Комментари хушас

5 Çу, 2016

Элĕк райповĕ - Раççейре пĕрремĕш!

Çак кунсенче Мускавран ырă хыпар çитрĕ — Раççей Центросоюзĕ ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх хуçалăха пĕтĕмĕшле аталантарас енĕпе виçĕ пине яхăн потребительсен обществи хушшинче Элĕк райповĕ çĕнтернĕ, куçса çÿрекен ялава тивĕçнĕ. Саламлатпăр! Райпо коллективĕ халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тĕлĕшпе нумай çул тĕллевлĕн ĕçлет. Пысăк хуçалăхăн кашни отраслĕнчех хальхи технологисене, ял çыннисен пурнăçне çăмăллатма пулăшакан меслетсене ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Суту-илĕве илес пулсан, ял лавккисенче тавар ассортименчĕ пуян, мĕн кирлине вырăнтах туянма пулать. Калăпăшлă тавара саккас тăрăх килех çитерсе параççĕ. Халăхран выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх продукцийĕ пухасси те, килти хушма хуçалăх валли чăх-чĕп, хур-кăвакал, кăркка чĕпписем, сысна çурисем, ирĕш, тырă сутасси те çулсерен вăй илсе пырать. Общество апатланăвĕн, çăкăр завочĕн, пахчаçимĕç комбиначĕн ĕç-хĕлĕнче те курăмлă çĕнĕлĕх нумай.

Уява хатĕрленеççĕ

— Кăçал Республика кунне Элĕк районĕнче ирттерме йышăнни пирĕн яваплăха тата ытларах ÿстерет. Уява килнĕ хăнасем ăна мĕнле хакласси эпир вĕсене мĕнле кĕтсе илсе мĕнле пăхнинчен те сахал мар килет-çке. Çакна питĕ лайăх ăнланатпăр, — тет райпо канашĕн председателĕ, ЧР халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Юрий Харитонов. — Тăрăшсах хатĕрленетпĕр, йĕркелÿ мероприятийĕсене малтанах палăртса хутăмăр. Райпо ĕçченĕсем уява тивĕçлĕ шайра хутшăнасса шанатăп.

Республика кунĕ общество апатланăвĕн предприятийĕсемшĕн хăйнеевĕр тĕрĕслев пекех пулĕ. Паллах, çак шайри уявсене Элĕк кооператорĕсем пуçласа хутшăнмаççĕ-ха: таса продукцирен хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçпе таçта та çитнĕ, тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ. Халĕ вара яваплăх тата пысăкрах — района сумлă хăнасем килеççĕ. Общепит директорĕ Валентина Дмитриева уяв вăхăтĕнче кашни кафе, столовăй, закусочнăй, буфет ĕçне мĕнле йĕркелессине, менюсене сÿтсе явнине, апат-çимĕç ассортиментне пуянлатма, куравсем уçма палăртнине пĕлтерчĕ.

Юлашки çулсенче Элĕкре хăтлă апатлану çурчĕсем нумайланчĕç. Вĕсенчен пĕри — "Вкусно-Пицца" кафе — райцентр варринче, "Элĕк" суту-илÿпе пулăшу центрĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Икĕ çул каярах кăна уçăлнă пулсан та унăн ят-сумĕ ÿссех пырать. Ачасене, ашшĕ-амăшне кунта кану условийĕсем хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерни, меню питĕ пуян пулни килĕшет. Кафере 12 тĕрлĕ пицца, тĕрлĕ тухăç апачĕ, пирожнăйсем хатĕрлеççĕ. Ача-пăча уявĕсем, юбилейсем, ытти мероприятисем ирттереççĕ. Пуш уйăхĕнче кафере ача-пăча валли ятарлă вăйă пÿлĕмĕ уçнă. Ашшĕ-амăшĕ каннă вăхăтра ачисене те кичем мар, пÿлĕмре темĕн тĕрлĕ вăйă тренажерĕ вырнаçтарнă. Халĕ кафене центрта пурăнакансем кăна мар, таврари ялсенчен те çемйисемпех килеççĕ.

Суту-илÿ центрĕн пĕрремĕш хутĕнче райпон 3-мĕш аптека пункчĕ ĕçлет. Ăна автоматизациленĕ, ытти суту-илÿ точкисемпе пĕрлехи сетьпе çыхăнтарнă. Ку тавара, унăн куçăмне шута илме, ассортимента вăхăтра пуянлатма, ĕç-хĕле уçăмлатма май парать. Аптекăн эмелсем, профилактика-сиплев хатĕрĕсем сутма ирĕк паракан лицензи те, сертификат та пур. Вăл автостанци, чиркÿ, пасар çывăхĕнчех пулни ял çыннисемшĕн уйрăмах меллĕ. "Пасар кунĕнче, кĕçнерникун, тата шăматкун кирек мĕнле тавара та хакне 10 процент йÿнетсе сутни халăха питĕ килĕшет. Унсăр пуçне хака йÿнетекен дисконт карттисемпе те ĕçлетпĕр", — тет Эльвира Чугунова фармацевт.

Пĕрремĕш хутри "Подарки" лавккара та тĕрлĕ акци йĕркелеççĕ. Тавар ассортименчĕ такама та тивĕçтермелле. Кунта парне кăна мар, савăт-сапа, канцтавар, йăла химийĕ, чечек, вăрлăх, калча сутаççĕ.

Тĕп вырăнта — пахалăх

Райпо правленийĕн председателĕ Татьяна Иванова пахчаçимĕç комбиначĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унăн экологи тĕлĕшĕнчен паха çимĕçрен хатĕрленĕ продукцине республикăра кăна мар, ун тулашĕнчи регионсенче те лайăх пĕлеççĕ, кăмăлласа туянаççĕ. Паян консерв цехĕнче солянкăна, борща, "Дары осени" салата банкăсене тултараççĕ. Аслă типĕ вăхăтĕнче çак консервсене ыйтакан уйрăмах йышлă пулнă. Комбинатăн теплицинче хĕлĕпех ÿстерекен симĕс сухана та лавккасенче хăвăрт туянса пĕтереççĕ. Çывăхри районсенчен те илме килеççĕ.

Тутлă шĕвек цехĕнче сезон пуçланать кăна-ха. Çулла кунта уйăхра 20 пин декалитра яхăн продукци туса кăлараççĕ. Элĕксен тутлă шывне çитекенни сахал. Унта нимĕнле хими япали те хушмаççĕ. Çавăнпа вăл тутлипе пĕрлех таса, паха пулнипе палăрса тăрать. Комбинат продукцийĕ кирек ăçта та ырă ята тивĕçнинче ăна туса кăларакансен тÿпи те пысăк. Предприятире 30 çын. Кашниех пысăк опыт пухнă, хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал шутланать.

— Лайăх çăкăр пĕçерме те пурте пултараймаççĕ. Хăвăн ĕçе юратни тата çăкăра хисеплени кирлĕ. Пирĕн коллективра шăпах çакăн пек чунлă çынсем пухăннă, пĕтĕмпе 32 çын ĕçлет, — тет çăкăр завочĕн директорĕ Александр Никифоров. — Тата лайăх çăкăр мĕнле çăкăр-ха вăл? Çинĕ чухне кун пирки шухăшлакан çук та пулĕ. Шел, мĕншĕн тесен халĕ производительсенчен чылайăшĕ тутă кĕртекен хутăшсемпе усă курать. Ку — сывлăхшăн япăх. Эпир вара химипе пачах усă курмастпăр, çăкăр чустинче — çăнăх, шыв, тăвар кăна. Ытти продукцие те нимĕнле ароматизатор та, сăрă та хушмастпăр. Пирĕн тĕп тĕллев — пахалăх.

Çăкăр заводĕнче 55 тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ: темиçе тĕрлĕ хура, шурă çăкăр, батон, пĕремĕк, печени, кондитер изделийĕсем. Аслă типĕ вăхăтĕнче, 4 тĕрлĕ пĕремĕке типĕлле хатĕрленĕ. Ирсерен çăкăр турттаракан тăватă машина çула тухать. Паха продукцие ялсенче кĕтеççĕ, кăмăлласа туянаççĕ.

— Çитĕнÿ хăй тĕллĕн пулмасть. Коллективри кашни çын пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе хавхаланса, пайçăсемпе, тавар туянакансемпе, пулăшу сферипе усă куракан клиентсемпе, продукци туса кăларакансемпе, тĕрлĕ организаципе килĕштерсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ, — палăртать Юрий Харитонов. — Райпо аталанăвне пурте хăйнеевĕр тÿпе хываççĕ теме пулать. Çавна май ĕçтешсене, çÿлте асăннă партнерсене Раççей шайĕнчи çĕнтерÿпе саламлатăп, тав тăватăп. Ентешĕмсене, ветерансене çывхарса килекен сумлă уявпа, Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе, чĕререн саламлатăп, мирлĕ пурнăç, çирĕп сывлăх, телей сунатăп!

Алина ЛУКИЯНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.