Çемье

30 Ака, 2016

Телей - юнашарах

“Ăçта-ши манăн Тур çыр-ни?” Çамрăк чухне нумайăшне çак ыйту канăçсăрлантарать. Мĕнлерех вăл — пулас мăшăр? Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăршкассинче çуралнă Виталий Ильин çакăн пирки нумай пуç ватман. Пулас мăшăрне вăл çартан таврăннă май... çул çинче тупнă.

22 Ака, 2016

Арçын - тĕрев, мăшăрĕ - управçă

Тăван чĕлхе пуласлăхĕ çинчен унпа професси шайĕнче çыхăннă çынсем те, пачах урăх тытăмра ĕçлекенсем те нумай тавлашаççĕ. Чунтан пăшăрхантаракан ыйту чылай чухне темшĕн сăмах хальлĕн кăна юлать. Ятарлă ĕçпе савăнтаракан — сахал.

29 Пуш, 2016

Хăюллă утăм телее хаклама вĕрентнĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш ялĕнче пурăнакан Надежда АНДРЕЕВА патне хăнана вĕçтерсе килер-и? Вĕсен туслă çемйи çинчен Çĕрпÿ енсем тахçанах каласа кăтартнăччĕ. Сарă çÿçлĕскер, ырă та уçă кăмăлĕпе çутă сапалаканскер тухăçран шăранса тухакан хĕвел шевлине аса илтерет.

5 Нарăс, 2016

Пурнăçра çухалса ан кайччăр кăна

Ытлă-çитлĕ пурăнакан çемье, таврара ырă ят-сумпа палăрса тăракан ашшĕ-амăшĕ, улми улмуççинчен аякка ÿкменнине ĕнентерсе пултарулăхне тĕрлĕ енчен уçса паракан ачисем... Телее пурлăхпа мул калăпăшĕпе мар, кăмăл-сипетпе ăс-хакăл пуянлăхĕпе виçекен çынна, пĕр шутласан, кунран ытла мĕн кирлĕ-ши?

23 Кăрлач, 2016

Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă

Юлашки çулсенче республикăра тăлăхсен шучĕ чаксах пырать. Ку чылайăшĕ ача çуртĕнчи шăпăрлансене хăйсен çемйине йышăннипе çыхăннă. «Пĕр хуранри яшка пурин валли те çитет», - тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Икĕ ача пур çĕрте виççĕмĕшĕ те, тăваттăмĕшĕ те ытлашши мар.

Pages