«Çирĕп çемье çавăрни те - паттăрлăх»

9 Утă, 2015

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ - пирĕн çĕршыври патшалăх уявĕсенчен чи çамрăккисенчен пĕри. Çапах та унăн историйĕ самай авалхи пулăмсемпе çыхăннă: православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Феврония çветтуйсене хисеплесе çак уява пуçарса янă та.

Юлашки çулсенче июлĕн 8-мĕшĕнче çĕршыври чи çирĕп, нумай çул пĕрле, пархатарлă тĕллевсемпе пурăнакан тĕслĕх çемьесене чысласси йăлана кĕчĕ. Акă кăçал та Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕр сукмакпа алла-аллăн утакан, çĕршыва юрăхлă ывăл-хĕр çуратса ÿстернĕ мăшăрсене Раççей Федерацийĕн тата республика наградисемпе хавхалантарчĕ.

- Çемье, ачасем, тăвансемпе çывăх çынсем, çуралнă кил... Пурнăç тăршшĕпе вĕсенчен хаклăраххи этемшĕн çук та, малашне те пулмĕ. Пирĕн халăха çутта кăларакан Иван Яковлев «Халалĕнче» ахальтен мар çапла пехилленĕ: «Çемьене упрăр: çемьере - халăх тата патшалăх тĕревĕ. Çирĕп те туслă çемьешĕн пурнăç синкерĕсем хăрушă мар.» Чăн та, çемье институтне аталантарасси паян та - патшалăхăн тĕллевĕсенчен пĕри, - уяв ячĕпе саламланă май çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен тĕлĕнмелле маттур çемьесемпе мухтанма пултарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Степановсем-и, Патăрьел тăрăхĕнчи Мешковсем-и, Çĕнĕ Шупашкарти Белинскисем-и - сумлă наградăна тивĕçнĕ кирек хăш çемье çинчен ыррине кăна калама май пур. Республика ертÿçи пĕрле чылай çул пурăнакан мăшăрсен яваплăх туйăмĕ пысăккине палăртрĕ - çемьере кашни çын хăйĕн çул-йĕрне туптăр тени унсăрăн пулмастех ĕнтĕ.

Çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнчи çемьесене тĕрлĕ наградăпа /«Юратупа шанчăклăхшăн» е «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа, е «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе/ чысларĕç. Çĕнĕ Шупашкарти 18 çул каялла пĕрлешнĕ, 8 ача çитĕнтерекен Белинскисем акă «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена тивĕçрĕç. Валерий Александровичпа Наталия Николаевна тăван республика çитĕнĕвĕсемшĕн хăйсен тÿпине хывни куçкĕрет. 2010 çулта «Калинка» 2-мĕш садик çумĕнче асăннă хулари пĕрремĕш çемье ача сачĕ уçăлнă - Белинскисен килĕнче.

Канаш хулинчен килсе çитнĕ Юрий Порфирьевичпа Валентина Васильевна Кукловсене сумлă наградăна - «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена - тивĕçнисен ушкăнĕнче тÿрех сăнарăм - паян та мĕн тери ăшшăн пăхаççĕ пĕр-пĕрин çине çур ĕмĕр каялла пĕр сукмакпа утма тытăннăскерсем! Халĕ те пĕр-пĕрне чунтан юратнине пытармарĕç вĕсем. Юрий Порфирьевич ĕмĕрĕпе - заводра, мăшăрĕ фармацевтра ĕçленĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Надежда хăйĕн мăшăрĕпе, Дмитрий хĕрĕпе Софийăпа ашшĕ-амăшне пысăк награда илнĕ ятпа саламлама аякри хуласенчен çул кĕскетсе килсе çитнĕ ав. Вĕсен хаваслă кулли, тыткаларăшĕ, калаçăвĕ çак çемьере ăшпиллĕхпе юрату хуçаланнине палăртать. «Аттепе анне - пурнăçри чи пĕрремĕш тĕслĕх. Вĕсем çемьере еплерех хутшăнусем йĕркеленине кура эпир те мăшăра, ачасене хаклама вĕреннĕ. Йывăрлăхсем вĕсен пурнăçĕнче пайтах пулнă-çке - çемьери тăнăçлăха çапах та упраса хăварнă. Çакă, ман шутпа, чăн паттăрлăх», - терĕ Дмитрий Юрьевич.

Ирина ПУШКИНА

Теги: