Çемье

7 Нарăс, 2015

Туслăхпа, юратупа, анчах - паспортсăр...

Çынна телей, ырă кăна суннипе палăрса тăрать çак çемье. Кĕвĕçÿ, тарăху мĕнне пĕлмеççĕ вĕсем, нихăçан та никама та усал сунмаççĕ, вăрçăнмаççĕ, мула, пуянлăха та хапсăнмаççĕ, мĕн пуррипе чуна çырлахтарса, çĕнĕ кун килнишĕн савăнса пурăнма пĕлеççĕ.

24 Раштав, 2014

«Атте, мана пĕрле илсе кай...»

Ача çуртне лекнĕ çичĕ çулти Максим ав хăйĕн пĕчĕк ĕмĕрĕнче мĕн кăна тÿссе ирттермен. Икĕ çул каялла ăна пĕр çемье ача çуртĕнчен усрава илнĕ. Килĕштерсех, юратсах. Анчах çĕнĕ ашшĕ ăна ытларах юратнă пулĕ çав. Çемье пуçĕ сарăмсăр вилсен "амăшĕ" ачана кирлĕ мар тесе каялла тавăрса парать. Çав вăхăтра арçын ачан кăмăлĕ кăна мар, сывлăхĕ те япăх пулни тухтăрсене те канăçсăрлантарнă. Ача калаçман, кулман, чупма та пултарайман. Пурне те асăнсан çÿç-пуç вирелле тăрĕ. Юрать халĕ вăл тепĕр çемьене лекнĕ. Кунта тин унăн кăмăлĕ уçăлма пуçланă, сывлăхĕ те çирĕпленнĕ.

3 Раштав, 2014

Çĕршыв тĕрекĕ

Амăшĕсен кунĕ умĕн Шупашкарта «Çулталăк çемйи - 2014» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Асăннă конкурс маларах районсенче иртнĕ. Унта 158 çемье хутшăннă. Пĕрремĕш турта мала тухнă 28 çемье республика шайĕпе ăмăртрĕ. Сăмах май, ку мероприятие Чăваш Енре 11 çул ирттереççĕ.

Pages