Çемье

3 Чÿк, 2016

Анне пилĕ пушă сăмах мар

Çемье. Кашни çын пурнăçĕнче çак сăмахпа çыхăннă ăнлавсем пур: кил, атте, анне, хăтлăх, ăшăлăх, юрату... Мĕн чухлĕ шанчăк, ĕмĕт парнелет вăл этеме. Тепĕр тесен çемье чăмăртаннă самант хăех ырă туйăмпа, шухăш-тĕллевпе тулли. Çав сăлтавпах пархатарлă ĕçе пурнăçлакансем — мăшăрланнине çирĕплетекен акта çыракансем, ЗАГСра вăй хуракансем — хăйсем те тĕслĕх çемьери ырă-çутă çынсем пулмалла пек. Мĕн чухлĕ çĕнĕ мăшăра — çемье тĕвĕленĕ ятпа, телейлĕ ашшĕ-амăшне — пепке çутă кун курнă ятпа саламлама тивет вĕсен хăйсен пурнăçĕнче.

13 Юпа, 2016

Ырă туни ырăпа таврăнать

Ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăракан çын ял-йыша калаçтаратех. Канаш районĕнчи Кĕлтеçулĕнче пурăнакан Козловсен çемйине вăтăр çул хушшинче хăнăхмалла пек, анчах хăшĕ-пĕри вĕсене пурпĕр ăнланса çитеймест.

19 Çурла, 2016

Лайăх мăшăрпа юнашар – чун юрлать

«Ывăлу пĕчĕк чухне уншăн — воспитатель, вăл çитĕнсен — пиччĕшĕ пул», — арабсен çакнашкал ваттисен сăмахĕ пур. Ашшĕ-амăшĕпе ачисен хутшăнăвĕсем çинчен — тĕп-тĕрĕс каларăш. Пурнăçра çак сăмахсене тÿрре кăларакан çемьесем чăннипех телейлĕ.

18 Çурла, 2016

Душанбе арĕпе ялта тĕпленнĕ

Çĕр çин­че тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Шăпа кампа çыхăнтарассине маларах пĕлме çук. Юрату тĕрлĕ наци çыннине пĕрлештерет. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Алиевсен патĕнче пултăмăр. Чăваш хĕрĕпе Таджикистан йĕкĕчĕ ялта тĕпленнĕ.

7 Утă, 2016

Туслăха шур юр хуплаймĕ

Патăрьелĕнчи Александр Ильичпа Зинаида Викторовна Махмутовсем 60 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Туслă мăшăр 5 хĕр çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă, туй туса мăшăрлантарнă. Паян сакăр мăнукĕпе тата пилĕк кĕçĕн мăнукĕпе хĕпĕртеççĕ вĕсем.

Pages