Аталану çулĕпе

28 Ака, 2016

Çурт, йывăç лартрăм. Ывăлсем ÿстеретпĕр

Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн хушма хуçалăхне аталантараççĕ. Килсерен капмар çурт-йĕр, çăмăл машина, ытти техника. Ялта ача сачĕ, чаплă çĕнĕ шкул, культура çурчĕ, лавккасем, такăр çул... Хуларинчен кая мар темелле.

29 Пуш, 2016

Ăратлăха çĕнетмесĕр сĕтлĕ пулаймăпăр

Тăвай район администрацийĕнче Кармалта ÿснĕ Валерий Грачев фермер çинчен ырăпа калаçнине эпĕ нумай илтнĕ. Анчах хăйĕнпе тĕл пулма май килмен. Нумаях пулмасть курнăçрăмăр.

2 Пуш, 2016

Шăварнăран çĕрулми ăнса çитĕнет

Çĕрулмине юлашки çулсенче пысăк лаптăкра тата тухăçлă çитĕнтернĕрен Куславкка районĕ республика туса илекен пĕтĕм продукци калăпăшĕнче курăмлă вырăн йышăннине ырăпа палăртмасăр май çук.

12 Нарăс, 2016

Симĕс сухан - хĕлĕпех

Хăй вăхăтĕнче колхозра пысăк йышпа вăй хума хăнăхнă хăшпĕр шурсухал фермерсен ĕçне производство калăпăшне кура кăтартăвĕ пĕчĕк пулнăран-тăр халĕ те хисеплеме вĕренеймест.

11 Нарăс, 2016

Лашине кура çуни

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Свобода» колхоз кантурĕ умĕнче ир-ирех çынсем. Хуçалăхра хĕлле те алă усса лараймăн: выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, çуракине хатĕрленмелле.

Сĕт йÿнелет, кĕсье çÿхелет

Pages