Телей - юнашарах
“Ăçта-ши манăн Тур çыр-ни?” Çамрăк чухне нумайăшне çак ыйту канăçсăрлантарать. Мĕнлерех вăл — пулас мăшăр? Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăршкассинче çуралнă Виталий Ильин çакăн пирки нумай пуç ватман. Пулас мăшăрне вăл çартан таврăннă май... çул çинче тупнă. Пĕрре пăхсах килĕштернĕ те тÿрех картса хунă — “ку манăн арăм пулать”. Чăн та, Людмилăна /чиперккене шăпах çапла чĕннĕ, çакна каччă каярахпа ыйтса пĕлнĕ/ хăйне каламан-ха çак сăмахсене, ăшĕнче çеç палăртнă.
Людмилăн тăванĕсем те 45 çул каялла пулса иртнĕ ĕç-пуçа паянхи пекех ас тăваççĕ. Виçĕ хĕр — Эльвира, Тамара, Людмила — çулпа пынă май хăйсем патне тин çеç салтакран килне таврăнакан каччă çывхарнине аякранах асăрханă. Форма тăхăннă яшсене пикесем капла та килĕштереççĕ-ха, анчах чикĕ хĕрринчен таврăнакан пограничник темшĕн тата илĕртÿллĕрех курăннă — çÿллĕ, яштака... Салтак Людмилăпа сăмах хушма тăнă, анчах та хĕр вăтанса кайса киле тарса кĕнĕ. Салтак та парăнман, чиперккене вĕçертес темен. Ара, куçласа хунă ăш çунтармăш пикене пĕр каçхине чăрсăр каччă чутах вăрласа кайман! Савнине çухатасран хăраса çапла Виталий, техникумра ăс пухаканскер, вĕренсе пĕтерессе те кĕтсе тăман, Людмилăна çураçма пынă. 1971 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче туй кĕрленĕ ялта. Хĕвел тухса сарăличчен хĕре каччă килне илсе кайнă — ку тăрăхра йăла-йĕрке çапла пулнă...
Çынна пĕлсе çитмешкĕн пĕр пăт тăвар çимелле тенĕ. Виталипе Людмила вара çулталăк та туслă çÿремен... Анчах та ку çемьене Çÿлти хăватсем хăйсем пилленĕ тейĕн — паянхи кун та пĕр-пĕрне питĕ хисеплесе, упраса, юратса пурăнаççĕ арçынпа хĕрарăм. Виталий Михайлович хими заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Сутуçа вĕреннĕ Людмила Валентиновна лавкка заведующийĕнче вăй хунă. Хулари икĕ пÿлĕмлĕ хваттертен каярахпа мăшăр Муркаш районĕнчи Торинкасси ялне куçнă, унта икĕ хутлă çурт çĕкленĕ, ун йĕри-тавра хуралтă çавăрнă.
Ял çынни, ĕçрен хăраманскер, ялах туртăнать. Виталий Михайловича тăванĕсем те, ял-йыш та, пуринчен ытла, паллах, мăшăрĕ, ылтăн аллишĕн, ылтăн кăмăлĕшĕн юратать. Кил хуçине кура — мăшăрĕ. Тирпейлĕ, ĕçчен, уçă кăмăллă хĕрарăм патне çын туртăнать. Килен-каян хăна валли вара тараватлă Людмила Валентиновнăн яланах — сĕтел тулли ĕçме-çиме. Тăван-пĕтен тенĕрен, ку енĕпе те пуян Ильинсем: Виталий Михайлович та, Людмила Валентиновна та пилĕк ачаллă çемьере ÿснĕ. Çавăнпах вĕсен килĕ кĕрлесе кăна тăнинчен тĕлĕнме кирлех мар — савăнма та пĕлеççĕ тăвансем, пысăк ĕçсене пĕрле пухăнса пурнăçласси те йăлана кĕнĕ. Картиш тулли выльăх усранă малтанах мăшăр. Халĕ вĕсен йышне чакарнă. Çемье чечек юратни куçкĕрет — пахчара та, пÿртре те куçа йăмăхтараççĕ вĕсем.
Çулсем иртеççĕ, анчах та арçынпа хĕрарăмăн тунсăхлама пачах вăхăт çук. Малтанах икĕ хĕрне ура çине тăратма тăрăшнă. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ, кукашшĕ-кукамăшĕн килне тăватă мăнук савăнăçпа тултарать. Савăнăçĕ вара куç умĕнчех темиçе хут ÿсет, ара, пур тăванĕн шăпăрланĕ те Торинкасси ялĕнчех кĕшĕлтетсе ÿснĕ. Халĕ вара тăванĕ-пĕтенĕн ачисем хăйсем çемье çавăрнă. Шăпăрлансем уçă сывлăшпа ăçта киленнине калама кирлех-ши? Паллах, Торинкассинче! Юмаха аса илтерекен телей утравĕнче...
М.МИХАЙЛОВА.