Çемье

24 Утă, 2015

Патшалăх пулăшăвĕпе çурт хăпартасчĕ!

Пирĕн республикăра çамрăксене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ, çав шутрах - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма та. Хваттер туянма е çурт хăпартма субсидие тивĕçес тесен вĕсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче черетре тăмалла.

9 Утă, 2015

«Çирĕп çемье çавăрни те - паттăрлăх»

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ - пирĕн çĕршыври патшалăх уявĕсенчен чи çамрăккисенчен пĕри. Çапах та унăн историйĕ самай авалхи пулăмсемпе çыхăннă: православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Феврония çветтуйсене хисеплесе çак уява пуçарса янă та.

23 Çĕртме, 2015

"Тăнăçлăх - этем тата çемье телейĕн никĕсĕ"

Июнĕн 18-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Культура çуртĕнче "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текен кандидатсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ иртрĕ.

15 Çу, 2015

"Ачасем чăн-чăн хÿтĕлевçĕсем пулнăшăн хĕпĕртетĕп"

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа Вăрмар районĕнчи Энтриялĕнче эпĕ пырса çитнĕ кун митинг ирттерме хатĕрленетчĕç. Зоя Николаевна, ялти культура çурчĕн ĕçченĕ, акă, вăрçăра пуçне хунă салтаксене халалласа лартнă палăк умне тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вырнаçтарать.

3 Пуш, 2015

Ырă ырăпах таврăнтăрччĕ

Ача çемьере ÿсмелле. Çак чăнлăхпа кирек кам та, чунĕ хытман-тăк, килĕшĕ. Анчах пĕрисем пуçа пĕксе «çапла» тенипе çырлахнă хушăра теприсем сăмахран ĕç патне куçса ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă пĕр-пĕр пепкене çунат айне илме васкаççĕ.

Pages