Хуçалăх тилхепи çирĕп алăра

20 Чÿк, 2015

Çĕр ĕçченĕн канма вăхăт çук. Уй-хир пушанни алă усса лармаллине пĕлтермест. Çăвĕпех хирте вăй хунă техникăна унтан-кунтан тÿрлетмелле, выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла, çур аки пирки те шухăшлама вăхăт. Пĕр ĕç вĕçленсен тепри кĕтет ăна. Шăпах çакăн пирки сăмах пуçартăмăр эпир Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăх ертÿçипе Николай Михайлович Ивановпа.

Асăннă хуçалăх 2150 гектар çĕрпе усă курать, çак шутран 400-шĕ çеç хăйĕн. Ытти - пай çĕрĕсем, çавăн пекех ял тăрăхĕн çĕр лаптăкĕсене те арендăна илнĕ. Пай çĕрĕшĕн халăхпа тырăпа татăлать.

Пирĕн калаçăва Иван Бурмистров тĕп бухгалтер та хутшăнчĕ. Ку çул Пучинкесемшĕн тухăçлă пулнине палăртрĕ вăл. Сăмах май, Иван Васильевич çак ĕçре 47 çул вăй хурать, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ята тивĕçнĕ. «Кăçалхи пек лайăх çанталăк пулнине хам ĕçлеме пуçланăранпа та астумастăп, - терĕ вăл. - Тыр-пула лайăх пухса кĕртрĕмĕр, пĕтĕм лаптăка сухаласа хăвартăмăр». Апла пулсан çур аки çăмăлрах иртесси куçкĕрет.

Тухăç та начарах мар: гектартан 24 центнер тĕш тырă çапса илнĕ Пучинкесем. Тыр-пул пухса кĕртес тĕлĕшпе кăçал районта иккĕмĕш вырăна тухнă, сĕт сăвассипе вара - пĕрремĕш. Юлашки çулсенче ку çитĕнĕве вĕсем алăран вĕçертмеççĕ. Районти сĕт хисепĕн 35 проценчĕ «Красный партизан» хуçалăхăн. Ара, ĕне выльăх шучĕ ку тăрăхра чи пысăкки: мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 940 пуç, вĕсенчен сăвăнаканни - 308. Çавăн пекех 400-е яхăн сысна, 15 лаша усраççĕ. «Сĕтрен тупăш илетпĕр, - пĕлтерет ертÿçĕ. - Халĕ кулленех 2500-2600 л патшалăха паратпăр. Вырăнти сĕт-çу завочĕ ăна пирĕнтен 23 тенкĕпе ?1 л% туянать. Сĕтпе дизтопливо хакĕ танлашсан эпир те лайăх пурнăçпа пурăнмалла, ĕç укçи те ÿстерме пулĕччĕ». Çапах та хуçалăха кредитсăр тытса тăни те аван темелле. Хăйсен укçи-тенкипе саплашса пурăнма хăнăхнă вĕсем. Ыттисем пекех техника та туянаççĕ, çур аки валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени илеççĕ. Çĕнĕ çул хыççăн çур акине хатĕрленме тытăнасси пирки пĕлтерчĕç.

Тыр-пулсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх валли тĕрлĕ курăк, куккурус çитĕнтерет хуçалăх. Кăçал куккуруса 109 гектар çинчен пухса илнĕ. «Ку культура ăнса пулчĕ, 2 метр çÿллĕш çитĕнчĕ. Йăлтах силос турăмăр, икĕ траншея хыв-рăмăр», - çитĕнÿсемпе паллаштарать Иван Васильевич.

Çĕр улмине вырнаçтарма кăткăс пулнăран, ĕçлекенсем тата техника çукран ăна лартма пăрахнă. Тепĕр чухне колхоз столовăйĕ валли çеç çитĕнтереççĕ.

Ĕç çыннисен йышĕ пĕтĕмĕшле - 101 çын. Икĕ ялтан çакăн чухлĕ çын пуçтарăнать. Çамрăксем, ытти тăрăхри пекех, хуçалăх ĕçне хутшăнасшăн мар. Механизаторсем чылайăшĕ 60 çултан иртнĕ. Юрий Данилов вара çичĕ теçеткене çывхарса пырать. Дояркăсем те çамрăк мар. Вун улттăн ĕçлеççĕ вĕсем. Йыша чакарса ĕç укçине хăпартма сĕнÿ панă ертÿçĕсем. Анчах лешсем килĕшмен, сахал шалупах çырлахнă. Ара, ĕç вырăнне паян никамăн та çухатас килмест-çке. «Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать» тенĕн пурнăçа сыпăнтарса пыни те пĕлтерĕшлĕ.

Выльăх шутне чакарма мар, ÿстерес тĕллевпе пурăнать хуçалăх. Кăçал ĕнесене çĕнетнĕ: ваттисене аша ăсатнă, вĕсем вырăнне урăххисем туяннă.

«Сысна тупăш парать-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «Унăн ашĕ юлашки вăхăтра самаях хăпарчĕ. Çавна май хăй тăкакне саплаштарать, - палăртрĕ шухăшне ертÿçĕ. - Пĕр вăхăтра вĕсене пĕтерме те шутланăччĕ эпир. Африка чуми сарăлнă чухне пирĕнтен çирĕп ыйтрĕç. Çак ĕçсене тăрăшса пурнăçларăмăр. Витесене çĕнĕрен юсарăмăр, чылай укçа-тенкĕ тăкакларăмăр, çапах парăнмарăмăр. Сысна витине сыхласа хăварма пултартăмăр».

Паллах, пур япалана салатасси нимех те мар, тăвасси вара çав тери хĕн. Апла пулсан пурнăç уттинчен чакманни хăех паттăрлăх. Ахальтен мар пасар реформисен тапхăрĕнче те хуçалăх пекарньăна никама та сутман, юрăхсăра кăларман. Вăл паян та тĕрĕс-тĕкел ĕçлет. Пучинкесене çеç мар, таврари ял çыннисене те хăйĕн тутлă çăкăрĕпе савăнтарать. Çăкăрсăр пуçне кукăль-булка, хуплу, пĕремĕк пĕçереççĕ ĕçченсем. Кунне 500-600 çăкăр сутăнать. Тутлăскере черет тăрсах туянать халăх. Колхозниксене вара шалу шучĕпе те параççĕ. Укçа çук чухне, паллах, çакă та пулăшу. «Пекарня тупăшлă ĕçлет. Ку таранччен пирĕн продукцие тиркемен, пурте лайăх хаклаççĕ», - пĕтĕмлетрĕ сăмахне тĕп бухгалтер.

Хуçалăх çитĕнĕвĕ ĕçе йĕркелесе ертсе пынинчен килет. Ку тĕлĕшпе Николай Михайловичăн опыт та, ят-сум та пур. Вăл вара тÿперен ÿкмен, ăна ĕçре тупнă.

Валентина ПЕТРОВА.

Йĕпреç районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.