Аталану çулĕпе
Асăрханăр: пăр çÿхе!
Хĕл иккĕмĕш уйăх хуçаланать пулин те урамра сивĕ мар. Сывлăш температури кăнтăрла та, çĕрле те нуль градуса çывăх. Çавна пула юхан шывсемпе кÿлĕсенчи пăр çÿхелсе пырать. Паянхи кун тĕлне пăр хулăнăшĕ нумай çулти вăтам кăтартуран икĕ хут çÿхерех. Тĕслĕхрен, Атăлта, Шупашкарти «Заовражное» микрорайон, Муркаш районĕнчи Ильинка çывăхĕнче, вăл 14 сантиметрпа танлашать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кушник ялĕ таврашĕнче - 12 сантиметрпа /кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне/.
Çут çанталăк газĕ ырлăхпа савăнăç кÿтĕр
«Юрма»: çĕнĕ завод хута кайрĕ
Вунă çул каялла Шупашкар районĕнчи панкрута тухнă кайăк-кĕшĕк фабрики вырăнĕнче «Юрма» агрохолдинг» ООО йĕркеленчĕ. Владимир Ермолаев гендиректор ăста та пултаруллă ертсе пынипе вăл çултан-çул аталанса хăйĕн ĕçне-хĕлне Улатăр хулипе Чĕмпĕр облаçĕ таранах сарнă. Виçĕм кун тулли мар яваплă обществăра чăх ашĕ тирпейлекен çĕнĕ завод хута кайрĕ.
Патăрьелте лайăх парк пулатех
«Шкулта вĕреннĕ чухне кашни çулах çĕр-çĕр йывăç-тĕм лартаттăмăр. Халĕ те уйăхлăхсем ирттереççĕ. Çаксене шута илсен йывăç лартмалли лаптăксем юлмалла та мар пек ĕнтĕ. Шел те, ялсем çаплах çап-çара-ха. Парксемпе скверсем район центрĕсенче кăна пăттăн-паттăн курăнкалаççĕ. Вĕсем те тирпейлĕхпе, кану вырăнĕсемпе палăрса тăмаççĕ. Ĕçкĕçсемшĕн вара чăн-чăн хăтлăх.