Патшалăх пулăшăвĕпе çурт хăпартасчĕ!

24 Утă, 2015

Пирĕн республикăра çамрăксене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ, çав шутрах - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма та. Хваттер туянма е çурт хăпартма субсидие тивĕçес тесен вĕсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче черетре тăмалла.

Кăçал федерацин "Пурăнмалли çурт-йĕр" тĕллевлĕ программин /2011-2015 çулсем валли/ "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммипе килĕшÿллĕн Чăваш Енри 550 çамрăк çемье хваттер туянма пултарĕ - çакăн пирки ЧР строительство министрĕ Олег Марков ЧР Министрсен Кабинечĕн июлĕн 8-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2015 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи 1166-р /-лĕ йышăнăвĕпе Чăваш Республикине асăннă программăна пурнăçа кĕртмешкĕн 158557,16 пин тенкĕ /2014 çулхи шайăн 125:/ уйăрма палăртнине каларĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин бюджетĕнче - 166929,1 пин, вырăнти бюджетсенче 60181,48 пин тенкĕ пăхса хăварнă.

Аса илтеретпĕр: ку программăпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçес тесен мăшăрсен 35 çултан аслăрах пулмалла мар. Ачасăр çемьесене хваттерĕн вăтам хакĕн 30:, пепкеллисене вара 35: чухлĕ социаллă тÿлев параççĕ. Асăннă пулăшăва килйыш ку программăна хутшăнас тесе хăçан заявлени çырнине шута илсе параççĕ. Çак тÿлеве виçĕ е ытларах ачаллисем, çавăн пекех пурăнмалли условисене лайăхлатас текенсен черетне 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен тăнисем чи малтан тивĕçеççĕ.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем "Çамрăк çемье" программăна çитес çул хутшăнас текенсен списокне темиçе уйăх маларах - сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне - çирĕплететчĕç. Кăçал вĕсем ку утăма тума васкамаççĕ, мĕншĕн тесен программăна 2015 çулччен çеç йышăннă. "Маларахри çулсен опытне тĕпе хурса РФ Правительстви ăна тăсасси пирки çулталăк вĕçĕнче йышăну турĕ-тĕк - 2016 çул валли списока çав çулхи январь-февраль уйăхĕсенче çирĕплетĕпĕр", - теççĕ специалистсем.

"Нивушлĕ ку программăна малалла тăсмĕç?" - тесе пăшăрханакансене ЧР Строительство министерствин сайтĕнче вырнаçтарнă информаципе паллашма сĕнес килет. "Федерацин "Пурăнмалли çурт-йĕр" тĕллевлĕ программине 2020 çулччен тăсма планлаççĕ. Раççей Строительство министерстви программăн çĕнĕ редакцине хатĕрленĕ, ăна компетентлă ведомствăсемпе сÿтсе явса РФ Правительствине тăратнă. Документа тишкереççĕ. Ку редакцире 5 çумпрограммăна пурнăçа кĕртме планлаççĕ, çав шутрах - çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине те", - тенĕ унта ку информаци çăлкуçĕ http:\\www.minstroyrf.ru пулнине палăртса.

И.СЕМЕНОВА

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.