Аталану çулĕпе

22 Çу, 2014

Октябрьски райповĕ - 90 çулта

Кăçал тăхăр вуннă тултарнă Октябрьски райповĕн историйĕ пуян. Вăл 1924 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă. Халăх пухăвĕнче Выççăлккă Тукайра /каярахпа - Ĕсмел, унтан - Октябрьски/ потребительсен «Шанчăк» ушкăнне йĕркелеме йышăннă, ăна ертсе пыма правлени суйланă, устав çирĕплетнĕ.

10 Ака, 2014

Евгений КАРПЕЕВ: "Конкуренци çĕннине шырама хистет"

Каçал енре юлашки тапхăрта тĕрлĕ объект "ÿссе" ларнине иртен-çÿрен асăрхатех ĕнтĕ. Район центрĕнче улшăну-аталану пушшех сисĕнет: лавкка, апатлану-кĕреке пÿлĕмĕ, хăна çурчĕ йышлансах пырать. Акă юлашки çул çÿрев вăхăтĕнче эпĕ те, тăван тăрăхра час-часах пулнине пăхмасăр, çĕнĕлĕх асăрхарăм: "Сахарок" лавкка уçăлнă.

15 Пуш, 2014

Тивĕçе чыслă пурнăçланă

Канаш районĕнчи патшалăх ветеринари службинче 59 çын вăй хурать: 26-шĕ - аслă, 21-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Тата 12-шĕ - техперсоналпа бухгалтерсем. Унсăр пуçне виçĕ хуçалăхăн производство ветслужби пур, вĕсенче - 6 специалист.

20 Нарăс, 2014

Маларах çитĕнекенни - тупăшлăрах

Куславкка районĕнчи Василий Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕ юлашки çулсенче тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтерсе пĕтĕм республикăна тĕлĕнтерет. Купăста уявĕ çинчен халĕ кÿршĕллĕ регионсенче те аван пĕлеççĕ. Пусă çаврăнăшĕнче çĕр улми те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

13 Нарăс, 2014

Çапăçура - маттур, ĕçре - хастар

Яманакри 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Н.Юманов Шупашкарти педагогика училищинче «ĕç тата черчени учителĕ» специальноçа алла илнĕ. Карайри вăтам шкулта виçĕ уйăх ĕçлесенех 1986 çулхи кĕркунне çар тумĕ тăхăннă. Çур çул Ашхабадпа Ферганара БМП-2 наводчик-операторне вĕреннĕ.

Pages