Аталану çулĕпе

13 Нарăс, 2015

Ростислав Тимофеев: уласлăхăмăр çĕнĕ тĕссемпе çуталтăр

Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкерсе пĕтĕмлетесси, çĕнĕ тĕллевсем палăртасси заводсемпе предприятисенче, район-хула администрацийĕсенче кăçал нихçанхинчен те анлăрах, тĕплĕнрех иртеççĕ. Ахальтен мар: сăлтавсем, халиччен пулманнисем, халăхăмăр çине йăтăнса ансах тăчĕç вĕт. Çутçанталăк синкерĕ - пăрлă çумăр - шарт сиктерчĕ, республикăри вуншар яла пысăк тăкак кÿчĕ. АПШпа Европапĕрлĕхĕн санкцийĕсем экономикăна тухăçлăрах аталантарма чăрмантараççĕ, халĕ те ура хураççĕ. Çавна май ĕçĕмĕрсене çĕнĕлле йĕркелеме хистеççĕ. Лайăхрах тумитлесен хистевсĕрех çаврăнăçуллă, пуçаруллă пулмалла пирĕн.

24 Раштав, 2014

Ĕмĕтлĕ çын - çунатлă

Николай Лисаев фермерпа тĕл пулма малтанах калаçса татăлнăччĕ, анчах лара-тăра пĕлменскере тытма йывăр. Çапах аслă çул çинче тĕл пултăмăрах унпа. Яланхилле васкатчĕ пулин те пирĕнпе калаçма вăхăт тупрĕ.

Çĕклемĕ хамăн

6 Раштав, 2014

Халăх ырлăхĕшĕн, Елчĕк район аталанăвĕшĕн

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кăçалхи ноябрĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă.

29 Чÿк, 2014

“Çыннăн пĕлÿ, ĕçлеме пултараслăхĕ пур тăк - вăл çухалса каймасть”

"Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУОна, республикăри чи пысăк та лайăх аталанса пыракан агрохолдингсенчен пĕрне, Чăваш Енре çеç мар, Раççейĕн чылай кĕтесĕнче те лайăх пĕлеççĕ, вăл кăларакан продукцие хапăлласах туянаççĕ.

Pages