕ литература ĕçĕнче тахçанах палăрнă. Çырас ăсталăх ăруран ăрăва куçса пырать. Евгений Андреевичăн аппăшĕ Вероника Турхан та пултаруллă çыравçă. Уявра унăн «Живым надо жить» кĕнекипе паллаштарчĕç. ЧР Ăслăлăхсен тата искусствăсен наци академийĕн хисеплĕ академикĕ Юхма Мишши ăна чăвашлăхшăн тăрăшнăшăн, пултарулăхри курăмлă ĕçĕ-хĕлĕшĕн хĕрарăмсен Эмине ячĕллĕ наци премийĕпе чысларĕ. Çакăн пек пысăк чыса Евгений Андреевич та тивĕçрĕ. «Юнра пурри тапса тухатех. Чăн-чăн Турхан йăхĕ», - палăртрĕ Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши ăна А.Талвир ячĕллĕ литература премине пани çинчен пĕлтернĕ май.

Виталий Станьял Е.Турхан кăкăрĕ çине Чăваш халăх академийĕн Н.В.Никольский орденне çакса ячĕ. «Çĕтĕк çăпаталлă чăваш пурнăçне кăтартакан кĕнеке нумай. Турхан чăваш пурнăçне истори чăнлăхĕпе çыхăнтарса çутатрĕ. Ăçта суять? Ăçта тыттарать? Сисместĕн те, асăрхамастăн та. Питĕ ĕненмелле çырса кăтартнă», - терĕ вăл кĕнекене пахаласа.

Е.Турхан Чăваш Республикинчи хаçатсенче чылай ĕçленĕ. Тутарстанри «Сăвар» чăваш хаçатĕнче яваплă секретарьте тăрăшнă, тĕрлĕ ыйтупа статьясем çырнă. Халĕ те унăн материалĕсĕр пĕр кăларăм та кун çути курмасть. «20 çул пĕлетĕп ăна, - аса илчĕ «Сăвар» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ пулнă Николай Сорокин. - Хаçата çăмăллăн уçрăмăр. Çыракан çукран питĕ нушалантăмăр паллах. «Редактор епле пулăн-ха? Чăвашла манса пыратăн-çке», - тенĕччĕ мăшăрăм. Малтанхи вăхăтра иккĕн ĕçлесе пурăнтăмăр. Унтан Турхан килчĕ. Питĕ ĕçчен çын вăл. Хаçат ĕçĕнчен кăшт пушансан Турхан аслă çул çине - çыравçă çулĕ - çине тухрĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.