Патăрьелте лайăх парк пулатех
«Шкулта вĕреннĕ чухне кашни çулах çĕр-çĕр йывăç-тĕм лартаттăмăр. Халĕ те уйăхлăхсем ирттереççĕ. Çаксене шута илсен йывăç лартмалли лаптăксем юлмалла та мар пек ĕнтĕ. Шел те, ялсем çаплах çап-çара-ха. Парксемпе скверсем район центрĕсенче кăна пăттăн-паттăн курăнкалаççĕ. Вĕсем те тирпейлĕхпе, кану вырăнĕсемпе палăрса тăмаççĕ. Ĕçкĕçсемшĕн вара чăн-чăн хăтлăх. «Парксенче ачасен сасси мар, алкоголиксен латсăр калаçăвĕпе юрри çеç илтĕнсе тăрать», - тесе ахальтен мар ĕнтĕ пăшăрханса калаçаççĕ...
Парксем, садсем чăтлăх евĕр пулса кайнăранах-тăр Чăваш Республикин Президенчĕ 2005 çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ».
Ку йĕркесем 2005 çулта пичетленсе тухнă «Сталин грамоти» кĕнекере «Шухăшсен çаврăмĕ...» ярăмра çырăннăччĕ. Унтанпа кĕçех тăхăр çул çитет. Лару-тăру улшăнчĕ-и. Паха тĕслĕхсем пур-и.
Пур. Шупашкарти парксемпе скверсем хăйсен сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетрĕç, тасалчĕç, тирпейленчĕç. Вĕсем çамрăксемшĕн те, пĕчĕк ачаллă çемьесемшĕн те, аслă ăрурисемшĕн те чи юратнă вырăнсем пулса тăчĕç. Канмалли кунсенчи халăх йышĕпе центрти Кÿлмекпе танлашрĕç тесен те йăнăш мар. Районтисем вара питех улшăнмарĕç, сывлăхшăн усăллă, кăмăл-туйăма çĕклемелли кĕтессем пулаймарĕç, тĕслĕх валли нихăшне те илсе кăтартма алă çĕкленмест. Вырăнти пуçлăхсем райцентрсене тирпейлес тĕлĕшпе ытларах ĕçлерĕç. Администраци çурчĕсене тултан та шалтан хальхи материалсемпе хăтларĕç. Çавна май кирпĕч стенасем çинчи революци сĕмĕллĕ ÿкерчĕксем, Ильич сăнĕсем, лаша пуçĕ пысăкĕш сас паллисемпе коммунизма çывхартма чĕнсе калакан сăмахсем хупланчĕç, иртен-çÿрен куçне тăрăнма пăрахрĕç. Аслă ăрăва хавхалантаракан лозунгсене йăлтăр-ялтăр плиткăсем хыçне пытарсан та кантурĕсен умĕнчи Ильичăн карлик-палăкĕсене тĕкĕнме районсен пуçлăхĕсем хевте çитереймерĕç. Хăшĕ-пĕри вара, теме систерсе, çул пуçа хирĕç бронетранспортер, тупă вырнаçтарчĕ. Ленин палăкĕ еннелле кăнтарса тăракан кĕпçесене курмассерен пуçа яланах пĕр шухăш пăраласа кĕрет - тĕлленĕ пăшал хăçан та пулсан крĕслеттеретех вĕт-ха... Темиçе çул каялла Куславкка райадминистраци ертÿçинчен интервью илме пÿлĕмне кĕнĕччĕ. Мăнаçлă Атăл кунтан мĕнле курăнать-ши тесе чÿрече патне пытăм, тулалла тинкертĕм. Унта вара, çул урлă, кĕпçисене администраци çурчĕ еннелле çавăрнă çар техники шăкăрин ларать. Чун сÿ-ÿ! турĕ. Куç умне Мускаври Шурă çурта танксенчен хаплаттарни тухса тăчĕ...
Шĕкĕр турра, Шупашкартисен ĕмĕлкипе те танлашайман паркĕсене этеме тĕп тумалли хĕç-пăшалпа тултарса лартма «ăсласа» илеймерĕç район хуçисем. Куншăн та пулин пысăк тав вĕсене.
Çапах та район центрĕсенчен пĕринче тĕслĕх парк пулассăн туйăнать-ха мана. Çак шухăш патне çитрĕм Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Моисеевпа нумаях пулмасть тĕл пулса калаçнă хыççăн.
- Анатолий Федорович, çунатлă ĕмĕтĕре пурнăçа кĕртесси тÿрех пăтăрмахран пуçланчĕ, ял ертÿлĕхне паркри йывăçсене касса пĕтернĕшĕн айăпларĕç. Патăрьел халăхне нумай калаçтарнă, халĕ те сăмах-юмах ваклаттаракан лару-тăрăва уçăмлатăр-ха.
- Малтанах çакна пĕлтермеллех-тĕр. Унсăрăн «парк» сăмах халăх çăварĕнчен тухма чарăнас çук. Вăл официаллă пĕр документра та парк шутланмасть. Уйрăмах сыхлакан вырăн та мар. Паспортĕнче те «çĕр лаптăкĕ» тесе çырнăччĕ. Унăн хуçи - район администрацийĕ. 1800 тăваткал метр йышăнакан çак лаптăкпа яланлăхах усă курма ял тăрăхне ирĕк панă. Сăмах май, асăннă вырăна чиркÿпе çыхăнтарса хăтлас ĕçе темиçе çул каялла Анатолий атте пуçăннăччĕ. Проект та хатĕрлеттернĕччĕ. Унта та «парк» сăмах çукчĕ. «Халăх йышлă канмалли зона» тесе палăртнăччĕ. Питĕ шел, пархатарлă шухăшне малалла тăсма ăна тÿр килмерĕ, усал та тайлăк этем унăн пурнăçне питĕ ир татрĕ.
2012 çулхи раштав уйăхĕнче вара чăтлăха çаврăннă лаптăк шăпине татса парас тĕллевпе ял тăрăхĕн депутачĕсемпе анлă пуху ирттертĕмĕр. Патăрьел халăхне кану вырăнĕ кирлине ăнланса çакăнта Шупашкартинчен кая мар парк тума йышăнтăмăр. Çĕнĕ çула кĕтсе илсенех ĕçе пикентĕмĕр. Çын алли перĕнменрен вăрманти пек ÿссе кайнă йывăç-тĕме касасси-кăклассине çуркунне тĕлне вĕçлерĕмĕр. Чи кăсăкли, пире тĕлĕнтерни акă мĕн, тÿннисене, хуçăлнисене, хăрнисене, ватăлса çитнисене касса тирпейленĕ чухне пĕр çын та урлă сăмах каламарĕ. Халĕ, тасатса пĕтернĕ хыççăн, аслăрах çулсенчисем, «Хурăнсене эпир лартнăччĕ, эсир пĕр шелсĕр касрăр», - теççĕ. «Суйласарах касмаллаччĕ-тасатмаллаччĕ», - текенсем те тупăнкаларĕç. Çав-тĕр вĕрентме юратакансенчен çапларах ыйтас килет, халĕччен ăçта пулнă эсир. Вун-вун çул хушшинче пырса кĕмелле мар ÿссе-хунаса кайнă йывăçлăха мĕншĕн суйласа тасаттарман. Çак вырăн юхăнчăк-путлăхра нушаланнине /лаптăкăн çитмĕл проценчĕ шурлăхлă/ кунсерен, уйăхсерен, çулсерен курса тăнă вĕт-ха хăвăр.
Хурăнсем тенĕрен, вĕсен пурнăçĕ аллă çултан ытла мар. Ну, хăвараттăмăр иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче лартнăскерсене. Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн парка 2015 çулта туса пĕтерсен, халăх йышлă пухăнма тытăнсан хурăнсенчен пĕри çеç ÿксе инкек кăтарттăр - «ăсла ĕçсе ăслăланнă» çав çынсемех пире айăплĕç. Пăтранчăк кăмăлпа пăтранса çÿрекенсене çапларах чĕнсе калас килет, сăмах аллама пăрахăр! Парк тума ан чăрмантарăр.
- Тункатасем сиввĕн курăнса тăнăран-тăр ватăсен чунĕ ыратать.
- Вĕсене пĕтерсе пыратпăр. Тымарĕ-мĕнĕпе тăпăлтарса кăларасси çăмăл ĕçех мар вăл, Геннадий Аркадьевич.
- Килĕшетĕп. Калăр-ха, кăçал мĕн-мĕн тума ĕлкĕртĕр.
- Шыв-шур пухăнакан путлăх вырăна тăпра нумай турттартăмăр. Анатолий атте тутарнă дренажа тата 80 метра яхăн тăсрăмăр. Унсăрăн шыв юхăнса каяслăхне йĕркелесе çитерейместĕмĕр. Çуркунне 300 тĕп йывăç лартрăмăр, чăрăш, çăка, ăвăс, хыр, туя... Хунавсемпе питомник директорĕ Владимир Ильич Барышников пулăшрĕ. Лартма çын нумай килчĕ. Кашниех тăрăшса вăй хунине курса эпир пуçарнă ĕç харама каймассине тепĕр хут туйса илтĕмĕр. Раççей чиккине тĕрлĕ çулта хуралланисем хăйсен кĕтесне хăтласа палăк вырнаçтарни те кăмăла кайрĕ. Кĕркунне те вун-вун йывăç лартрăмăр. Тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăллă сцена маçтăрларăмăр. Ял кунне малашне кунтах уявласшăн. Паркăн тĕп урам енчи тимĕр карта çумĕпе тротуар сартăмăр. Уçăлса çÿремелли кун пек утма çулсем темиçе те пулĕç. Вĕсен хĕррипе тĕп хулари парксенчи пек креслăсем вырнаçтарса тухăпăр. Карта çумĕнчине те, шалти тротуарсене те ятарлă лампăсемпе çутатса тăмалла тăватпăр.
Килес çулхи тĕллевĕмĕрсем тата та капашлăрах. Çуркунне çитсенех ачасем ярăнмалли, сикмелли, йăраланмалли, туртăнмалли... пы-ысăк вăйă комплексне /ăна Чул хуларан илсе килнĕ ĕнтĕ/ вырнаçтаратпăр. Ун çумĕнчех йывăçран ăсталанă хитре чĕр чунсем, пылак шывпа тĕрлĕ çимĕç сутмалли киосксем, пĕчĕк сĕтелсемпе саксем вырăн тупĕç. Парк варринче, аякранах курăнмалли çĕрте, Патăрьел халăхĕн хăватне сăнлакан-кăтартакан Паттăр кĕлеткине вырнаçтаратпăр. Унăн çÿллĕшĕ пилĕк метра яхăн пулĕ... Юрĕ, хальлĕхе çитĕ. Мĕн-мĕн планланине пĕтĕмпех пур пĕр каласа тухаймăп. Çакна çеç хушса хăварам, эпир чăннипех те тĕп хуларинчен кая мар парк тăвасшăн. Вăл Патăрьелти чи хитре вырăн пуласса та пĕрре те иккĕленместĕп.
- Ĕмĕтĕрсем çунатлă-ха та, анчах вĕсене пурнăçа кĕртме укçа нумай кирлĕ-çке. Тĕв туни тĕвĕленмесĕрех юлмĕ-и.
- Хамăрăн ĕç-хĕле эпир патшалăхран пĕр тенкĕ те илмесĕр туса пыратпăр. Ял тăрăхĕн бюджечĕпе пурăнатпăр. Патшалăх хăйĕн тĕллевлĕ программисем валли çеç укçа парать. Ĕç йĕркине тĕпрен çĕнетнĕрен, бюджета кĕрекен кĕмĕлпе пĕлсе усă курнăран пурлăхпа техника базине витĕмлĕ вăйлатрăмăр. Малтанах, ертÿçĕ тилхепине мана тыттарсанах, ку енĕпе питĕ чухăнччĕ. Тĕрлĕ ĕç тума предприяти-организаци директорĕсенчен техника ыйтса пĕр вĕçĕм кĕлмĕçленеттĕм. Виçĕ çул каяллахи аптравсем халĕ хыçра ĕнтĕ. Çулсене юртан тасатмалли трактор та, тротуарсене шăлса якатакан мотоблок та, шĕвĕ каяша сăрăхтарса илекен машина та, çÿп-çап пуçтармалли ятарлă урапа та, Италире ăсталанă газонокосилка та, юпа тăрринчи лампăсене улăштарма хăпармалли автовышка та хамăрăн. Вĕсем çĕр-çĕр пин тенкĕ тăраççĕ. Çавăнпа та пулас парк пирки çÿлерех каланă сăмахăмсем те пурнăçланасса чĕререн шанатпăр, ĕненетпĕр.
Геннадий МАКСИМОВ
калаçнă