Аталану çулĕпе

20 Чÿк, 2015

Хуçалăх тилхепи çирĕп алăра

Çĕр ĕçченĕн канма вăхăт çук. Уй-хир пушанни алă усса лармаллине пĕлтермест. Çăвĕпех хирте вăй хунă техникăна унтан-кунтан тÿрлетмелле, выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла, çур аки пирки те шухăшлама вăхăт. Пĕр ĕç вĕçленсен тепри кĕтет ăна.

6 Чÿк, 2015

Тĕллевсем паллă, çитĕнÿсем курăмлă

Уй-хир пушаннă, тырпул пÿлмене кĕнĕ. Апла ĕç-хĕле пĕтĕмлетме те вăхăт. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина малтанхи кăтартусемпе паллаштарать.

- Кăçал пахча çимĕç, тыр-пул мĕн чухлĕ пуçтарса кĕртнĕ? Рынока хамăр çимĕçпе тивĕçтерме пултарăпăр-ши?

23 Юпа, 2015

Алăри тилхепе ан пушантăр

Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ СХПК председателĕ Николай Степанович Андреев ялхуçалăхĕнче "шур сухал" пулнăран-ши /ЧР, РФ ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ 30 çул ытла пĕр лава туртса пырать/, шухăша тÿртен калама хăнăхнă. Тепĕр чухне куншăн, тен, ÿкĕнет те, анчах тÿрĕ çултан пăрăнмасть.

16 Авăн, 2015

«Эпир тăван çĕре юрататпăр»

"Ялхуçалăхăн та малашлăх пуррине, тăрăшса ĕçлесен унта та тупăш илме май килнине манăн хамăн ачамсене халĕ, вĕсем ÿснĕ вăхăтра, кăтартса-çирĕплетсе памалла. Çакна курса ĕненсен, кăсăклану çуралсан вĕсем хăйсем те ялтах юлас тейĕç.

28 Çурла, 2015

Тĕрĕс çулпа пыракансемшĕн тĕнче алăкĕ те уçăлать

1997 çул. Комсомольскинчи культура çурчĕ. Кунта, лăк тулли залра, «Тав» фирма хăйĕн партнерĕсене чыслать. Сцена çине республика влаçĕн элчисем черетленсе хăпарчĕç.

Pages