Аталану çулĕпе

21 Çĕртме, 2016

Иван Николаев - Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕ

Иван Николаевич Николаев 1946 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Куснарпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Полковник, профессор, çар ăслăлăхĕсен докторĕ, регионти «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕ» общество организацийĕн председателĕн заместителĕ.

9 Çĕртме, 2016

Выльăх хуçине пăхать

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ăратлăхран нумай килет. Ăратсăр, пĕчĕк сăвăмлă ĕнене тепле çитерсен те кăтартăва ÿстереймĕн. Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи "Чувашское" пĕрлешÿре выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне аталантарассипе республикăри канашлу иртрĕ.

5 Çу, 2016

Элĕк райповĕ - Раççейре пĕрремĕш!

Çак кунсенче Мускавран ырă хыпар çитрĕ — Раççей Центросоюзĕ ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх хуçалăха пĕтĕмĕшле аталантарас енĕпе виçĕ пине яхăн потребительсен обществи хушшинче Элĕк райповĕ çĕнтернĕ, куçса çÿрекен ялава тивĕçнĕ. Саламлатпăр!

Pages