Кил илемĕ – килĕшÿ

11 Авăн, 2014

«Çурта лартнипе çурт лартаймăн», – тенĕ ĕлĕкех хисеплĕ шур сухалсем. Чăнах та, çурт-йĕр çавăрасси нихăçан та çăмăл ĕç шутланман. Хăтлă та илемлĕ пÿрт хуçи пуличчен самаях тар тăкмалла. Юрать-ха, халăхра пĕр-пĕр-не пулăшас йăла пур. Унсăрăн тата та тертлĕ килмелле. Телее, хăш-пĕр тăрăхра ниме йĕркине халĕ те пăрахăçламан. Ку, паллах, савăнтарать. Ырă тĕслĕхе ыттисем те тĕпе хурсассăн, паха йăлана каялла тавăрсассăн тем пекех аванччĕ... Хавхаланса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени йывăрлăхсене парăнтарма, тăрăшуллăрах пулма хистет-çке-ха. Кил илемĕ – килĕшÿ. Çакăн пирки самантлăха та манмалла мар.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа Ренат Харисăн «Илемлĕ çурт» кĕнеки (редакторĕ – Г. Антонова, ÿнерçи – Е. Лютая) кун çути курчĕ. Поэмăна тутарларан чăвашла Раиса Сарпи куçарнă. Е. Лютая художникăн ÿкерчĕкĕсем тетте пек илемлĕ, пăхса ытармалла мар. Сăмах май, автор хайлава Адель, Мадина, Карим ятлă мăнукĕсене халалланă.

Куçару чĕлхи яка та илĕртÿллĕ. Вуланăçем куç умне сăнарсем яр уççăн тухса тăраççĕ. Пурте ĕçе кÿлĕннĕ, çĕнĕ çурт çĕклессишĕн тăрмашаççĕ. Чĕр чу- нĕсем те çавăнтах тĕпĕртетеççĕ, калăн, вĕсем те этемпе пĕр шухăшлă. Пуш параппан çапнă пек ан пултăр ĕнтĕ. Сире ĕнентерес тесе темиçе çаврине тĕслĕх вырăнне илсе парар:

Йыттăм пулăшрĕ – Акбай,
Чупрĕ, ăшталанчĕ.
Ман кушак çури Мăймай
Тарчĕ те пытанчĕ.
Пĕтĕм ял ура çинче.
Шÿт-им – çурт тăватпăр!
Пурте харсăр ĕç çинче –
Усăсăр тăмастпăр.

Чунне парса вăй хураççĕ поэмăри сăнарсем. Кĕр мăнтăрĕпе вара çĕнĕ çурта хăна-вĕрле пуçтарăнать. «Чаплă çурт! Илемлĕ кил! Пурăнăр телейлĕ!» – ырлăх-сывлăх сунаççĕ пурте кил хуçисене, вĕсемпе пĕрле хĕпĕртеççĕ, ташлаççĕ.

Калуçа, арçын ачана, хайлав тăршшĕ-пех пĕр ыйту кăсăклантарать – хăçан çурт кил пулса тăрĕ-ха? Çемье праçникĕ хыççăн ирпе хуравне тинех пĕлет ача. Ăна аслашшĕ хыпарлать:

– Ĕнерхи хаваслăх
Çурт уявĕ пулчĕ те –
Чуна пачĕ аслăх!
 
Ĕнтĕ хатĕр çĕнĕ кил,
Пултăрччĕ вăл тулăх.
Тусусене чĕнсе кил,
Мĕн калам эп урăх.
 
Тус-юлташ, тăван килни
Килшĕн питĕ ырă.
Пултăр вăл пурин валли
Ăшă, çутă вырăн.

Чăннипех те, кил-çурта тус-тантăшпа тăван-пĕтен илем кÿрет. Вĕсемсĕр кирек мĕнле чаплă кермен те савăнтармасть. Унăн капăрлăхĕ те илĕртмест, чунра хаваслăх çуратмасть. Кунашкал пÿрт ĕлккенлĕхĕпе сиввĕн ялкăшса ларать. Хуçисене те ăшăтмасть вăл. Ан тив, çуртăр пĕчĕк те тăвăр пултăр. Анчах хăвăр ырă кăмăллă, хăнасене тарават пулсассăн унăн çути аякранах курăнĕ, ыттисене хăй патне йыхăрĕ. Тен, пурăна киле пĕрлехи вăйпа çĕнĕ çурт та çĕкленĕ. Мĕншĕн тесессĕн çаврăнăçуллă та маттур ĕçченсене çынсем яланах пулăшма хатĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.